Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна та хÿтĕлес пулать

31 октября 2009 г.

Саккуна та хÿтĕлес пулать

Суд приставĕсен институтне йĕркелени вăл, пĕтĕмĕшле илсен, 1917 çулччен пулнă Раççей юридицицийĕн тĕп шухăшĕ патне таврăнниех пулса тăрать. 1270 çултах суд йышăнăвĕсене пурнăçлакан приставсем пирки пĕрремĕш хут асăнни пур.

18-мĕш ĕмĕр тĕлне суд йышăнăвĕсене ирĕксĕрлесе пурнăçлаттаракан пĕртен-пĕр орган вăл пĕтĕмĕшле полици пулса тăнă. Меллех пулман. Суд йышăнăвĕсене пурнăçлаттарассишĕн ответлă пулса тăракан ятарлă çынсем кирлĕ пулнă. Ку тĕлĕшпе суд приставĕсем ĕçлеме тытăннă. Раççей империйĕн законодательствипе килĕшÿллĕн унта ĕçлеме пултаракансен квалификаци требованийĕсене те палăртнă.

1917 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи Судсем пирки калакан 1-мĕш номерлĕ декретпа суд приставĕсен тытăмне пĕтернĕ. Вырăнти судсемпе суд органĕсенчи йĕркелĕхе малтанах Хĕрлĕ гварди, кайрантарах вырăнти милици тивĕçтернĕ, вĕсемех суд приговорĕсене пурнăçланă. Судьясен ĕç сахал пулман пирки ведомствăлла тĕрĕслев те кирлĕ пек пулса пырайман.

Тепĕр 80 çул иртсен историллĕ тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ темелле. 1997 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса «Суд приставĕсем çинчен» тата «Исполнительнăй производство çинчен» Федераллă саккунсем вăя кĕчĕç. Вĕсем суд приставĕсен институтне йĕркелерĕç, ăна ĕç тăвакан влаç органĕсен системинче хăй тĕллĕнлĕхпе тата никама пăхăнманлăхпа тивĕçтерчĕç.

«Суд приставĕсем çинчен» Федераллă саккун вăя кĕнĕ май Чăваш Енре те, пĕтĕм çĕршыври пекех, çĕнĕ службăн подразделенийĕсене йĕркелес ĕç тытăнчĕ. 1998 çулхи январĕн 5-мĕшĕнченпе вăл Раççей Юстици министерствин структура подразделенийĕн территори органĕ пулса тăчĕ. 2005 çулта вара Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республики тăрăх суд приставĕсен службинчен суд приставĕсен Чăваш Республики тăрăх федераллă службин управленине туса хучĕç. Çапла вара вăл хăй тĕллĕн юридици органĕ пулса тăчĕ.

Суд приставĕсен службин суд тĕрĕслĕхне тивĕçтерессинчи, граждансемпе патшалăхăн прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессинчи пĕлтерĕшĕ çуллен ытларах та ытларах. Пирĕн тĕп задача – суд йышăнăвĕсене, ытти полномочиллĕ органсен акчĕсене ирĕксĕрлесе пурнăçлаттарасси. Иккĕмĕшĕнчен, судсенче кирлĕ йĕркене тивĕçтеретпĕр. Кунпа пĕрлех пирĕн службăна дознани функцийĕсене те шанса панă. Çапла майпа 7 статьяпа уголовнăй ĕçсем пуçарма, 13 административлă статьяпа штрафсем пама пултаратпăр.

Службăна ахальтен мар ĕнтĕ «суд тĕрĕслĕхĕн аллипе» танлаштараççĕ. 12 çул хушшинче пирĕн структурăра сахал мар улшăнусем пулса иртрĕç. Республикăра хальхи вăхăтра суд приставĕсен шутĕнче 700 çын ытла. Районти пайра вара пĕтĕмпе те 16 сотрудник кăна. Вĕсенчен ОУПДС енĕпе приставсем 5-ĕн тата пристав-исполнительсем 8-ăн.

Пирĕн пайри суд приставĕсен тĕп принципĕ çавă. Хальхи демократи çĕршывĕнче саккуна, обязательствăсене пăхăнманни пулма пултараймасть. Суд саккунлă йышăну туни кăна çителĕксĕр, çак йышăну пурнăçа кĕни пĕлтерĕшлĕ. Çавăн чухне кăна граждансем суд тĕрĕслĕхне шанма пултараççĕ. Çавăнпа та суд йышăнăвĕсемпе полномочиллĕ органсен тĕрлĕрен акчĕсене ирĕксĕрлесе пурнăçлаттарма тивет. Кусем вĕсем тĕрлĕ категорири парăмсене шыраса илесси, предприятисемпе организацисен ĕçне-хĕлне чарса лартасси, пурăнмалли çуртран кăларса ярасси е вырнаçтарасси, ĕçе каялла вырнаçтарасси т. ыт. те.

Халĕ хăш-пĕр цифрăсене кăна асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн пайра ирĕксĕрлесе пурнăçлаттармалли 15633 исполнительнăй производство пĕтĕмпе 84093645 тенкĕлĕх пулнă. Çав тапхăртах 10402 исполнительнăй производствăна 30975690 тенкĕлĕх вĕçленĕ. Пурлăха конфискацилессипе, алиментсем, ĕç укçи парăмĕсем, суд постановленийĕпе палăртнă административлă штрафсене шыраса илессипе, кредит организацийĕсем умĕнчи парăмсене татассипе тата ытти тĕрлĕ ыйтупа çыхăннă ĕçсене вĕçне çитерессишĕн тимлеççĕ пирĕн сотрудниксем. Кунсăр пуçне суд приставĕсем-исполнительсем тăрăшнипе налуксемпе тÿлевсем енĕпе бюджета 5668454 тенкĕ куçарнă. Вăл шутран налуксемпе тÿлевсем шыраса илессипе судсен акчĕсемпе килĕшÿллĕн – 321972 тенкĕ.

Май килнипе усă курса вара суд приставĕсене, çак çăмăл мар ĕçпе çыхăннисене хăйсен професси уявĕпе – Суд приставĕсен кунĕ ячĕпе чĕререн тата ăшшăн саламлатăп, малашне те ăнăçуллă, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатăп.

Е. ИВАНОВА, суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика