Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне халăх сывлăхне сыхлассине панă

28 ноября 2009 г.

Сăмахăм Муркашра пурăнакан Зинаида Алексеевна Можаева пирки. Халĕ ĕнтĕ вăл пенсире. Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнче çуралнăскер, 1969 çулхи август уйăхĕнче Муркаш районне килнĕренпе (вăл Хусанти медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ) малтанах районти тĕп больницăра районти педиатр пулăшаканĕ, кайран санитарипе эпидемиологи станцийĕнче эпидемиолога пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Хыççăн вара 1977 çулта районти тĕп больницăна çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен кабинета куçнă. 1983 çулта ăна тĕп больницăн физиотерапи кабинетне ĕçлеме илнĕ. 1993 çулта пенсие тухичченех унта вăй хунă.

Амăшĕн савăнăçĕ, ырлăхĕ вăл – унăн ачисем. Зинаида Алексеевна вара хăйĕн мăшăрĕпе Василий Петрович Можаевпа 5 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен паян хăйсен çемйисем, хăйсен ачисем, юратнă ĕçĕсенче тăрăшса ĕçлеççĕ. Сăмах май, Можаевсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – хирургсем. Марина хирург пулса Мускав облаçĕнчи Электросталь хулинче ĕçлет. Всеволод – Шупашкар хулинче, вăл суд-медэксперт пулса тăрăшать. Татьяна вара Тутар Республикинче Сертификаципе стандартизаци центрĕн ертсе пыракан специалистĕнче вăй хурать. Лариса дизайнер профессине алла илнĕ, Мускав хулинче тăрăшать. Игорь – эколог, Хусан хулинче ĕç тата пурăнмалли вырăнне, çемье телейне тупнă. Можаевсен çемйинче вара пĕтĕмпе хальхи вăхăтра 5 медик. Мăнукĕсем те виççĕн ĕнтĕ.

Зинаида Алексеевнапа Василий Петрович Можаевсене хăшĕ-пĕри Муркашсем тесе те шутлать пулĕ. Анчах та вĕсем Шăмăршă районĕнчен. Зинаида Васильевна çав районти Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ терĕмĕр пулсан, Василий Петрович – Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен.

Кам пĕлет, тен вĕсен пурнăç çулĕ Муркаш районĕпе пачах та çыхăнман пулĕччĕ. Анчах... шăпа та пулĕ çакă. Зинаида Алексеевна малтанах вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1959–1961 çулсенче Шăмăршă район хаçачĕн редакцийĕнче корректорта ĕçленĕ. Кайран вара Хусанти медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хусанти клиника больницинче ĕçлеме пуçăннă.

1961 çулхи ноябрь уйăхĕнче Зинаида Васильевна Василий Петрович Можаевпа çемье çавăрнă. 1963 çулта Василий Петрович Хусанти патшалăх медицина институне вĕренме кĕнĕ, ăна 1969 çулта пĕтернĕ.

Кайран вара – направлени. Медицина пĕлĕвĕ илнĕ специалиста Муркаш районне яраççĕ. Çемйипех пĕрле куçса килме тивнĕ. Çав кунран тытăнсах вĕсем Муркаш районĕнче, çавăнтанпа тытăнсах районти çынсен сывлăхне сыхлас ĕçре ырми-канми тăрăшнă.

Çавна та каласа хăварас пулать. Ачасене пăхса ÿстересси, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси, паллă ĕнтĕ, амăшĕсен хулпуççийĕ çине сахал мар тиенет. Зинаида Алексеевнана та 5 ачине пăхса ÿстерме, пурнăç çулĕ çине кăларма тата тивĕçлĕ воспитани пама çăмăлах пулманни паллă. Çав вăхăтрах çумра юратнă мăшăрĕ пулни, хуйхи-суйхине пĕрле пайлани вĕсене пур йывăрлăхсене те ăнăçлă çĕнтерсе пыма май панă. Паллах ĕнтĕ амăшĕ хăйĕн пĕтĕм чун ăшшине, юратăвне ачисене пама тăрăшнă. Çывăрайман каçсем те сахал мар пулнă пулĕ. Хăй кăна пĕлет ĕнтĕ ăна, унран аванрах кам пĕлĕ-ха тата.

Зинаида Алексеевна Ача амăшĕн медальне те илме тивĕçнĕ.

– Медаль пирки шутламан вĕт, хамăрăн ачасене тивĕçлипе пăхса ÿстерес, вĕсем çĕршыва усăллă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă,– тет хастар хĕрарăм.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика