Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле татса парас пулать

19 декабря 2009 г.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» тесе ят панă ăна кăçал. Çырура хускатнă ыйтусем те, унăн пĕлтерĕшĕ те паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнине хакланипе пĕрлех президент республикăна çирĕп аталану çулĕ çине кăлармалли çул-йĕре палăртрĕ. Çавна май декабрĕн 16-мĕшĕнче республикăра иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕн теми те асăннă Çырупа, коллективсенче унпа тĕплĕнрех паллаштарассипе çыхăнни ăнсăртран мар. Виçĕ ушкăн пулчĕ пирĕн районта. Вĕсене Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Олег Степанович Шайнога, «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ» патшалăх вĕрентÿ институчĕн проректорĕ Светлана Васильевна Димитриева, Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн Л.Л. Лебедевăн пулăшаканĕ Михаил Иванович Федотов ертсе пычĕç.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ О.С. Шайнога район пуçлăхĕпе чи малтан Калайкассинчи вăтам шкула çитсе, кунти ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Олег Степанович Пĕрлехи информаци кунĕн теми çинче – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне, Чăваш Ен халăхĕ патне 2010 çул валли янă Çыру çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Вăл пĕтĕм тĕнчери кризис вăхăтĕнче республикăра туса ирттернĕ ĕçсем пирки каларĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ те, ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те, ĕç паракансем те паянхи кун ыйтакан профессине алла илме пулăшнă çĕре ямаллине тимлĕх уйăрни, Чăваш Енре юлашки çулсенче 19 спорт комплексĕ туса лартни, 2 пин ытла çемье хваттер туянма илнĕ кредитсене ача амăшĕн капиталĕпе саплаштарни, ачасем çураласси 7 процент ÿсни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех паян пирĕн шывпа, электричествăпа, ăшăпа перекетлĕ усă курмаллине палăртрĕ. Олег Степанович Çырура асăннă Чăваш Республикине вăйлă республика тума май паракан кашни приоритет çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

– Ахальтен пуçламарăмăр паян информаци кунне шкулта. Мĕншĕн тесен ача пурнăçра кирлĕ пĕлĕве кунта илет. Çавăнтан пурнăçра хăйне кирлине суйласа илсе практикăра усă курма пĕлесси те сирĕн ĕçĕртен нумай килет, – терĕ вăл.

Республикăри шкулсенче вĕренсе тухакансен пĕлÿ шайĕ çÿллĕ пулнине палăртрĕ, çакăншăн учительсене тав турĕ. Çырури шухăшсем çинчен уйрăммăн чарăннă май, биотехнологи çинчен сăмах хускатсан, министр çумĕ Муркаш районĕ экологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатассинче пуçаруллă пулнине, кунта республикăра чи пĕрремĕш паянхи кун ыйтакан çÿп-çап тăкмалли полигона тунине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Президент Çырăвне сÿтсе явнă май çакна палăртрĕ: Çырура палăртнă самантсене пирĕн, çынсен, пурнăçа кĕртмелле. Çавăнпа та паянхи кун ыйтакан специалистсене хатĕрлесси сирĕнтен, учительсенчен, нумай килет. Юрий Александрович çавăн пекех тирпейлĕх, перекетлĕх ыйтăвĕ çинче те чарăнчĕ. Чикĕ леш енчи çĕршывра пурăнакансем ваннăра çăвăннă шывпа кайран урăх тĕллевсемпе усă курнине илсе кăтартрĕ.

– Унта укçана шутлама пĕлеççĕ, эпир вара кашни пуса шутлама, перекетлеме вĕренсе çитеймен-ха, – терĕ, – çапла тума пирĕн вĕренмеллех. Кăçал шăрăх çанталăка пула ялсенчи çăлсенче шыв чакса кайрĕ. Пурнăç пире хăех перекетлеме вĕрентет.

Çавăн пекех Юрий Александрович пĕтĕм тĕнчери финанс кризисĕ пире пĕтĕм опыта, вăя пухса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ кашни коллективра тĕплĕн пăхса тухса, кашни çыннăн хăйĕн умне конкретлă тĕллевсем лартмаллине палăртрĕ, мĕншĕн тесен республика вăйлă пуласси пирĕнтен кашнинчен килет.

Электронлă документсен çаврăнăшĕ пирки сăмах хускатнă май Юрий Александрович ку ĕç кăçал район администрацийĕнче йĕркеленсе каймалли çинчен каларĕ. Çакă ялти çыншăн та питĕ меллĕ. Вăл вăхăта сая ямасăрах кирлĕ инфомацие илме май парать.

Тĕл пулура учительсен ыйтусем те çуралчĕç. Çырура аслă шкулта паракан пĕлÿ шайне палăрмаллах ÿстермеллине палăртнине шута илсе, квалификацине хăш вĕренÿ заведенийĕсенче ÿстерсен лăйăх пулмалли кăсăклантарать вĕсене. Çавăн пекех компьютерпах кирлĕ справкăсем илме май пулать пулсан малалла, çакă тÿлевсĕр пулать-и, тесе ыйтрĕç. Ыйтусем çине вырăнтах хурав илчĕç.

Унтан информаци ушкăнĕ Муркашри чăх-чĕп фабрикинче пулчĕ. Асăннă предприяти ертÿçи Н.Г. Ванеркин хăнасене коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем цехсенче пулса производство епле пынипе паллашрĕç. Çакна палăртмалла. Кунта кашни Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ оборудовани лартаççĕ. Информаци ушкăнĕ пынă вăхăтра шăпах Испанире туса кăларнă çĕнĕ оборудование вырнаçтаратчĕç.

– Тепĕр 4 кунтан вăл хута каймалла, – ăнлантарчĕ Николай Григорьевич.

Олег Степанович коллектив Н.Г. Ванеркин ертсе пыма пуçланăранпа 9 çул хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕ аллинчен илнĕ 8 диплома тишкерчĕ, асăннă коллектив республикăра чăннипех те пултаруллă пулнине палăртрĕ.

Хыççăн информаци ушкăнĕ фабрикăн актовăй залĕнче специалистсемпе тĕл пулчĕ. Олег Степановичпа Юрий Александрович Президент Çырăвĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕç. Залра ларакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ыйтусем республикăра энерги кăларакан çăл куçсем туса кăларассипе тата предприяти малашлăхĕпе çыхăннăскерсем пулчĕç. Информаци ушкăнĕ вĕсем çине тулли хуравсем пачĕ.

; ; ;

М.И. Федотов ертсе пыракан ушкăн çав кун Муркаш райповĕнче пулчĕ, кунти коллективпа тĕл пулу ирттерчĕ. Ушкăнра çавăн пекех район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Иосифовна Симакова та пулчĕ.

Информаци кунне уçнă май чи малтанах Эльвира Иосифовна районăн 2009 çулхи январь – ноябрь уйăхĕсенчи экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Промышленноç енĕпе лару-тăру юлашки вăхăтра йывăртарах. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, промышленность продукцине туса кăларасси 54,7 процентпа кăна танлашнă. Аш-какай 96,8 процент, тĕш тырă культурисене 115,1 процент туса илнĕ. Выльăхсен йышĕ чакса пырать. Строительство енĕпе те ыйтусем çук мар.

Михаил Иванович хăйĕн сăмахĕнче республика президенчĕн Çырăвне тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ. Чăнах, кризиса пула производство кăтартăвĕсем чакнине палăртмалла. Апла пулин те патшалăх пенсисемпе тивĕçтерес, бюджетниксене ĕç укçи йĕркеллĕ тÿлесе тăрас енĕпе хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлать. Малашне вара экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларасси, çĕнĕ технологи мелĕсемпе усă курасси, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатасси т. ыт. ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла пулать. Умри пĕлтерĕшлĕ задачăсене пĕрле кăна ăнăçлă татса пама май пур.

М.И. Федотов çавăн пекех Муркаш райповĕн ĕçченĕсен ячĕпе тав сăмахĕ те калама манмарĕ. «Пултаратăр, экономика кризисĕн тапхăрне чăтма кăна мар, конкуренци вăхăтĕнче малалла та аталану çулĕпе кайма пултаратăр»,– терĕ вăл. Хăш-пĕр районсенче вара райпо магазинĕсем хупăнма тивни те вăрттăнлăх мар. Муркаш районĕнче кун пекки çук-ха.

Çырупа çыхăннă ыйтусемпе пĕрлех райпо ĕçченĕсене хумхантаракан ыйтусене те итлеме тиврĕ Михаил Ивановичăн. Калăпăр, «Ĕç ветеранĕ» ят илесси чылайăшне шухăшлаттарать. Акă суту-илÿре 30-шар çул ĕçлесе пенсие тухакансем сахал мар. Анчах та вĕсенчен ытларахăшĕ «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçсе çăмăллăхсемпе усă кураймасть. Хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе пухăннисем тулли хуравсем илме пултарчĕç.

Л. ПАВЛОВА,

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика