Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста специалистсем пулăшу параççĕ

02 декабря 2009 г.

2002 çултанпа Чăваш Республикин «Республиканская» адвокатсен коллегийĕн филиалĕсем район центрĕсенче уçăлма пуçланă. Муркашри филиал та хăйĕн ĕçне çав çултанпа йĕркелесе пырать. Çакă «Адвокат ĕçĕ тата адвокатура çинчен» федераллă саккунпа тата Адвокатсен професси этикин кодексĕпе килĕшсе тăрать.

Унччен те районта халăха юридици пулăшăвне паман мар. Муркашри юридици консультацине ертсе пыракан В.А. Сорокин адвокат çынсене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.

Паянхи кун вара «Республиканская» адвокатсен коллегийĕн Муркашри филиалĕ Мир урамĕнчи 9 А çуртра пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Тăваттăн вăй хураççĕ унта. Филиал коллективне пултаруллă адвокат Владимир Вячеславович Иванов ертсе пырать. Унпа пĕрле ăста адвокатсем ĕçлеççĕ: Всеволод Егорович Ефремов, Надежда Алексеевна Егорова тата Валерий Александрович Сорокин. Хăйсен тивĕçĕсене пысăк ответлăхпа тата тĕплĕн пурнăçлаççĕ вĕсем.

Каламалла, адвокатсен коллегийĕнче вăй хуракансенчен кашниех аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн 1 е 2 çул стажировкăра пулнă. Е тата коллегие юрист ĕçĕпе 2 çултан кая мар ĕçленисене çеç йышăнаççĕ. Тăтăшах квалификацие ÿстерес тĕллевпе экзаменсем те тытаççĕ адвокатсем.

Муркашри филиалта право ыйтăвĕсемпе тата юрист сĕнÿ-канашне илес текенсене яланах тÿлевсĕр пулăшу параççĕ.

Юридици çыннисене те, уйрăм çынсене те тĕрлĕ саккунсенчи право йĕркине ăнлантарса парассипе, тĕрлĕ юридици докуменчĕсем, вăл шутра ыйтса çырнисем, çăхавсем тата ытти хутсем хатĕрлессипе çынсем кунта пулăшу ыйтма пултараççĕ. Конституциллĕ, гражданла е административлă суд ĕçĕсенче хÿтлĕх кÿресси те – коллегинчи адвокатсем пурнăçлакан ĕçсенчен пĕри. Арбитражлă тата уголовнăй суд производствисенче е административлă йĕркене пăсни çинчен пыракан ĕçсенче тата ытти тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшни те – адвокатсем паракан пулăшусемех. Уйрăм çынсемпе предпринимательсем те килĕшÿсем е ытти документсем хатĕрлессипе кунта пулăшу тупма пултараççĕ. Пурлăх ытăвĕсем те час-часах юридици пулăшăвĕ кирлине кăтартса параççĕ. Апла пулсан çакăнта асăннă тата ытти тĕрлĕ нумай-нумай ыйтусем çине «Республиканская» адвокатсен коллегийĕн Муркашри филиалĕнче саккунпа килĕшсе тăракан хуравсем илме пултаратăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика