Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: хуçасăр йытăсем!

05 декабря 2009 г.

Юлашки вăхăтра таврара хуçасăр йытăсем чупса çÿрени час-часах тĕл пулкалать. Пур чухне те апат ытлă-çитлĕ тупса çиейменрен вара вĕсем ялсенче çÿресе хуçалăхсенчи кайăк-кĕшĕкпе тăранма та май тупаççĕ.

Вите алăкĕсене халĕ çанталăкĕ сивĕ маррине пăхса, нумайăшĕ питĕрсе те хумасть. Кăшт кăна хупса янă алăксем вара хирсем-вăрмансем тăрăх çеç мар, ял урамĕсенче, пахчасенче чупса çÿрекен йытăсемшĕн питĕ меллĕ.

Акă иртнĕ эрнере Турай тăрăхĕнче çакнашкал йытăсем пĕр хуçалăха кăна мар, палăрмаллах сиен кÿнĕ. Уйкас Турай ялĕнчи пĕр хĕрарăм ирпе яланхи пекех витене выльăхĕсене апат пама тухать. Витери сурăхсем вара пăхаканран апат ыйтса ытти чухнехи пек хирĕç чупса тухмаççĕ. Чупса тухма мар, вырăнтан та тапранаймаççĕ иккен вĕсем: йытăсем виççĕшне те тулласа тăкнă.

Нимĕн тума аптранă хĕрарăм сурăхсене пĕрин хыççăн теприне пахчана сĕтĕрсе тухса хурать. Каллĕ-маллĕ хутласа пĕтерет кăна, витере виçĕ уйăхри виçĕ путеке те çакнашкалах асаплантарнине асăрхать хĕрарăм. Алăсемпе шарт! çапсан та, çапла пулса тухнишĕн ура тапса тарăхсан та нимĕн те улăштарма пулмасть унăн.

Темиçе кун каялла ялта пурăнакансенчен илтнĕ-ха вăл таврара хир йыттисем чупса çÿренине. Ун чухне япăххи пирки шутлама та пултарайман хĕрарăм. Анчах та унăн хуçалăхри сурăхсемпе путексене çавсемех тулланă.

Уйкас Турайĕнчех пурăнакан тепĕр хуçалăха та «тĕрĕсленĕ» пулас выçса çитнĕ йытăсем. Ирпе выльăхсене апат пама тухсан арçын виçĕ путеке тулласа хăварнине асăрхать. Ку çеç те мар-ха. Икĕ хур та çухалнă иккен витерен çĕрлехи вăхăтра. Вите алăкне уçнă чухнех кил хуçи алăкăн кĕтессине кăшласа пĕтернине тата урайĕнче юн пулнине курать. Вăл та, темиçе кун каялла виçĕ йытă чупса çÿренине илтнĕскер, путексене çавсем туллама пултарнине тата хурсене йăтса тухса кайнине пĕлтерет.

Кăнтăрла вара хайхискерсене пахчарах курма тивет унăн. Тулланă виçĕ путеке пахчана илсе тухса пăрахнă пулнă, йытăсем вара шăршăпа тÿрех çитнă кунта. Шурă тĕслĕ йытти пĕчĕккĕ, тепри, овчарка майлăраххи, пĕр ури çине уксахлать. Виççĕмĕшĕ тĕксĕм тĕслĕ. Арçын сенĕк илсе çак харампырсене Тойкилтĕ ялĕ таранах хăвалать. Лешсем вара Мăн Шаптак еннелле тараççĕ.

Платкассинче пурăнакан пĕр арçын та асăрханă иккен тăватă йытă чупса çÿренине. Мăн Шаптакра, Хорнуйĕнче пурăнакансем те çав йытăсенех курнă иккен. Хорнуй ял тăрăхне çынсем темиçе хутченех пĕлтернĕ вĕсене ял çывăхĕсенче пĕрре мар курни çинчен.

Саккунпа килĕшÿллĕн хуçасăр йытăсене пĕтересси ял тăрăхĕн пурнăçламалли ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Любимова çак йытăсене Лантăш ялĕ çывăхĕнчи «чĕр чунсен автансăр ялне» ăсатнине пĕлтерчĕ.

Çынсене вите алăкĕсене çĕрлехи вăхăтра питĕрсе тăратмаллине асăрхаттарнипе пĕрлех Чăваш Республикин 2003 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 22 " «Административлă право нормисене пăсни çинчен» саккунăн 15-мĕш статйине аса илтерни те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен кил хуçисем те час-часах хăйсен йыттисене сăнчăртан вĕçертсе яраççĕ. Лешсем вара çынсене çыртмаççĕ мар. Хуçаллă йытăшăн вара, паллах, хуçине айăплама тивет. Енчен те çапла чупса çÿрекен йытă çыннăн сывлăхне е пурлăхне (выльăхсем те пурлăх шутланаççĕ) сиен кÿчĕ пулсан, йытăн хуçине 2500 тенкĕ штраф параççĕ. Çынсене çыртмасть-ха, чупса çÿретĕрех текенсен те штраф тÿлемелле – 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран. Йытăн хуçи юридици çынни е должноçри çын пулсан вара штраф калăпăшĕ те пысăкрах.

В. ГРИГОРЬЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн обществăри хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика