Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейре – виççĕмĕш

05 декабря 2009 г.

Раççей Федерацийĕнче çулленех муниципаллă пĕрлешÿсен конкурсĕнче мала тухнисене палăртаççĕ. Ăна тĕрлĕ йышши муниципаллă пĕрлешÿсем, РФ субъекчĕсен муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕсем, муниципаллă пĕрлешÿсен пуçлăхĕсем, муниципаллă пĕрлешÿсен ĕç тăвакан органĕсен депутачĕсемпе муниципаллă служащисем, патшалăх служащийĕсем хушшинче ирттереççĕ.

Конкурс кăçал пĕтĕмпе 29 номинаципе иртнĕ. Унта пĕтĕмпе конкурс материалĕсем 1180 тăратнă. Муркаш районĕ «Муниципаллă районăн чи лайăх вырăнти администрацийĕ» номинацие хутшăнса, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

2009 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Вăл Мускав хулинчи Предпринимательсен тĕп çуртĕнче иртнĕ. Церемоние Муркаш районĕн пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов тата район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Юрьевна Тарасова та хутшăннă. Конкурс йĕркелÿçисем район пуçлăхне Ю.А. Иванова диплом тата асăнмалăх парне панă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика