Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроникинчен

28 ноября 2009 г.

Вăрăсене пируспа эрех кирлĕ пулнă

Тренккă ялĕнчи лавккаран Мăн Сĕнтĕр райповĕ кăна тухăç ан илтĕр-ха тесе шутланă пулас та пĕрисем, каçхи сунара тухнă. Кукăр алăсем лавкка склачĕн чÿрече рамине те кăларма вăй çитернĕ. Çавăнтан çул хывнă та вĕсем «услам» патне. Тĕрлĕ тĕслĕ пирус, шурă тата хĕрлĕ эрех çаратса тухнă вĕсем. Лавккара вырнаçтарнă терминала çĕмĕрсе унти укçана та пуçтарса тухса кайнă. «Ĕç вырăнне» пăрахса хăварнă хачă вара кукăр алăсене тытма пулăшатех.

Ял «паттăрĕсем»

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пĕрешкел хушаматлă «паттăрсем» пухăннă та вăйĕсене ăçта чикесси пирки сăмах пуçарнă. Ялта ĕçĕ тупăнман вĕсене валли. Вара каччăсем юнашар район çыннин машинăри япалисене вăрласси çине янă хăйсен вăйне. Укçине ыйтма та вăтанса тăман, хĕнеме те пултарнă. Çакăн пек «хастар» яшсен халĕ Уголовнăй кодексăн пĕр статйипе çеç мар тĕплĕн паллашма тивĕ.

Ÿсĕрле харкашакана – штраф

Москакасси ял тăрăхĕнчи пĕр ÿсĕр упăшка вара хăй килĕнче ниепле те лăпланма пултарайман. Арăмĕпе харкашу пуçарса чунне «уçса пама» шутланă вăл. Чунĕ вара хайхискерĕн административлă протокол çырсан тин лăпланнă. Малашне арçыннăн чунне тÿлевсĕр «уçса парассипе» тимлемелле пулĕ.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика