Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канфет пирусран тутлăрах

09 декабря 2009 г.

– Районти пур вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче те маларах йышăннă плансемпе тĕрлĕ мероприятисене пĕр пысăк тĕллевпе – сывă пурнăç йĕрки кашни çыншăн тата çав вăхăтрах обществăшăн та малти вырăнта пултăр тесе ирттертĕмĕр.

Акци октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртуран пуçланчĕ. Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе старта учительсем тухни те палăрăмлă утăм пулчĕ темелле. Çамрăксен командисем хушшинче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсем татах та чылай пулчĕç: мини-футбол, кире пуканне çĕклесси, шашка-шахмат вăййисем. Районти çамрăксен парламенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн кăçал пĕрремĕш хут 1995 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче волейболла выляссипе ăмăрту ăнăçлă иртрĕ. Каламалла, çак акци вăхăтĕнче ирттернĕ мероприятисене ытларах шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç. Шел пулин те, ку каллех шкултан вĕренсе тухнисене тимлĕх сахал уйăрнине кăтартать.

– Апла пулсан ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсен ĕçлемелли çук мар-ха. Акци вăхăтĕнче вара çамрăксем валли тата вĕсем пуçарнипе спорт ăмăртăвĕсем çеç мар, ытти тĕрлĕ ĕçсем те туса ирттертĕр пулĕ;

– Паллах. Сăмахран, акци вăхăтĕнче «Раççей – пируссăр!» юхăма эпир активлă хутшăннине Муркаш урамĕсенче асăрхарĕç пулĕ тесе шутлатăп. Пирус туртакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшмаллине ăнлантарса çамрăксем пирус вырăнне «чупа-чупс» парса хавхалантарчĕç. Урамра вăл вăхăтра шăпах питĕ тăманлă çанталăкчĕ, анчах та çамрăксем ку ĕçе ирттернĕшĕн питĕ савăнчĕç. Çавăн пекех сиенлĕ йăласене хирĕç ирттерекен агитпрограммăсен конкурсĕ та аван иртрĕ. «Çавра сĕтелсем», тÿрĕ калаçусен сехечĕсем библиотекăсемпе шкулсенче чылай пулчĕç. Унта районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем, медицина ĕçченĕсем, психологсем хутшăнма пĕрре те хирĕç пулмарĕç. Çамрăксемпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупнишĕн вĕсене те пысăк тав. Мĕншĕн тесен сывă пурнăç йĕркишĕн пĕрле тăрăшсан çеç тĕллевсем патне çывхарма пулать.

– Çак акци ĕçне волонтерсем хăйсен тÿпине хыврĕç-и;

– Волонтерсем – пĕр-пĕр ĕçе хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансем – пирĕн районта та çук мар. Пуçаруллă хĕрсемпе яшсен хăйсен пултарулăхне, хастарлăхне шăпах çак юхăм урлă кăтартса пама май пур-çке. Акци вăхăтĕнче те вĕсем алă усса лармарĕç, чылай ĕç туса ирттерме пулăшрĕç. Волонтерсенчен ытларахăшĕ – аслă классенче вĕренекенсем. Вĕсен йышĕ Оринин, Москакасси, Калайкасси, Муркаш шкулĕсемпе Муркашри лицейра пысăк пулни малашне çак çамрăксене шанма май пуррине кăтартать. Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе вĕсем çамрăксем хушшинче информаци листовкисене те салатрĕç, 14-30 çулхи яш-кĕрĕме мероприятисене явăçтарассипе те тăрăшрĕç.

Акци ĕçне вара çитес çулсенче ашшĕ-амăшĕсене те активлăрах тата ырă тĕслĕх кăтартса хутшăнма сĕнес килет. Çамрăксем те çакăн евĕр ĕçсене хаваспах хутшăнасса шанатăп. Пурте хастар пулсан çеç «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци усăллă иртĕ. Сывлăхлă çын яланах ăнăçуллă пулнине манмалла мар.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика