Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пуррине юхăнтарас марччĕ

02 декабря 2009 г.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ пулчĕ. Унта 4 ыйту пăхса тухрĕç: район территорийĕнчи пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвĕ тата ăна лайăхлатасси; кĕрхи-хĕллехи тапхăрта шыв çинчи хăрушсăрлăха пăхăнасси; сыснасене Африка чуминчен сыхласси; районти грипп эпидемиологийĕн лару-тăрăвĕ тата унран сывалассин задачисем.

Канашлу хыççăн хаçат сотрудникĕ А. БЕЛОВ район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пай пуçлăхĕпе Николай Панфилович МИЛЮТИНПА тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусен паянхи пĕлтерĕшĕпе интересленнĕ.

– Николай Панфилович, канашлăвăн кун йĕркинче çивĕч ыйтусене хускатнă. Мĕнпе никĕсленнĕ вĕсем;

– Тăватă ыйтăвĕ те районăн социаллă-экономика аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Тĕнчери экономика кризисне хирĕç тăма кашнинпех вăхăтлă йышăнусем кирлĕ. Хамăр ку таранччен мĕн тунине таса-сывă сыхласа хăварса çамрăк ăрăва шанчăклă парса хăварасси, мал туртăмлă аталанасси – пирĕн паянхи тĕп тĕллев. Çакна асăннă ыйтусене вĕсемпе яваплă пулса тăракан специалистсем те аван ăнланаççĕ, хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

– Пур енпе те лайăх, саккунлă пулсан та, пушар хрушсăрлăхĕ тивĕçлĕ шайра пулмасан, ыйхă вĕçтерсе вăй хуни те, çĕнĕ технологисене алла илни те самантрах кĕл пулма пултарать.

– Сирĕн ыйтăва ăнлантăм. Пирĕн лăпкă тăрăхра пушар хăрушлăхĕ тĕп инкек пулнăран унран сыхланасси те кун йĕркинчен тухмасть. Кунта та тăтăшах çĕнĕлĕхсене çул парса пымалла. Ирĕке кайнă вут-кăварпа кĕрешесси районти пушар чаçĕпе патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ĕçĕ çеç пулмалла мар. Районти кашни хуçалăх ертÿçин, Муркаш енре пурăнакан кашни çыннăн тĕллевĕнче пушартан сыхланасси пулмалла. Вут-кăвартан сыхланасси – пушарпа кĕрешнинчен палăрмаллах çăмăл ĕç. Кунта паян профилактика ыйтăвĕ малти вырăна тухать. Çынсене, ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене активлă вĕрентмесен, вырăнсенче пушар машинисем çине тимлĕх сахал уйăрсан, çынсем электрохуçалăхсем кивелнине пăхса-асăрхаса тăмасан, «хĕрлĕ автан» кÿрекен инкек сахалланасси тĕлĕкре çеç пулĕ. Хамăр вут-кăвартан асăрханмасан пушарпа кĕрешме темĕнле çĕнĕ техника туянни те виçĕ пуслăх ĕç кăна.

2008 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче йышăннă регламентпа районти пушар машинисен инкек сиксе тухнă вырăна 20 минутра çитмелле пулсан, Ярославкăпа Юнкă, Шетмĕпуçпе Уйкас Янасал, Ильинка тăрăхĕсенчи пур яла та пулăшу çак вăхăтра çитеймест-ха. Апла пулсан пирĕн пушар хуралне вăйлатассипе ĕçлемеллисем пур.

– Ку лару-тăруран тухма мĕнле сĕнÿсем пур;

– Вырăнсенче пур техникăпа туллирех те яваплăрах усă курмалла. Акă Москакасси ял тăрăхĕ «Сеспель» предприятипе килĕшсе 10 тонна шыв турттаракан шăнăç строя кĕртме хатĕрленет. Çавăн пекех Суворов яч. хис. хуçалăхра та пушар машини ĕçленине пăхмасăрах ăшă гаражра шыв шăнăçĕсем лараççĕ, мотопомпи те пур. Çак техникăна пушара илсе тухма хатĕрлесен питĕ аван пулмалла. Иртнĕ кĕркунне кунти пушар хуралĕ кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчи инкек вырăнне маларах çитсе пысăк инкеке сирме пултарчĕ. Çавăншăн Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп инженерне Г. Викторова Тав çырăвĕ пачĕ. Хуçалăхсенчи пушар машинисене тытса тăма ял тăрăхĕсем хутшăнсан та лайăх пулмалла. Кăна «Герой» хуçалăхăн пушар хуралĕ пирки калатăп. Вĕсене юсавлă тытса тăрас ĕçе Ярапайкасси ял тăрăхĕ хутшăнсан вырăнти пушар хуралĕ вăйланмалла кăна.

– Паян хăш хуçалăхсем пушар машинисене ĕçе кăларайраççĕ;

– Районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕпе унăн Мăн Сĕнтĕрти уйрăм посчĕсĕр пуçне инкексем вăхăтĕнче «Герой», «Свобода», «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Ударник» хуçалăхсем пулăшма пултараççĕ. Районти юхăннă хуçалăхсенчи пушар машинисене ял тăрăхĕсем хăйсем çине илсен, уйрăм çынсем ку ыйту çине çаврăнса пăхсан, районти пушар хуралне татах вăйлатма пулать. Паян эпир çак тĕллевпе ĕçлетпĕр те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика