Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта пысăк спорта çул уçаççĕ

02 декабря 2009 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ кăçал хăйĕн пĕчĕк юбилейне паллă тăвать. Вăл паян мĕнлерех пурăнни çинчен вара эпир учреждени ертÿçине Ф.А. РЫЛИНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Мĕнле майпа йĕркеленсе кайнă-ха халĕ эсир ертсе пыракан ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ;

– 25 çул каялла Чăваш АССР-ĕн Вĕрентÿ министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Муркаш районĕн халăха вĕрентес пайĕ çумĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулне йĕркелесе янă. Унăн пĕрремĕш директорĕ пулса Валерьян Гаврилович Гаврилов ĕçлеме тытăннă. Вăл вăхăтра шкулта икĕ уйрăм çеç ĕçленĕ: биатлон тата волейбол енĕпе. Филиалсем вара Оринин, Москакасси, Юнкă, Чуманкасси, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр тата Ильинкăри шкулсенче уçăлнă. Каярахпа Тивĕшре тата Нискассинче те спорт шкулĕн филиалĕсем ĕçлеме тытăннă.

Çăмăл атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешесси спорт шкулне 1989 çулта çитеççĕ. Шăпах çак çул тепĕр икĕ уйрăм туса хураççĕ те спорт шкулĕнче. Тепĕр 7 çултан бокс уйрăмĕ хăйĕн ятне таврара янăратма пуçлать.

– Паянхи кун тĕлне спорт шкулĕ миçе ачана пĕрлештерсе тăрать;

– Кăçалхи вĕрентÿ çулĕнче пирĕн шкулта ĕçлекен тренер-преподавательсен секцийĕсене пурĕ 525 ача çÿрет. Вĕсем çÿлерех асăннă спорт енĕсемсĕр пуçне шывра ишессипе (тренерĕ В.Д. Герасимов), дзюдопа самбо кĕрешĕвĕсене (тренерĕ А.П. Мамутин) алла илсе ăсталăхĕсене туптаççĕ. Ачасемпе штатра тăракан 8 тренер тата 7 пулăшакан ĕçлеççĕ. С.В. Черкашин (бокс), С.И. Алексеев (волейбол), В.М. Федотов (ирĕклĕ майпа кĕрешесси), В.Т. Моисеев (çăмăл атлетика), Э.А. Гордеев (йĕлтĕр спорчĕ) аслă тренерсен çитĕнĕвĕсем юлашки çулсенче самаях савăнтараççĕ. ЧР Президент Кубокне çĕнсе илессипе иртекен шкул ачисен спартакиадинче виçĕ çул призлă вырăнсем йышăнатпăр.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Чуманкасси шкулĕнче те ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уçма майсем тупăнчĕç. Унта халĕ ачасемпе В.Н. Данилов тренер ĕçлет.

– Тен хăвăрăн воспитанниксен çитĕнĕвĕсем çинчен те кăшт каласа паратăр;

– Пирĕн шкулта аталанакан спортăн кашни енĕпех пултаруллисене асăнма пулать. Вĕсем нумаййăн. Раççей шайĕнчи ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартакансем те пĕччен-иккĕн кăна мар. С. Черкашин, А. Тимофеев, А. Никитин, Н. Багдасарян тата Е. Григорьев боксерсен ятне илтменнисем те сахал пулĕ. Çавăн пекех ыттисене те асăнмалла: А. Костина, С. Васильев, Н. Жирнова, Н. Алексеева, К. Иванова, А. Моисеев, А. Гаврилов, Р. Петрухин... Пурне те каласа пĕтереес те çук.

– Ĕçре йывăрлăхсем те çук мар-тăр. Пулăшакансем тупăнаççĕ-и тата ăмăртусене тухса çÿреме;

– Паян ытларах хамăр çине кăна шанма тивет. Анчах та Раççей шайĕнчи ăмăртусене тухма пулăшакансем пулсан ăмăртма тата шанчăклăрах. Çавăнпа та ачасен çитĕнĕвĕсенче П.Т. Терентьев («Заря» пĕрлешÿ), И.В. Николаев (Ильич яч. хисепленекен хуçалăх), Н.Г. Ванеркин (Муркашри чăх-чĕп фабрики) тата В.И. Вязов («Росгосстрах – Поволжье» филиалăн вырăнти уйрăмĕ) ертÿçĕсем хывнă тÿпесем те пĕчĕк мар. Пире пулăшса пынăшăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет.

Йывăрлăхсем пирки калас пулсан, спорт шкулĕнче те вĕсемсĕр мар. Пурлăх бази çителĕксĕртерех, анчах та ăна пăхмасăрах ачасемпе çамрăксен аталанăвĕшĕн пирĕнтен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр.

Самантпа усă курса вара спорт ветеранĕсене, ĕçтешсене, тренерсене тата пирĕн выпускниксене, пире пулăшакансене – пурне те спорт шкулне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа иртекен уява чĕнетпĕр. Вăл декабрĕн 4-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче 11 сехет çурăра пуçланать.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика