Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

25 ноября 2009 г.

Пысăк юбилей – Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитсе килет. Пирĕн çĕршывра кăна мар, ытти çĕршывсенче те ăна чаплăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çавна май район шайĕнче те Аслă Çĕнтерĕве халалласа тĕрлĕ мероприятисем сахал мар ирттерме палăртнă. Акă район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе 2009 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса 2010 çулхи май уйăхĕччен районта Аслă Çĕнтерÿ уявне халалласа халăх пултарулăхĕн фестивальне ирттерме палăртнă. Район хаçачĕн сотрудникĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Алевтина Евстафьевна АНДРЕЕВАПА тĕл пулнă май асăннă фестиваль пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă.

– Алевтина Евстафьевна, фестиваль тĕллевĕсем, вăл мĕнле тапхăрсемпе иртесси пирки пĕлес килет.

– Тĕллевĕсем пирки калас пулсан, вĕсем паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр ума эпир чи малтанах районта халăх пултарулăхне аталантарассине, ăна аталантарма майсем туса парассине тĕп вырăна лартатпăр. Çынсене тĕрлĕрен пултарулăх ĕçне хутшăнма майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр. Художество мелĕсемпе Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунин пĕлтерĕшне туллин уçса пани, салтакăн вăрçăри паттăрлăхне кăтартни пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Кунпа пĕрлех коллективсен пултарулăх шайĕ те ÿсет. Коллективсене ертсе пыракансен опытне сарассине, культурăпа искусство тĕлĕшĕнчи пултаруллă ĕçченсен ĕçне кăтартассине те малти вырăна хуратпăр. Кунпа пĕрлех çакă вăл çитĕнекен ăрăва хамăрăн историе хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма вĕрентĕ, ăс-хакăл, художество, эстетика воспитанийĕ парас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

Фестивале виçĕ тапхăра уйăрнă. Пĕрремĕш тапхăр кашни ял тăрăхĕнче 2009 çулхи норябрĕн15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Вырăнти ял тăрăхĕсенчи жюри членĕсем халăх пултарулăхĕн иккĕмĕш зона тапхăрне хутшăнма тивĕçлисене палăртаççĕ.

Иккĕмĕш тапхăр 2009 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 30-мĕшĕччен зонăсенче пырать. Ун валли ятарлă график туса хатĕрленĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ жанрсенче кăтартакансем хутшăнаççĕ: ташăпа юрă ансамблĕсем, драма, фольклор, вокалпа инструментсен, хор коллективĕсем, тĕрлĕрен сăнарлă, декоративлă-прикладной пултарулăхпа çыхăннисем.

Виççĕмĕш тапхăр вара 2010 çулхи январь – май уйăхĕсенче иртет. Ун чухне гала-концертсем, пултарулăх ĕçченĕсен выставкисене йĕркелеççĕ, коллективсем Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа республикăра ирттерекен конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççĕ.

– Пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм участниксен ăсталăх шайне хак панă чухне мĕн çине тимлĕх ытларах уйăрма пăхнă-ха;

– Чи малтанах актуаллăха малти вырăна хумалла. Программăсем конкурсăн тĕллевĕсемпе тата задачисемпе çыхăнса тăмалла. Репертура суйласа илни, çĕнĕлĕх шайĕ, режиссер тата актер пултарулăхĕ, участниксен пултарулăх шайĕ, номерсен композицийĕпе вĕсене лартса парассин хăйне евĕрлĕхĕ, коллективсен художество тата професси шайĕ мĕнле пулни тĕп вырăнта пулаççĕ. Кунпа пĕрлех сцена çинчи культура шайне, костюмсем жанрпа тата тематикăпа çыхăннине те шута илеççĕ.

– Фестиваль-конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетесси, çĕнтерÿçĕсене наградăласси пирки те пĕлес килет.

– Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа ирттерекен халăх пултарулăхĕн фестивалĕнче мала тухнисене уйрăм номинацисемпе палăртма пăхнă. Вĕсен ушкăнĕсенче çаксем:

– юрăпа ташă ансамблĕсем;

– фольклор коллективĕсем;

– хор коллективĕсем;

– драма коллективĕсем;

– вокалпа инструментсен ансамблĕсем;

– халăх промыслисен тата декоративлă прикладной искусство маçтăрĕсем;

– сăн ÿкерме юратакансем (фотолюбители);

– ÿкерме юратакансем.

– Çĕнтерÿçĕсене палăртасси мĕнле пулĕ;

– Малти вырăнсене йышăннă коллективсемпе уйрăм участниксене дипломсем тата парнесем параççĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем халăх пултарулăхĕн фестивалĕн коллективĕсемпе участникĕсем валли ятарлă призсем хатĕрлеме пултараççĕ.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ туни вăл – пысăк событи. Ăна эпир пурте чыслăн паллă тума тивĕç. Çак мероприятирен никам та айккинче юлмĕ тесе шутлатăп.

Çавна уйрăммăн палăртса хăварнă пулăттăм. Фестивале хатĕрленсе ирттернĕ май унпа çыхăннă мероприятисене Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, инваличĕсене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене анлăрах хутшăнтарма тăрăшмалла. Çакă вăл вĕсене чыс туни кăна мар, çавăн пекех пулас ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика