Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроникинчен

12 декабря 2009 г.

Каллех лавкка çаратнă

Вомпăкасси лавккин иртнĕ кунсенче «шар курма» тивнĕ. Çĕрлехи вăхăтра склад чÿречин кантăкне çĕмĕрсе вăрăсем темĕн тĕрлĕ тавар та илсе тухса тарнă. Кофе пачкисем те, шоколадсем те, пирус блокĕсем те, «Таланцевсем» те, ытти тĕрлĕ пылак çимĕçпе эрех сахал мар çухалнă лавккаран.

Çăмăл машинăпах «ĕç» тума тухнă вăрăсене Уголовнăй кодексăн 158 статйи кĕтет.

Хăнара та хăйне тытма пĕлмен

Анаткас Хачăкра пурăнакан 30 çултан иртнĕ арçын хуньашшĕ патне хăнана каять. Малтанах «килти пек пул» тесе каланине аса илсе-ши, хăйне чăнах та «килти пекех» тытнă арçын. Кĕрÿшĕ пултаруллине курччăр тесе хăйĕн арăмĕпе хирĕçÿ кăларать. Ку «паттăрлăхшăн» вара «хастар» кĕрĕвĕн штраф тÿлемелле пулса тухать.

Юр çитменнипе аптранă

Çанталăкĕ сивĕ пулман пулсан хĕл тесе те калаймăн çав. Оринин тăрăхĕнчи дачăна çаратакан та юр çуккипе тунсăхланă курăнать. Пĕр пÿртрен вăл «Хĕллехи пейзаж» картинăпа пĕрле ытти вакрах япаласем вăрлама хал çитерет. Дача хуçи вара (Шупашкар çынни) кунта час-часах килсе çÿременнине асăрханă ĕнтĕ кукăр алă. Уголовнăй кодекс страницисем вара унăн аллисене тÿрлетме пулăшĕç.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика