Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

25 ноября 2009 г.

Паянхи кăларăмра хаçат вулавçисен ыйтăвĕсем çине Муркаш район прокурорĕн çумĕ, юстици советникĕ Юрий Мефодьевич СЕМЕНОВ хуравлать.

Ĕç вырăнĕпе усă курнăшăн

Район прокуратурин ĕçченĕсем вырăнсенчи ял тăрăхĕсен йышăнăвĕсене коррупцилĕх тĕлĕшпе пăхса тăраççĕ-и; Тата çак йĕркепех çыхăннă-и Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхне ирĕкрен хăтарни; Прокуратура кун пирки мĕн калама пултарать;

В. ПАВЛОВ, К. ИВАНОВ.

Паянхи пурнăç аталанăвĕпе çыхăннă ыйту. Район прокуратури вырăнти самоуправлени органĕсен нормăпа право акчĕсем федераллă законодательствăна пăхăнса тăнине тата коррупци факторĕсен пуçламăш утăмĕсенех тупса палăртассипе тăтăш ĕçлесе пырать.

Вулакансен паянхи ыйтăвĕ çине те эпир паян тулли хурав парайратпăр. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.В. Пайгусов тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухрĕ. Муркаш район сучĕ Григорий Валентинович Пайгусова пĕтĕмпе 4 çуллăха ирĕкрен хăтарма приговор кăларчĕ. Мĕнле айăп илсе çитерчĕ-ха ăна çакăн патне;

Судра çакă паллă пулчĕ: Г.В. Пайгусов вырăнти самоуправлени органĕн ертÿçи – Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ – пулнă май хăйĕн интересĕсене служба тивĕçĕсенчен маларах хурса общество интересĕсене хÿтĕлекен саккуна пăснă. Ку çеç те мар, хăй должноçри çын пулнине пăхмасăрах ытти интерессене маларах хурса официаллă документсене суя кăтартусем кĕртнĕ.

Çапла вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ юлашки çулсенче ял тăрăхĕн бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе тĕллевсĕр усă курса тата ял тăрăхне ертсе пынă вăхăтрах хăйсен тăрăхĕнчи юхăна пуçланă «Чемеево» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ пулса ĕçлесе саккунсене пăснă.

Малтанах 2006 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Пайгусов 33-мĕш номерлĕ распоряженийĕпе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Ярославкăри Культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча хорĕн дирижер-аккомпаниаторĕн тивĕçне 0,5 ставка чухлĕ музыка пĕлĕвĕ çук Е. Васильева шанса панă. Çав çулах çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче 40-мĕш номерлĕ распоряженипе ун çинех Ярославкăри Культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча хорĕн дирижер-аккомпаниаторĕн тивĕçне хунă. Е. Васильев ĕç тивĕçĕсене тÿрремĕн пурнăçлас маррине курса-пĕлсе тăрсах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ унăн ĕçне хăйне пăхăнакан специалиста апрельтен пуçласа табельте палăртса пыма хушать.

Çак ултав çулĕпе кайса Е.Б. Васильев 2006 çулхи апрельтен тытăнса 2008 çулхи ноябрьччен 52500 тенкĕ те 57 пус ĕç укçи илет. Унăн ĕç укçишĕн 13597 тенкĕ те 95 пус пĕрлехи социаллă налука куçать. Çапла вара Ярославка ял тăрăхĕн бюджечĕ çак тапхăрта 66098 тенкĕ те 52 пус тăкак тÿсет.

2008 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче хăйне «Чемеево» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕç тăвакан директорне суйласан та Г. Пайгусов ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пăрахмасть. Парăмри хуçалăхăн налукĕсене татассипе çĕршер пин тенкĕлĕх техникăпа выльăх-чĕрлĕхне сутать.

Саккуна пăсса ĕçленĕ çакнашкал тĕслĕхсемшĕн район сучĕ Г. Пайгусова тăватă çуллăха ирĕкрен хăтарма приговор кăларчĕ те. Приговорăн иккĕмĕш пайĕ тĕлĕшпе – «Чемеево» хуçалăхăн техникипе ăратлă выльăхĕсене сутни – район прокуратури Чăваш Республикин Аслă судне кассаци çырчĕ. Мĕнле хурав пулĕ – пĕлтерĕпĕр.

Сăмаха вĕçлесе çакна калатăп: çакăн пек преступленисем районта татах пур.

Саккуна пăсакансене айăпларăмăр

Районта пирĕн тăрăхра ĕçлеме ирĕк çук çынсене, ют çĕршыв гражданĕсене ĕçлеттернĕ тĕслĕхсем пур-и;

А. АНИСИМОВА.

Кунта пĕр енлĕ хурав пама йывăр. Иртнĕ çул ют çĕршыв гражданĕсен Раççейре ĕçлеме ирĕк пуррипе интересленсен, «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă юлташлăхра Узбекистан Республикин 4 гражданки «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççейре пулмалли право положенийĕ» Федераллă саккунăн 13 статйин 4-мĕш пайне пăсса швея-моторист ĕçĕнче вăй хуни палăрчĕ. Çав вăхăтра вĕсен Раççейре ĕçлеме ирĕк пулман.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Рыккакассинчи «Лотос» кафе хуçи Ю. Яковлев Узбекистан Республикин 3 гражданне вĕсем федераллă законодательствăра ыйтнă пек Раççейре ĕçлеме ирĕк илменнине пĕлсех поварта ĕçлеттернĕ. Район сучĕн судйин апрелĕн 30-мĕшĕнчи постановленийĕпе «Лотос» чикĕллĕ яваплă общество Раççей Федерацийĕн КоАПĕн 18.15 статйин 1-мĕш пайĕнче пăхнă право йĕркине пăснă тесе йышăннă, административлă йĕркепе кафене 31 талăклăх ĕçлеме чарнă.

Иртнĕ çул та, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та район территорийĕнче нацисем, конфессисем хушшинчи хирĕçÿсене тупса палăртман.

Асăннă тапхăрта район территорийĕнче ют çĕршыв гражданĕсем тĕлĕшпе тата ют çĕршыв гражданĕсемпе тунă преступленисем пулман.

Ют çĕршыв гражданĕсем валли документсем хатĕрлес тĕлĕшпе РФ федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш районĕнчи территори пункчĕн тата шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ĕç вырăнĕпе усă курнă тĕслĕхсем пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика