Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Май пур таран пулăшма тăрăшатпăр

12 декабря 2009 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем иртсе кайнăранпа вăхăт ытларах та ытларах. Çитес çул çак вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăватпăр. Çăмăл килмен çак Çĕнтерÿ. Районтан кăна Аслă Отечественнăй вăрçа 9845 çын тухса кайнă, вĕсенчен 5491 çын каялла таврăнайман.

Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене пур енлĕн пулăшассине пирĕн патшалăх тĕп вырăна хурать. Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитсе килнĕ май çакă уйрăмах пысăк вырăнта пулмалла. Паян эпир Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине уявлассипе çыхăннă мероприятисем пирки Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Нина Пантелеевна ПЕТРОВАНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Çак вăрçă терт-асапне тÿссе ирттернисен шучĕ пирĕн хушăра чаксах пырать. Хальхи вăхăтра вăрçă участникĕсем 121 çын, вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсем 22 çын шутланаççĕ. Вĕсене май килнĕ таран пулăшасси пирĕн пĕрремĕш тивĕç пулса тăрать. Патшалăх шайĕнче те çакна ăнланаççĕ. Хальхи экономика кризисĕн тапхăрĕнче те вĕсем валли тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем туса пама тăрăшаççĕ, тĕрлĕ услугăсемпе тивĕçтереççĕ.

Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă участникĕсене Пенси фончĕ урлă пĕр вăхăтлăх тÿлев парса пулăшаççĕ.

Вăрçă участникĕсемпе вĕсен çемйисен членĕсем социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă коммуналлă тăкаксемшĕн уйăхсерен укçан илсе тăраççĕ. Паянхи кун пирĕн çĕршывра вăрçă ветеранĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтусене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма сертификатсем параççĕ. Пирĕн районта кун пек сертификатсене 3 çын илнĕ.

Вăрçăра пуç хунă çар çыннисен çемйисен членĕсене Федераллă бюджетран пурăнмалли çурт-йĕре юсама укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кун пек укçана пирĕн районта кăçал 2 çемье, 2008 çулта – 28 çемье, 2007 çулта – 1 çемье илнĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта пурăнакан вăрçă участникĕсенчен 18 çынна автотранспортпа тивĕçтернĕ. Тепĕр майлă каласан, 2005 çулччен черете тăнисем пурте çăмăл автомашинăсем илме пултарнă.

Татах тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăнса хăвармалла. Унччен кашни вăрçă участникĕ пуçне тивĕçекен социаллă тÿлев пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕн 22 тăваткал метрĕн хакĕпе танлашнă. Халĕ ку виçене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2009 çулхи августăн 17-мĕшĕнчи 268 " йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн 36 тăваткал метра çитернĕ.

Вăрттăнлăх мар, ветерансенчен ытларахăшĕ тĕрлĕ ыйтусемпе куллен тухса çÿреймест. Çавна май вĕсем патне февраль–март уйăхĕсенче пирĕн специалистсем вырăна тухса çÿрессине тепĕр хут йĕркелеме палăртатпăр. Вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашăпăр, май пулсан ку е вăл ыйтусемпе пулăшăпăр.

Тыл ĕçченĕсем районта 1947 çын. Анчах та вĕсенчен хăшĕсен паянхи куна вăрçă ветеранĕн удостоверенийĕсем çук. Сăлтавĕ акă мĕнре. Çавна валли вĕсен ĕç стажĕ 6 уйăхран кая мар пулнине çирĕплетекен документа е вăрçă вăхăтĕнче ĕçленишĕн тивĕçнĕ медаль удостоверенине районти социаллă хÿтлĕх пайне тăратмалла. Свидетельсен кăтартăвĕсемпе çирĕплетнĕ ĕç стажĕ вара пĕр çултан кая пулмалла мар. Çак ĕçе 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен туса ирттермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика