Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипа сарăлма парар мар

11 ноября 2009 г.

Мĕнле пырать-ха районта грипп чирĕнчен сыхланасси; Çак ыйту çине Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн тĕп специалист-экспертне Г.Г. Воробьевана хуравлама ыйтрăмăр.

Специалист пĕлтернĕ тăрăх, грипп вирусĕнчен прививка тăвасси пирĕн районта нацпрограммăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Чи малтанах ача сачĕсене çÿрекен ачасене, шкулта вĕренекенсене, медицина ĕçченĕсене, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ĕçлекенсене тата 60 çултан иртнисене прививка тăваççĕ. Мĕншĕн тесен çак ушкăна кĕрекенсен иммунитет вăйĕ хавшакрах, вĕсем чирлеме те часах пултараççĕ.

Нацпрограммăпа килекен вакцинăсемпе прививка тăвасси тÿлевсĕр пулса пырать. Çапла пурĕ 6393 çынна прививка тума палăртнă пулсан, хальлĕхе 5240 çынна прививка тунă. Ку палăртнинчен 81,9 процентпа танлашать. Шкулчченхи ача-пăча вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрекен 957 ача, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекен 3414 ача (палăртнă тăрăх 3741) вакцинацие хутшăннă. 165 медицина ĕçченне, 168 вĕрентекене, 60 çултан иртнĕ 259 çынна та прививка тунă. Вакцина района килсе тăрать, çапла вара прививкăсене тăвас ĕç те малалла пулса пырать.

Ача сачĕсенче, шкулсенче грипп чирĕ тавра лару-тăру епле пулнине пĕлтерекен хыпарсем кашни кунах ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Муркашри уйрăмне килеççĕ. Паянхи кун тĕлне карантина хупнă учрежденисем çук.

Раççей Федерацийĕн тĕп санитари врачĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн грипп чирĕн эпидемийĕ ан пултăр тесен, вырăнта пурăнакан çынсен 30 процентне прививка тумалла. Хальлĕхе пирĕн районта прививка тунисем халăхăн 14 проценчĕпе танлашаççĕ. Çитес вăхăтрах прививка тунисен хисепĕ 20 процент урлă каçмалла.

Тунти кунран пуçласа грипп тĕлĕшĕпе йывăр лару-тăруллă çĕршывăн хăш-пĕр субъекчĕсенче А вирусăн H1N1 тĕсĕнчен вакцинаци ирттерме пуçларĕç. Чăваш Республикинче, апла пулсан пирĕн районта та хальлĕхе лару-тăру лăпкăрах пулнипе вирусăн çак тĕсĕнчен прививка тăвассине палăртман.

Грипран прививка тăвас текенсем хăйсен участок терапевчĕсем патне пыма пултараççĕ. Прививкăшăн укçа шеллеменни вара пурне те чиртен сыхланма пулăшĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика