Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиротехника хатĕрĕсем тимлĕх ыйтаççĕ

09 декабря 2009 г.

Районти пушар хăрушсăрлăхне тишкерсен, юлашки çулсенче вут-кăвар алхаснă инкексем сахалланни палăрчĕ пулсан та, ирĕке кайнă вут-çулăмра çынсен пурнăçĕ татăлни пушар хăрушлăхĕ яланах çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетсех тăчĕ. Çакă 2009 çулхи лару-тăрура та курăнать: кăçал паянхи куна район территорийĕнче вут-кăвар алхаснă инкексем пĕлтĕрхинчен (çулталăкĕпе 26 пушар пулнăччĕ) нумайланни (паянхи куна 32 пушар) кашнинех асăрханулăха ÿстерме ыйтать. Пĕлтĕр миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнинчен Муркашсем тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туниех курăнмасть: кăçалхи пушарсенче те икĕ çын пурнăçран уйрăлчĕç. Çакна çеç калатăп, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тата унпа туслашнă май тимлĕхе çухатни тăрать. Сивĕ хĕл çитнипе пĕрлех умра – пĕтĕм халăх пĕрле уявлакан Çĕнĕ çул уявĕсем.

Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çулленех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă кураççĕ. Халĕ каланине шута илсе çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратать те. Çакна Пермь хулинчи каçхи клубра пулса иртнĕ инкек те çирĕплетсе парать. Клубри пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ответлă çынсен явапсăрлăхне пула самантрах 113 çын пурнăçĕ татăлни тата йывăр пиçсе кайнипе нумаййăн больницăсене лекни Çĕнĕ çул елки ирттеричченхи ответлăха ÿстересси пирки калать.

Пиротехника изделийĕсем пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Вĕсемпе усă курма ятарлă вĕренÿ кирлĕ. Пиротехника изделийĕсем – пушар хăрушлăх кăларса тăратакан хатĕрсем. Çавăнпа та вĕсене 19433 номерлĕ ГОСТпа 1-мĕш класлă хăрушлăх хатĕрĕсен йышне кĕртеççĕ. 2000 çултанпа пиротехника изделийĕсем тĕлĕшпе ятарлă ГОСТсем ĕçлеççĕ. Пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чух çак ĕçе ăçта тăвассине тата мĕнле изделисемпе туса ирттерессине малтанах палăртмалла. Фейерверк вырăнĕ уçă лаптăк пулмалла. Ун таврашĕнче 100 метр радиусра хăвăрт хыпса илекен хатĕрсем, автомашинăсем чарăнакан вырăнсем, йывăç сарайсемпе гаражсем, улăм тата типĕ çулçă куписем пулмалла мар. Вăйлă çил чухне хăрушлăх зони 3-4 хут ÿсет. Фейерверксем янă чухне куракансем ăçтарах вырнаçнине шута илмелле. Вĕсен фейерверкран çил енче пулмалла.

Енчен те сирĕн кил хушши пĕчĕк пулсан, инçе вĕçекен изделисемпе, ракетăсемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Вĕсемпе пурăнмалли çуртсем таврашĕнче пачах усă курма юрамасть.

Çакна та ан манăр! Пиротехника изделийĕсемпе усă куриччен инструкципе тĕплĕн паллашмалла, вĕсене алăранах вĕçтерессинчен, хупă пÿлĕмре усă курассинчен, ачасем выляссинчен, йĕпеннĕ хатĕрсене вĕри вырăнсенче типĕтессинчен пăрăнмалла.

Инçетри инкек хамăр патăмăрта та пулма пултарасси иртнĕ çул Çĕнĕ çул таврашĕнче районта 3 пушар пулнинчен те аван курăнать. Çак инкексем кăçал ан пулччăр тата Çĕнĕ çул уявĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесен, маларахах асăрхаттаратпăр, кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çав тĕллевпе:

– елкăсем ирттерме коллективсенче хальтерехех ответлă çынсене çирĕплетмелле;

– яваплă çынсен патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктаж тухмалла, вĕсен çавнах вырăнсенче Çĕнĕ çул ирттерме хутшăнакансемпе ирттермелле;

– елка ирттериччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕх уйăрмалла;

– елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле;

– елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтармалла мар;

– елка ирттермелли пÿлĕмĕн урама тухма икĕ алăк пулмалла;

– елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;

– елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть;

– елкăра заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла.

Уяв вăхăтĕнче электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсассăн, аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайма тата шыв юххипе айккинелле сарăлма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Ăна ВДПОн районти уйрăмĕнче туянмалла.

И. СМИРНОВ,

патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика