Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлесен – врач патне

16 декабря 2009 г.

Грипп чирĕ вăраххăн чакать пулин те, унăн Н1N1 тĕсĕ пирки пĕлес текенсем чылай-ха. Халăхра ăна «свиной грипп» тесен аванрах пĕлеççĕ. Грипăн çак тĕсĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама Муркашри тĕп больницăри Галина Георгиевна Соколова врач-инфекционист килĕшрĕ.

– Галина Георгиевна, грипп вирусĕн Н1N1 тĕсĕ, çырни-каланине ĕненес пулсан, чăннипех те питĕ агрессивлă темелле. Мĕнпе хăрушă-ха вăл;

– Çак «сысна грипĕ» çинчен юлашки вăхăтра тĕрлĕ информаци нумай пулнипе, тепĕр чух тата шухăшласа кăларнă тĕрĕс мар калаçусене сарнипе çынсем, чăнах та, çухалса кайма пултараççĕ. Грипп вирусĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: А, В тата С. Грипп вирусĕ хăйĕн антиген тытăмĕпе час-часах улшăнма пултарать. Сăмахран, А вирус çулсеренех, В вирус кăшт сайрарах улшăнма пултараççĕ. С вирус çеç улшăнмасть. Çавăнпа та грипп вирусĕн çĕнĕ тĕсĕсем тĕл пулаççĕ. Кăçал вара эпир А вирусăн Н1N1 тĕсĕпе тĕл пултăмăр. Организма çак вирус лекесси эпир хăнăхнă грипп вирусĕ лекнипе пĕрешкелех.

– Грипăн çак тĕсĕ ернине мĕнле пĕлмелле-ха апла пулсан;

– Вăл та ахаль грипп пекех пуçланать: 2-4 кун хушши ÿслĕк аптратать, сăмса юхать, анчах та температура пулмасть. Чирлекенсен пĕрре тăваттăмĕш пайĕн вара хăсас килни те пулать е варвитти. 3-4-мĕш кунне вара температура хăпарать, шăнтса пăрахма пултарать, сыпăсем канăç памаççĕ тата пуç ыратать.

– Грипăн Н1N1 тĕсĕпе чирлесе çын вилнĕ тĕслĕхсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтереççĕ. Ăна, паллах, килти условисенче ирттерме юрамасть. Ку çапла-и;

– Тĕрĕсех. Килти условисенче сипленмелле мар! «Сысна грипĕ» чухне пушшех те, пĕрремĕш кунĕнчех врачсем патне пымалла. Вируслă инфекцие хирĕç кĕрешме ятарлă препаратсемпе усă кураççĕ. Кусем вĕсем: арбидол, кагоцел, интерферон, ингавирин, осельтамивир. Тÿрех антибиотиксем йышăнма юрамасть. Çапла тунипе организмăн чире хирĕç кĕрешмелли вăйĕ чакать çеç. Антибиотик вируса хирĕç кĕрешмест. Сиплев мелĕ тесе алкоголь продукцине те ĕçмелле мар, мунчана та кайма юрамасть. Врача вăхăтра чĕнни – акă чирлекенĕн пĕрремĕш утăмĕ.

Çак чирпе çын вилни вара чир йывăр тапхăра куçнипе çыхăннă. Вĕсенчен чи хăрушши – вируслă тата вируспа бактериллĕ ÿпке шыççи. Çак чир питĕ хăвăрт аталанать. Çавăнпа та сывлăх пирки шухăшласа тÿрех медицина пулăшăвĕ ыйтмалла.

Çак кунсенче пирĕн района та грипăн Н1N1 тĕсĕнчен вакцина килсе çитрĕ. Прививка тăвас текенсем участок терапевчĕсем патне пыма пултараççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика