Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сысна усрама та, какайне çиме те пĕлмелле

09 декабря 2009 г.

Трихинеллезпа аптăракан çынсем, шел пулин те, сахалах мар. Çак чир сысна какайĕ пĕлмен çынран туянсан та çакланма пултарать-çке-ха.

Трихинеллез – сыснасен, апат тиркемен, аш-какайпа, хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнакан тата кăшлакан чĕр чунсен йывăррăн иртекен, вăраха тăсăлакан чирĕ. Çавăн пекех унпа çынсем те аптăраççĕ. Чире нематода хурчĕсем пуçараççĕ. Вĕсем питĕ çирĕп: тăварланă, тĕтĕмленĕ какайра вилмеççĕ, шăннă ашра та вăрах вăхăт упранаççĕ.

Кил хушшинче пурăнакан сыснасем, кушаксемпе йытăсем, çавăн пекех сысна витисенчи йĕке хÿресем çак чирпе чирлесе вилнĕ чĕр чунсене е пуснă выльăх хыççăн тăрса юлнă ăш-чике, какай татки таврашне çисен чир ертме пултараççĕ.

Трихинеллез малтан çинçе пыршăн лăймака сийĕнче, каярах мышцăсенче аталанать. Хуртсем апатпа пĕрле (чирлĕ выльăх какайĕ урлă) лекеççĕ. Какай пыршăлăхра ирĕлет, хуртсем тухаççĕ те тепĕр 30-40 сехетрен пысăк паразитсем пулса тăраççĕ. Хурт ами тепĕр 6-7 кунтан пыршăлăхăн лăймака сийне чĕрĕ хуртсем кăларать, вĕсем лимфа тата юн тымарĕсен тытăмĕ урлă йăрăмлă мускулатурăн мышца чĕлкĕмне лекеççĕ те спираль евĕр пĕтĕрĕнсе лараççĕ. Хуртсем унта 25 çулчченех пурăнма пултараççĕ. Çитĕннĕ паразитсем пыршăлăхра 45 кунран ытла (çынсен – 80 кун) пурăнаймаççĕ.

Чир сыснасен, ытла вăйлă лекмен пулсан, сисĕнмесĕр иртет, хытах ерсен, вар витти пуçланать, хăстарать, выльăх çиме пăрахать, мышцăсем хутланса лараççĕ, урисем шыçма, куç хупанкисем тăртанма пуçлаççĕ, вăйсăрланаççĕ.

Енчен те выльăх вилмесен, чир малашне вăраха кайнă тапхăра куçать, чир паллисем çухалаççĕ, çапах та сыснасем трихинелл ертекенсем пулса юлаççĕ.

Трихинеллезпа чирлĕ выльăха сиплеме май çук. Ку паразитран хальлĕхе эмел шухăшласа кăларман-ха. Çавăнпа та профилактика ĕçĕсем ирттермелле. Сысна фермисене кăшлакан чĕр чунсемпе çапкаланчăк йытă-кушаксенчен сыхламалла.

Çын лайăх пиçмен е начар ăшаланă сысна какайĕ урлă трихинеллез ертме пултарать. Трихинеллез пÿрене, чĕрене, упкесене, куçа сиенлет, юна хытарса лартать. Чир йывăррăн иртнĕ май чылай чухне вĕлерет. Чирлĕ сыснан ăшаланă какайне кăшт çеç çини те çакăн патнех илсе çитерет.

Трихинеллезпа аптăранă пек туйсан (паллисем: пысăк температура, 39 таран е çÿлерех те, пит тăртанни, мышцăсем ыратни, пыршăлăх канăçсăрлантарни) тÿрех тухтăр патне каймалла.

Чирлес мар тесен, килти выльăх-чĕрлĕх какайне ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ ирттермелле.

З. ПЕТРОВА, Çĕнĕ Шупашкарти гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Муркаш уйрăмĕнчи пĕтĕмĕшле гигиена врачĕн пулăшаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика