Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене тишкерчĕç

23 декабря 2009 г.

Тунти кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе планерка ирттерчĕ. Чи малтанах вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата республикăра пурăнакансем панте янă Çыру çинче чарăнчĕ.

– Сирĕнтен кашнин ăна тĕплĕн тишкермелле, çак Çыру тăрăх хăвăр ĕçре мĕн тумаллине палăртмалла, пурнăçламалла, – терĕ Юрий Александрович.

Юлашки кунсем питĕ сивĕ тăчĕç. Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Г. Никитин планеркăра палăртнă тăрăх, коммуналлă сфера объекчĕсем йĕркеллех ĕçленĕ. Оринин тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче çутă сÿнсе ларнă тĕслĕхпе те çитменлĕхе çийĕнчех пĕтернĕ. Вăйлă сивĕсене пула вара çÿп-çап тăкмалли полигонра ĕçсене требованисемпе килĕшÿллĕн (мĕншĕн тесен 20 градусран ытла сивĕ пулсан ĕçсене ирттермелле мар) вăхăтлăха чарма тивнĕ. Çавăн пекех Владимир Германович иртнĕ эрнере Патаккасси çулне тăвас тĕлĕшпе аукцион иртни çинчен пĕлтерчĕ, хуçалăхсем хушшинчи «Аликово» строительство организацийĕ çĕнтернĕ аукционра.

Вăйлă сивĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ĕçре те сиен кÿреймерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.К. Ананьев çакна палăртрĕ: куллен паянхи куна кашни ĕнерен иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,3 кг ытларах сĕт сăваççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр хуçалăхсенче сăвăм иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакнă. Хĕллехи тапхăр мĕнле иртнине тишкерес тĕллевпе вара юн кун районта выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунĕ иртет. Декабрĕн 24-мĕшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, зоотехниксен, ветеринари ĕçченĕсен канашлăвĕ пулать. Унта кăçалхи ĕçе пĕтĕмлетеççĕ.

Сивĕ кунсенче районта 2 çын шăнса вилнĕ. Кун çинчен районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пĕлтерчĕ. Çак тĕслĕхсем пире асăрхануллă пулмалли çинчен калаççĕ.

Ларура электронлă документ çаврăнăшне йĕркелесси çинчен те тĕплĕ калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан А.В. Краснов ку ĕç район администрацийĕнче кăçал вĕçленмеллине пĕлтерчĕ. Ял халăхне вырăнтан тухмасăрах хăйсене кирлĕ информацие, документсене илме вĕрентессипе вара ялсенчи библиотекăсене тата вĕрентÿ учрежденийĕсене явăçтарассине палăртрĕ.

Районта пурăнакансем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне хутшăнма пуçларĕç ĕнтĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова планеркăра ку ĕç мĕнле пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

2009 çул вĕçленсе пырать. Çавăнпа та планеркăра бюджет мĕнле пурнăçланнине те тишкерчĕç. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче çамрăксен çулталăкне хаваслă лару-тăрура хупаççĕ. Юн кун вара депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ пулать. Çак ыйтусене тишкернипе пĕрлех Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе ирттересси çинчен те тĕплĕ калаçу пулчĕ. Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен умĕсене капăрлатасси çине тимлĕрех пăхмаллине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева уяв кунĕсенче ирттермелли мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ.

Планеркăра çавăн пекех 2010 çулхи 1-мĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ыйтăва та тишкерчĕç. Асилтерни вырăнлă пулĕ, декабрĕн 25-мĕшĕнче подписка кампанийĕ вĕçленет. Çавăнпа та районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата, çавăн пекех республикăра тухса тăракан изданисене çырăнмасăр ан юлăр.

Л.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика