Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăр шухăша пĕлтерĕр

19 декабря 2009 г.

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров республика Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхра тата пуласлăх валли» Çырăвĕпе паллаштарчĕ. (Çыру хаçатăн паянхи номерĕн 3-мĕшпе 4-мĕш страницисенче пичетленет). Çак Çыру вăл халиччен туса ирттернĕ ĕçсене тишкерсе хак пани тата пирĕн аталанăвăн малашлăх программине палăртни пулса тăрать. Хаçат вулакансене пысăк пĕлтерĕшлĕ çак Çыру пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтатпăр. Апла пулсан сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр.

Николай Иванович НИКИТИН, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

– Президент Çырăвĕпе тĕплĕн паллашнă май çавна палăртмалла. Президент экономика аталанăвне çĕнĕ шая çĕклеме, наука çĕнĕлĕхĕсемпе анлăрах усă курма кирлине малти вырăна кăларнипе пĕрлех экологи, тавралăх тирпей-илемĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрать. «Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствин йăлари каяшсем пухăнса пынине тата вĕсене тирпейленине тăтăшах асăрхаса тăрассине тивĕçтермелле»,– тенĕ Çырура.

Юлашки вăхăтра ку ыйтусемпе эпир çине тăрса ĕçлесе пытăмăр. Район центрĕ, Муркаш урамĕсем юлашки 1–2 çул хушшинче епле илемленсе хăтлăланнине никам та курмасăр тăма пултараймасть. Çак илемлĕхе вара тытса-пăхса тăрас пулать. Район сучĕ, налук инспекцийĕ, казначейство енĕпе ырă сăмах каланă пулăттăм. Çирĕплетсе панă территорисене вĕсем никам хушса-каласа тăмасăрах йĕркеллĕ пăхса тăраççĕ. Анчах та хăш-пĕр предприятисемпе организацисем тĕлĕшпе çакна калама çук-ха.

Сĕт-çу завочĕ, Малиновка ялĕ патĕнче санкцилемен çÿп-çап тăкмалли вырăнсем туса хунăччĕ. Кунти тасамарлăха тиесе тухса йĕркене кĕртме май килчĕ.

Çурхи-кĕрхи вăхăтра йывăçсем лартса хăварасси çине тимлĕх уйăратпăр. Кăçал та ку енĕпе ĕçлемен мар. Асăннă ĕçре шкул ачисем пысăк пулăшу параççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе çак ĕçе туса ирттерекенсем пурри те савăнтарать. Акă кăçал «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем, Ленин урамĕнче пурăнакансем ку енĕпе пуçаруллă пулнине палăртмалла.

Йăлари каяшсене вырнаçтарасси пирки чылай тимлеме тивнĕччĕ. Районта çĕнĕ полигон хута кайсан ку ыйту çăмăлланасси паллă. Ноябрь уйăхĕнче Çĕньял Муркашра йăла каяшĕсене пухма 5 контейнер вырнаçтарнă. Каяшсене турттарса тăма асăннă ял çыннисемпе килĕшÿ турăмăр ĕнтĕ.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче палăртакан тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăнса хăварнă пулăттăм. Документсемпе ĕçлесси малашне ытларах электронлă система урлă пулса пырĕ. Çавна май документсемпе ĕçлессин республикăри пĕрлехи системине кĕме хатĕрленетпĕр.

Пĕр сăмахпа ĕçлеместпĕр тесе калас килмест, апла пулин те Çырура лартнă задачăсене пурнăçлассипе пурин те татах тăрăшарах ĕçлеме кирли паллă.

Владимир Вячеславович ПЕТРОВ, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ:

– Президент хăйĕн Çырăвĕнче умри тĕллевсене пурнăçлама ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет, ăс-хакăл енĕпе те сывă çынсем кирлине тĕрĕсех палăртрĕ. Пире сывă ăру кирлĕ, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пырас пулать. Пирĕн чи малтанах спортпа, физкультурăпа туслă пулнипе палăрса тăмалла. Эрех-сăра ĕçессине, пирус туртассине, наркотиксемпе айкашассине вара пур енлĕн сивлемелле. Сывă обществăра кăна сывă çын пулма пултарать, обществăшăн, халăхшăн тата çĕршыв пуласлăхĕшĕн палăрăмлă та витĕмлĕ утăмсем тăвайрать. Апла пулсан сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пирĕн кулленхи норма пулса тăтăрччĕ.

Пирĕн районта физкультурăпа спорт ĕçĕ-хĕлĕ япăх шайра пулман. Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ вĕçĕмех, республика, Раççей шайĕнче районăн чыс-сумне çĕклекен пултаруллă спортсменсем те çук мар. Район центрĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайни те ку енĕпе пысăк майсем уçса парать. Малашне çитĕнÿсем татах та пысăкрах пулĕç тесе шутлатăп. Апла пулсан сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлер.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика