Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисене – профессии

19 декабря 2009 г.

Граждансене çĕнĕ профессисене алла илме май туса пани ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Кун пирки республика Президенчĕ Н.В. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче те уйрăммăн асăнчĕ. Кризис вăхăчĕ пулсан та, ĕçсĕррисене çĕнĕ профессисене вĕрентме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çынсене ĕç тупса пама, харпăр хăйĕн бизнесне йĕркелеме республикăра сахал мар ĕç тăваççĕ. Районта вара ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле-ха; Çавăн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр эпир районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан специалистне Надежда Владиславовна ВОЛКОВАНА:

– Эпир те ку енĕпе хамăр умри задачăсене аван курса тăратпăр. Уйрăмах çынсене çĕнĕ профессисене вĕрентессин майĕпе анлăн усă курма тăрăшатпăр. Çитменнине ĕçсĕррисен пирĕн центр урлă укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе тăкакланмасăрах кирлĕ професси илме май пур.

Професси пĕлĕвне илме чи малтанах уйрăмах социаллă хÿтлĕхсĕр юлнă ĕçсĕр граждансене вĕренме яма тăрăшатпăр. Кусем вĕсем çамрăксем, инвалидсем, çемьере çул çитмен ачасем пур хĕрарăмсем, нумай вăхăт ĕçе вырнаçайманнисем.

Ĕçсĕррисене професси илме майсем туса панă чухне чи малтанах çакăн çине тимлĕх уйăратпăр:

– ĕçсĕр çыннăн кирлĕ професси квалификацийĕ çуккипе вăл ĕçе вырнаçма пултарайманнине;

– çын хăйĕн профессийĕпе кирлĕ ĕç вырăнĕ шыраса тупайман пирки унăн профессие улăштарма тивнине;

– çын малашне хăйĕн унчченхи профессийĕпе е специальноçĕпе ĕçлеме пултарайманнине.

Çÿлте асăннă сăлтавсене пула çын ĕçе вырнаçаймасть пулсан, ăна вĕренме сĕнеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта професси суйласа илессипе тест, профконсультантпа калаçу ирттеретпĕр. Çакă çын хăш профессипе ĕçлеме юрăхлăрах пулнине палăртма май парать.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă çакна тума пулать:

– енчен те сирĕн (сăмахран, халĕ кăна шкул пĕтернĕ çамрăксен) професси е специальность пачах çук пулсан, вĕренме кайма;

– ĕç рынокĕнче кирлĕ шутланакан çĕнĕ профессие вĕренме;

– теори пĕлĕвĕсене, пултараслăха практикăра çирĕплетме стажировкăра пулма.

Професси илекенсен Шупашкарти аслă, вăтам тата пуçламăш професси вĕрентĕвĕн вĕренÿ заведенийĕсенче, хушма вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренмелле. Профессие вĕренесси 6 уйăхран иртмелле мар. Профессие вĕренме янă чухне медицина тĕрĕслевĕ тÿлевсĕр. Вĕреннĕ чухне стипенди тÿлеççĕ, çул укçи тÿлемелле мар.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçсĕррисем 47 профессипе специальноç илме пултараççĕ. Вăл шутра ПЭВМ операторĕ, ертÿçĕ секретарĕ, суту-илÿ енĕпе ĕçлекен менеджер, парикмахер, массажист, маникюр, повар-кондитер, сутуçă-кассир, 1 С: Бухгалтерия, 1 С: Предприятие, 1 С: Торговля, персонал енĕпе ĕçлекен менеджер, çĕвĕç, токарь, электрооборудованисене юсакан тата пăхса тăракан электромонтер, автомеханик, отделка тата строительство ĕçĕсен маçтăрĕ, каменщик, электрогазосварщик, «В» тата «С» категорисемлĕ водитель, водительсене «В» категорирен «С» категорие вĕрентесси, тракторист-машинист, котельнăй операторĕ т. ыт. те.

Кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пĕтĕмпе 65 çын профессие вĕренчĕ, çĕнĕ професси илчĕ е квалификацине ÿстерчĕ. Профессисемпе специальноçсене асăнас пулсан, электрогазосварщика, 1 С: Предприятие, «Д» категориллĕ водителе, парикмахера, сутуçă-кассира, столяр-платника, отделка тата строительство ĕçĕсен маçтăрне, котельнăй операторне, ПЭВМ операторне, газ оборудованине юсакан тата пăхса тăракан слесаре, «С» категориллĕ водителе, маникюра, уйрăм хуралçăна, башньăллă кран машинистне, секретарь-референта, тракторист-машиниста, «В» тата «С» категорисемлĕ водителе вĕреннисем пур.

Професси пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе ĕçсĕр граждансене стажировкăна яни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Çапла майпа вĕсем практикăра хăйсен теори пĕлĕвне çирĕплетейреççĕ, професси тивĕçĕсене лайăхрах пурнăçлама пултараççĕ. Стажировка – çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçмалли лайăх мел, организацисен вара перспективлă кадрсем тупма май пур.

Стажировка ирттерме 34 предприятипе тата организаципе пĕтĕмпе 67 килĕшÿ тунă. Ку шутра Чапаев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ, районти «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» ООО, районти тĕп больница, районти 2-мĕш номерлĕ больница, Çатракасси, Чуманкасси, Оринин, Турай, Ярапайкасси, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Москакасси, Йÿçкасси, Муркаш, Калайкасси, Сосновка, Тойкилтĕ, Шетмĕпуç шкулĕсем, Муркаш лицейĕ, «Муркашри автомобильсен техника сервисĕ» ООО, Ярославка, Чуманкасси, Хорнуй, Москакасси, Çатракасси, Оринин, Юнкă, Катькас, Ярапайкасси, Ильинка ял тăрăхĕсен администрацийĕсем. Çак предприятисемпе организацисене пĕтĕмпе 76 çынна ĕçлеме янă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика