Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен пăрăнман, ачаран ютшăнман

28 ноября 2009 г.

Турай ял тăрăхĕнче тĕрлĕ çулсенче ача амăш-героиня ята илнисем 5 хĕрарăм. Виççĕшĕ Суворов яч. хис. хуçалăх территорийĕнчен, иккĕшĕ – Уйкас Турайран. Паян вĕсенчен 3-шĕ пурăнаççĕ: Кĕçĕн Чурашри Евгения Гавриловна Евтихеева, Анаткассинчи Екатерина Васильевна Федорова, Тушкассинчи Екатерина Федоровна Яковлева. Вĕсен кашнийĕнех вуншар ача. Çавăнпа хăйсем социаллă пурнăç аталанăвне хывнă тÿпипе ял çыннисемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ача амăш-героиня ята совет тапхăрĕнче 10 е ытларах ача çуратса ÿстернисене панă. Мĕнле пурăнаççĕ-ха паян çав ята тивĕçнисем; Çак ыйту çине хурав шыраса иртнĕ кунсенче Турай ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чураш ялĕнчи Евгения Гавриловна Евтихеева патĕнче пултăм.

Сăпайлăхĕсĕр пуçне урăх нимĕнпе те ыттисенчен уйрăлман кинемее килте кÿршĕ хĕрарăмĕпе пĕрле тĕл пултăм.

– Пурăнатпăр-ха, ыранхи куна пăхса кун кунлатпăр. Алăсем тытайманнипе ĕне сăваймастăп пулсан та, кил таврашĕнчи ĕçсенчен тĕппипех пăрăнмастăп. Юрать ачасемпе мăнуксем хавхалантарса, пулăшса тăраççĕ. Вĕсем пурнăçра тÿрĕ çултан пăрăнманнишĕн савăнатăп, кашнин ăнăçăвĕшĕнех хĕпĕртетĕп, – кĕтсе илчĕ пире Евгения Гавриловна.

Хăйне шаннă ĕçе мала хума хăнăхнă хĕрарăм хăйĕн ăнăçăвĕсемпе пурнăç утăмĕсем пирки каласа пама васкамасть. «Çынсенчен кая юлман, пит иртсех те кайман», – çапла пулчĕ унăн хуравĕ пурнăç историйĕпе паллаштарма ыйтсан. Çапах сăмах вакланă май кинемейăн Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри ĕç кунĕсем те, хĕр пуççăнах вăрман касма çÿренисем те чĕлхе çине килчĕç.

– Ĕçрен хăраман çав, качча кайсан ача çуратассинчен те пăрăнман. Ытарлă каласан, çăмăл çул-йĕр шыраман. Хамăн пурнăçра ăшă шыв ĕçсе курман, сивве тиркемен, эмел-тавраш палламан. Турăран иртмесĕр пурăнса мăшăрăмпа 6 салтак ÿстертĕмĕр, 4 хĕре пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Шел, мăшăрăм пурнăçран уйрăлчĕ, – куçне шăлса илсе калаçать Евгения Гавриловна.

Анаткас ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскерĕн пĕтĕм пурнăçĕ Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх производствипе çыхăннă. Колхозшăнах вăрман каснă, торф кăларнă, çурлапа тырă вырнă, ял халăхĕпе карталанса утă çулнă.

– Витĕр çил вĕрекен сарайсенче ĕне сунисем, стенари шăтăк-çурăксене картласа сысна пăхнисем епле асран кайччăр ĕнтĕ. Эпир курнине пирĕн ачасем курманнишĕн тав Турра. Мăнуксен вара татах ырăрах пурнăçпа пурăнмалла пултăрччĕ, – малашлăхри ырăлăха шанса калаçать кинемей.

1957 çулта качча кайнăскер, ача çуратассинчен пăрăнса çылăха кĕмесĕр 6 ывăлпа 4 хĕре пурнăç панă. Паян вăл кĕçĕн ывăлĕпе – Виталийпе – пурăнать. Кил-çурт тĕрек пулни Евтихеевсем ĕçчен пулнине çирĕплетет кăна.

– Вăрçрăм та пуль, ватрăм та пуль – каçарччăр кăна, – сăпайлă калаçать нумай ача амăшĕ. – Паянхи ырă пурнăçра пурăнакансем эрехпе айкашнине, çăвартан пирус кăлармасăр ĕç тĕлне пĕлмесĕр çÿренине курсан чун тарăхать. Анчах мĕн тăвас – вĕсен те хăйсен ашшĕ-амăшĕ пур, – тет Е. Евтихеева пурнăçра хăй ыррине çеç шыранине палăртса.

Уявсенче Евгения Гавриловна Евтихеева ача амăш-героиньăн килĕнче утма та вырăн çук. 10 ачи, вĕсен мăшăрĕсем, 22 мăнукĕпе вĕсен мăшăрĕсем тата 2 прамăнукĕ пÿрте лăках тултарса лартаççĕ. Пÿрт пушă мар пулсан, çын ахаль пурăнман. Ку вара – телей!

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика