Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăхпа калаçса халăхшăн ĕçлерĕмĕр», –

31 октября 2009 г.

«Халăхпа калаçса халăхшăн ĕçлерĕмĕр», –

пĕтĕмлетрĕ калаçăвне Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. П. Мазиков.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ хăйĕн калăпăшĕпе районта чи пысăккисенчен пĕри. 19 яла пĕрлештерсе тăрать вăл. Пĕр-пĕр ялтах кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем вуншаррăн пулсан, Мăнсĕнтĕрсене ку енĕпе «ăмсанмалли» çеç юлать. Ĕçлекен çынна вара чăннипех ăмсанмалли чылай. Çакна «хăш-пĕр хыпарсем» хăлхана кĕнĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрте пулсан хам куçпа хам курса ĕнентĕм: хăй вăхăтĕнче район центрĕ пулнă сала юлашки çулсенче тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ, ăна та, çывăхри ялсене те хăт кĕчĕ. «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă йĕркеленÿ» ята илме тата Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ пулма çăмăл-и вара; Çакна валли укçа-тенкĕ ăçтан тупса çитермелле, ĕçсене епле йĕркелемелле; Çак ĕçрен аякра тăракан çынсене, паллах, ку ыйтусем çине хуравлама ансатрах. Çывăхарах пăхсан... Çакна тĕллеве хутăм та ĕнтĕ хамăн черетлĕ çул çÿреве тухас умĕн.

Геннадий Петрович Мазиковпа ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă хăтлă çуртра калаçса ларатпăр. Акă инçетри Оркум ялĕнчен килнĕ арçын хăйĕн ыйтăвне меллĕ татса панăшăн тав туса тухса кайрĕ.

– Хамăр ĕçе шута хуракансемпе ытларах та ытларах ĕçлес килет, анчах пур чухне те çапла пулса тухмасть-çке. Санăн ĕçе шута хуманни сисчĕвлентерет те хăв çул панă пуçару тĕлĕшпех ĕçлеме сивĕтет, – темĕн шахвăртнăн калаçать стена çинче çакăнса тăракан 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă йĕркеленÿ» ят илнĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйне те «Чăваш Республикинчи 2008 çулхи ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ» ят пани пирки калакан свидетельствăсем çине аллипе кăтартса.

Хальхи пекех астăватăп, районти капиталлă строительство пайĕнче чылай çул инженер-строительте ĕçленĕ Геннадий Петровича ĕçĕсене кура 2004 çулхи декабрьте Мăн Сĕнтĕр ял администрацине ертсе пыма шанчĕç. Вăл вăхăтра ял администрацийĕн хăйĕн бюджечĕ пулманран куçа курăнакан нумай çитменлĕхсене татса парас ыйтусем те нумай тăнă. «Мĕн тумалла; Ĕçлемелле! Шаннине тÿрре кăлармалла», – çак шухăшсемпе кÿлĕнчĕ çĕнĕ ертÿçĕ Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне. Мирлĕ професси ĕçченĕн пурнăçĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕнче те строительство ыйтăвĕсем малти вырăна тухрĕç. Çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса парассине мала тăратнăскершĕн вăл вăхăтра ял тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр ĕçлекен Культура çуртĕнче те чĕрĕк ĕмĕр сăрă шăрши пулманни питĕ тунсăхлă пулăмччĕ. Район хаçачĕн критика пиçиххийĕ пырса çапнă Шупуçĕнчи ял клубĕ те пĕрремĕш çул мар авариллĕ лару-тăрура «хуçасăрччĕ». Çавăнпа пĕрлех ку ялти пуçламăш шкул хупăннăран районти чи ватă шкул çурчĕ çил вылятса ларатчĕ. Кусемпе пĕрлех Мăн Сĕнтĕртех унта та кунта картасем ишĕлнĕччĕ, масар çинче йĕрке сахалрахчĕ, сала урамĕсене хăт кĕртесси çивĕч тăратчĕ. Общество культурине аталантарасси ишĕлчĕкрен пуçăнмалла мар тесе Г. Мазиков вĕсемпе кĕрешессине малти вырăна тăратрĕ. Анчах ырă шухăшсем умĕнче те пысăк ыйту тăрать: укçа-тенкĕ çук. Каллех мĕн тумалла; Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман строитель çÿлти пуçлăхсенчен укçа-тенкĕпе пулăшу ыйтсан, хуравĕ ансат пулать: «Ĕçне ту – укçи пулать». Ĕçне тума вара укçи кирлĕрех-çке. Çакăнта вырăнти çитменлĕхсене курса тăракан тата вĕсене пĕтерессишĕн чунне ыраттаракан Виталий Анатольевич Гаврилов пулăшма пулать. Пулăшуçă вăл вăхăтра районта çĕнĕ условисенче производствăна аталантарма пултарнă «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçиччĕ. Район шайĕнче те çакăнпа килĕшеççĕ. Çапла вара Геннадий Петрович ял тăрăхĕнчи строительство ĕçĕсене пурнăçлама килти укçа-тенкĕпе усă курать те район администрацийĕ ăна пурнăçланă ĕçсемшĕн «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕ урлă саплаштарать.

Ĕç йĕркеленчĕ темелле. Çĕнĕ хăватпа Геннадий Петрович Шупуçĕнчи юхăнса ларакан ял клубне хупăнса ларакан шкул çурчĕпе çĕнетсе ялти социаллă пурнăçа йĕркелесе ярать. Пилĕк уйăхран ялта çĕнĕ клуб уçăлать, çамрăксем валли кану вырăнĕ йĕркеленет. 2005 çулхи 5 уйăхра çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама ял администрацийĕн пуçлăхĕ аслисемпе тунă килĕшÿпе хăйĕн çемье бюджетĕнчен çакна валли 100 пин тенкĕ кăларса хурать. (Кунта çакна каласа хăвармалла: çемье членĕсем пĕчĕк бизнесра вăй хунăран çемье пуçĕ çĕнĕ ĕçри укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене вĕсен тупăшĕпе «картласа» пырать). Палăртнă йĕркепе вăл укçа-тенкĕ тепĕр икĕ уйăхран «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕ урлă хуçи патне таврăнать, паллах. Çак йĕркепех Мăн Сĕнтĕрте картасене юсасси, ял çăви çинче йĕрке тăвасси т. ыт. те вăй илеççĕ.

Çĕнĕ ертÿçĕн ял пурнăçĕшĕн тунă пуçламăш утăмĕсем паллă. Çавăнпа та 2005 çулхи юпа уйăхĕнчи суйлавра та ку тăрăхра пурăнакансем пĕр саслăн Г. Мазиковшăн пулаççĕ. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен хăйсен бюджечĕ йĕркеленме пуçлать. Ку лайăх-ха, анчах бюджет пĕр кунта пулакан япала мар. Мăн Сĕнтĕрте вара ял тăрăхне хăт кĕртессипе пĕрре хăйне кăтартнă йĕркенех аталантараççĕ. Вомпăкассинче 10 çул каялла пушарта клуб кĕлленнĕ хыççăн, Мăн Хураçкара клуб вырăнне чиркÿ уçсан ял клубĕсем хупăннă. Ял çыннисем çак социаллă объектсемсĕр юлаççĕ. Ăнланмалла, çак ял çыннисем валли те тивĕçлĕ социаллă пурнăç условийĕсем туса пама клубсем кирлĕ. Геннадий Петровичăн пуçĕнчен çак шухăшсем пĕр кунлăха та тухман.

Халăх хăйне суйлавра шанчĕ пулсан унăн çак лару-тăруран тухма та çул шыраса тупмалла. Çак ыйтăва татса парас тата Мăн Сĕнтĕре хăт кĕртес ыйтусене çиччĕ виçсе пăхнă хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕн шухăшĕ Мăн Сĕнтĕрте 12 çул каяллах икĕ хутлă почта çурчĕ туса лартнă хыççăн та ăна кивĕ çурчĕ картласа ларни кăмăла каймастчĕ. Çурчĕ «Мускавăн» пулнăран çак ыйтăва ял тăрăхĕ майлă татса парассипе те Г. Мазиков Раççей тĕп хулине пĕрре мар çырупа тухать. Çĕнĕ почта çуртне кĕрсе çÿреме чăрмантарнă, пушар хăрушсăрлăхне пăсса ларнă çурта сÿтме ирĕк илсен, унăн кăшкарĕ Вомпăкассинчи социаллă центра йĕркелеме куçать. Нормативсемпе шутласа пăхсан, ăна проект витĕр кăларса экспертиза тутарса тата подрядчик тупса ĕçлеттерме пĕр миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ тухса каять. Çакна тума ял тăрăхĕн çĕнĕ бюджетĕнче хальлĕхе укçа-тенкĕ çук-ха. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй строитель пулнипе усă курса тунă чертежсемпе тата ытти службăсемпе килĕшсе татăлса, хăй вăйĕпе ĕç бригадисем тупса тата вĕсене ĕç укçи тÿлесе ĕçлеттернĕ хыççăн 2006 çулхи октябрьте ял клубĕ, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнă социаллă центра комисси йышăнать. Унта çемье бюджетĕнчен кайнă тăкаксен ытларах пайĕ те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕ урлă çаврăнса çитет. Халăхра кирек епле пуçарулăх та айăплавсăр иртмест теççĕ. 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе ял аталанăвне харпăр хăй вăйне хывнăшăн тата пулăшнăшăн «Меценат çăлтăрĕ» обществăлла ордена тивĕçнĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Петрович Мазиковпа та, «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Виталий Анатольевич Гаврилов тĕлĕшпе те çаплах пулса тухать. «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕç-хĕлне налук инспекцийĕ тĕрĕсленĕ хыççăн тĕрĕслевçĕсем çÿлерех асăннă строительство объекчĕсене тунăшăн (Г. Мазикова тÿленĕ укçа хучĕсемпе çапла тухать те) хуçалăха 2005-2006 çулсемшĕн 400 пин тенкĕ тĕрлĕ налуксемпе штрафсем тата пени тÿлемелле шутласа параççĕ. Çапла вара ырă ĕçе кÿлĕннĕ «Гавитан» хресчен (фермер) хуçалăхĕ самантрах экономика капкăнне çакланать. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн хăчĕшĕн вăй хунă Г. Мазиков та ырă ят илеймест. Анчах çак вăхăта Шупуçĕнче те, Мăн Хураçкара та ял çыннисем клуба çÿреççĕ, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче пулăшу илеççĕ.

– Вырăнсенче ĕçлеççĕ пулсан вĕсене хавхалантармалла пек, анчах пурнăçра урăхла пулни курăнать. Вомпăкассисем те паян вырăнтах медицина пулăшăвĕ илме пултарнишĕн, çамрăксем тăтăшах клуба пуçтарăннишĕн, кунта культурăллă мероприятисем иртме пуçланишĕн, социаллă центр туса лартни унччен 15 çул ишĕлчĕкпе вĕлтĕрен-пиçен айĕнче выртнă территорие тирпей-илем кĕртнишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхне тав тăваççĕ. Кунта çÿрекенсем çут çанталăк газĕпе ăшăнакан çуртра хăйсене хĕлле те канлĕ туяççĕ. Йăлтах йĕркеллĕ темелле пек, анчах... Паян ку клуба хамăр ялсемсĕр пуçне кÿршĕри Малтикаспа Токшик ялĕсен çамрăкĕсем те çÿреççĕ. Яш-кĕрĕм ял клубне тирпейлĕ пăхса тăрать, – терĕ ял библиотекинчен кăнтăр апатне кайма тухнă Римма Варсонофьевна Гаврилова библиотекарь.

... Ĕнер, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Çакăнпа пĕрлех Геннадий Петрович Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвне хăйне ĕçрен хăтарма ыйтса çыру çырса пачĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика