Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп сыхланма хистет

25 ноября 2009 г.

Республикăра грипп чирĕпе чирлессин тĕслĕхĕсем кăшт сахалланма пуçларĕç пулсан, пирĕн районта вара лару-тăру хальлĕхе апла мар-ха.

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Г. Воробьева пĕлтернĕ тăрăх, эрне пуçламăшĕ тĕлне районта гриппа чирлекенсен шучĕ 431-пе танлашнă. Эрне маларах вара гриппа чирлекен 254 çын медицина пулăшăвĕ ыйтнине палăртнă. Апла пулсан районта грипп вирусĕ çынсене лăпланма памасть-ха. Халĕ чирлекенсенчен 275-шĕ – 14 çула çитмен ачасем.

Çак лару-тăрура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хăш-пĕр шкулсене карантина хупнă. Паянхи кун тĕлне вĕсем çаксем: Сосновкăри тата Атапайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем, Нискассинчи, Йÿçкассинчи тата Муркашри вăтам шкулсем, Катькасри пуçламăш шкул-ача сачĕ. Иртнĕ эрнере чирлисем больницăсене пулăшу ыйтма пынине тишкерсен, малашне грипп чирĕпе чирлесси чакма кирлĕ.

Грипп вирусĕн H1ŸN1 тĕсĕпе районта 2 çын чирленине лаборатори тишкерĕвĕсем çирĕплетсе пачĕç. Пĕри, 1981 çулта çуралнăскер, Мускавран таврăннă хыççăн чирленине пĕлтернĕ. Вăл халĕ Мăн Сĕнтĕр больницинче сипленет. Унăн сывлăхне «вăтам йывăр» тесе палăртнă. Тепри вара, 1995 çулта çуралнă хĕр ача, Шупашкарти больницăра. Вăл хальлĕхе хăйне йывăр туять-ха.

Апла пулсан пурин те асăрханмалла. Халăх медицинин сĕнĕвĕсемпе те, организма грипп вирусне хирĕç кĕрешме пулăшакан препаратсемпе те усă курмалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика