Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ леш енне çÿремелли çĕнĕ паспортсем

21 ноября 2009 г.

 

Юлашки 10 – 15 çулта пурнăç та, çынсемпе çĕршывсем хушшинчи хутшăнусем те тĕпрен улшăннăран саккунсем те улшăнчĕç. Çакă Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ют çĕршывсене тухасси тата ют çĕршыв гражданинĕсем пирĕн çĕршыва кĕресси çинче те уççăнах палăрать. Саккунсем улшăнсан çĕнĕлĕхсене пăсмасăр вĕсемпе тан пымалла. Çапла вара паян ĕçсемпе килĕшÿллĕн ют çĕршывсене тухса çÿрекенсен çумра чикĕ урлă саккунсене пăсмасăр каçса çÿремелли паспортсем пулмалла. Кунта та çĕнĕлĕхсен варкăшĕ тăтăшах улшăнусем кĕртсе тăрать. Пирĕн паянхи сăмах çĕнĕ тапхăрти загранпаспортсем (капла каласан вулакансем лайăхрах ăнланĕç) тата вĕсем тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусем пирки. Кун пирки хаçат вулаканĕсене Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕн паспортпа виза ĕçĕн специалисчĕ Оксана Валерьевна СМИРНОВА каласа парать:

– Раççейре пурăнакансен пурнăç шайĕ улшăннă май загранпаспорт ыйтăвĕ тăтăшах кун йĕркине тухать. РФ Президенчĕн 2005 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн хальхи тапхăрта чикĕ леш енне çÿремелли çĕнĕ паспортсене (унти информаци электронлă носительсем çинче) граждансен ирĕкĕпе 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен паратпăр. Пăлханма кирлĕ мар, РФ Правительствин 1997 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнчи Постановленийĕпе çирĕплетнĕ загранпаспортсем вĕсене çĕннисемпе улăштариччен вăйрах юлаççĕ. Çĕнĕ йышши паспортсене илме ыйтса çырнисене Раççейре пурăнакан тата вăхăтлăх пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданĕсенчен йышăнатпăр. Çак ĕçе тума гражданинăн кивĕ паспорта е унччен панă çĕнĕ паспорта пире памалла. Çав вăхăтрах унчченхи загранпаспортăн вăйра тăрас вăхăчĕ тухман пулсан çĕнĕ паспорт памастпăр. Анчах та Раççей гражданинĕн ĕçĕ-хĕлĕ тăтăшах (уйăхра пĕрререн кая мар) ют çĕршывсене çÿрессипе çыхăннă пулсан, вăл гражданина, дипломат е служба тивĕçĕсем ыйтакан паспорта илме право çук пулсан, ĕçе яракан организаци ыйтнă тăрăх иккĕмĕш паспорт пама пултараççĕ. Анчах вăл паспортăн срокĕ те малтанхи паспортпа пĕр вăхăтрах тухать. Çак паспорта илекенĕн пулса тухнă лару-тăрăва çирĕплетме юлашки виçĕ уйăхра уйăхсерен пĕрре е ытларах чикĕ урлă çÿренине палăртнă паспорта кăтартмалла.

Мĕн пĕлмелле-ха çĕнĕ загранпаспорт илекенĕн;

Малтанах вăл 18 çул тултарнă çын пулмалла. Унăн анкета-заявлени çырмалла пулать. Хыççăн 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле. Хăй тăтăшах ĕçлекен е вĕренекен вырăнтан кадрсен пайĕнчен çирĕплетнĕ ĕç кĕнекин копийĕ пирки манмалла мар. 35Х45 мм виçеллĕ тĕслĕ икĕ сăн ÿкерчĕк, çар службине вĕçленине палăртнă çар билечĕ е,18-27 çулсенчисемшĕн, хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатĕнчен справка, РФ гражданинĕн паспорчĕ тата унти 2,3,5,17,19 страницăсен ксерокопийĕсем кирлĕ.

Çул çитмен çамрăксем валли те çавна евĕр хутсемех. Уйрăммăн илсен:

- анкета-заявлени;

- 14 çула çитменнисемшĕн 500 тенкĕ, 14-18 çулхисемшĕн 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлени;

- 14 çула çитменнисен çуралнă хучĕ тата унăн ксерокопийĕ, унăн РФ гражданствине ĕнентерекен хушша хунă хучĕ;

- 14 çул тултарнисен çуралнă хучĕ тата унăн ксерокопийĕ, хăй камне çирĕплетекен тĕп документ (паспорт);

- 35х45 мм виçеллĕ тĕслĕ икĕ сăн ÿкерчĕк;

- саккунлă представителĕн РФ гражданинĕн паспорчĕ тата 2,3,5,17,19 страницăсен ксерокопийĕсем кирлĕ.

Хăвăра хумхантаракан ытти ыйтусемпе эсир пирĕн патăмăрта тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр. Пирĕн телефон: 63-4-90.

Çакна хушса калатăп. Граждансенчен çĕнĕ тапхăрти загранпаспортсем илме ыйтса çырнисене Раççейри Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче загранпаспортсем хатĕрлекен пайра йышăнаççĕ. Адрес: Шупашкар хули, К. Маркс урамĕ, 37А çурт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика