Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсемпе тĕл пулни асра юлчĕ

12 декабря 2009 г.

Иртнĕ юн кун Çĕршыв паттăрĕсен кунне паллă турĕç. Шетмĕпуç шкулĕнче вĕренекенсем çак куна малтанах кĕтрĕç. Хăйсен ентешĕ Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов вĕсен патне шăп çак кун килме сăмах панă-çке.

– Тавах Сире, вĕрентекенсем, тăван шкулăм. Кунта пухнă пĕлÿ, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни мана питĕ пулăшрĕ пурнăçра, – терĕ вăл. – Паттăрлăха çак залра ларакан ачасен çапăçу хирĕнче мар, мирлĕ ĕçре кăтартмалла пултăр.

Залра ларакансемпе килнĕ хăнасене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ:

– Сирĕнтен хăшĕсем çак паттăрсем çине ăмсанса пăхаççĕ пулĕ-ха. Ман çакна калас килет. Паттăрлăх валли кирек хăçан та, кирек ăçта та вырăн тупăнать. Сире эпĕ пĕлÿ тĕнчинче паттăрлăх кăтартма ырлăх-сывлăх сунатăп. Тăрăшса вĕренĕр, пурнăçра хăвăрăн вырăна тупмалла пултăр, çĕршыв çитĕнĕвĕшĕн тăрăшмалла пултăр. Çак паттăрлăха тумалла сирĕн, - терĕ Юрий Александрович.

Евгений Германович хăйĕн пек çапăçусем витĕр тухнă тусĕсемпе килчĕ тăван шкула. Афганистан вăрçин инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Г.П. Матвеев хăйĕнпе паллаштарчĕ. Геннадий Петрович вертолетчик пулса çапăçнă. Пĕр хаяр çапăçу хыççăн майора, унăн вертолетне татăкăн-татăкăн пуçтарнă пек, хăйне те хирургсем пайăн-пайăн пуçтарса çын тунă. Вилĕме паттăрлăхпа çĕнтернĕскер, паян вăл вĕри точкăсенчи çапăçусене хутшăннисен ыйтăвĕсене татса парассипе тимлет. Евгений Борисов тĕл пулура ун çинчен тата çакна та палăртрĕ. Нумаях пулмасть РФ Президенчĕ Д.А. Медведев Геннадий Петровича «Çĕршыв умĕнчи паттăрлăхшăн» 2 степень медальпе наградăласси çинчен калакан Указ çине алă пуснă.

Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕн çумĕ В.А. Тры каласа панине те интересленсех итлерĕç. Подполковник 26 çул ытла службăра тăнă. Çар строителĕ Курил утравĕ çинче, çĕршывăн Хĕвелтухăç чиккинче те пулнă. Байконура тунă çĕре хутшăннă, Арменинче çĕр чĕтреннĕ хыççăн ăна йĕркене кĕртес ĕçе хутшăннă. Афганистанра та, Чернобыльте те пулнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та, паян вăл çамрăксене çарпа патриотизм енĕпе воспитани парассипе тимлет.

– Хăвăр малашлăх мĕнле пуласси те, çĕршыв пуласлăхĕ те сирĕнтен хăвăртан килет. Пурăнма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхăр.

А.В. Шагаров пограничник та хăй Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илетĕп, Герой пулатăп тесе шутламан.

– Унран та хаклăраххи – çынсем сана ăнланни, сан ĕçе курса тивĕçлипе хаклани. Çавăнпа та тăрăшса вĕренĕр. Паттăрлăх вара сирĕн пата эсир çынна усă тума пултарнипе пĕрле килет, – терĕ вăл.

Афганистан чиккинче вăл сылтăм аллине çухатнă. Анчах та пуçне усман, пурнăçа та юратма пăрахман.

– Сулахай алăпа çырма, машинăпа çÿреме вĕрентĕм, – аса илет вăл халь. Университет пĕтерет. Паян Шупашкарта нотариус пулса ĕçлет.

Ачасем А.А. Виноградов каласа панине те питĕ интересленсех итлерĕç. 1 класлă летчик-истребитель ертсе пыракан легендарлă эскадрилья членĕсене «Виноградовăн пуç касаканĕсем» тенĕ. Мирлĕ вăхăтра çĕршывăн таса тÿпине сыхлама кирек епле экстремаллă лару-тăрура та унăн команди тÿпене çĕкленнĕ.

– Юратăр Чăваш Республикине. Вăл сире пурăнма, çĕнтерме пулăшать, – терĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илнĕ летчик.

Хăй вара – чăваш каччи – Черниговри летчиксем хатĕрлекен училищĕне пĕтерет. Унтан ăна Болгаринчи академине вĕренме суйласа илеççĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерет.

Паттăр салтаксем çине ачасем ăмсанса пăхрĕç. Евгений Германович тăван шкула кĕнекесем парнелерĕ. Район пуçлăхĕнчен вара ачасем «Вестник героев» хаçатăн 3 номерне ентеш-геройсен ячĕсене пĕлнипе выляса илчĕç. Юлашкинчен шкул директорĕ А.В. Степанова килнĕ хăнасене тав турĕ. Ачасем вĕсене илемлĕ юрă-ташă, хăйсем ăсталанă çемçе теттесене парнелерĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика