Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре тупнă телей

31 октября 2009 г.

Пархатарлă ĕçре тупнă телей

Сăмахăм Николай Борисович Борисов пирки. Чылайăшĕ Муркаш тăрăхĕнче ăна аван пĕлет: хăйĕн тантăшĕсем те, аслăраххисем е кĕçĕнреххисем те. Муркаш хушшинче тĕл пулсан вара нихăçан та сывлăх сунмасăр, сăмах хушмасăр иртмест. Ĕç ветеранĕ 70 çул тултарчĕ çак кунсенче.

Турă пÿрнипе-ши, Николай 1939 çулта комсомол çуралнă кун – октябрĕн 29-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралнă май пурнăç шăпи те ăна ытларах комсомол ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. Ялти шкулта 7 класс, Канашра вăтам шкулта 9 класс вĕренсе пĕтерсен 1960 çулччен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Ĕç биографине республикăри «Сортсемовощ» кантурĕнче пуçăннă, Красноармейски районĕнче агрономра вăй хунă.

Кайран вара комсомол ĕçне кÿлĕннĕ. 1961–1963 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕнче, ВЛКСМ Обкомĕн инструкторĕнче, ВЛКСМ райкомĕн 2-мĕш секретарĕнче тăрăшнă.

Хыççăн унăн пĕтĕм пурнăçĕ Муркаш районĕпе çыхăннă темелле. Муркаш районне иккĕмĕш хут йĕркеленĕ хыççăн пултаруллă çамрăка ВЛКСМ Муркаш райкомне ертсе пыма сĕннĕ. Килĕшнĕ. Çапла вара вăл 1964 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче 1-мĕш секретарьте ĕçлеме тытăннă. Унăн пурнăç çулĕ анлă та нумай енлĕ темелле. Хыççăнхи çулсенче вăл куçăмлă майпа Горький хулинчи аслă парти шкулĕнче те вĕреннĕ, КПСС райкомĕн инструкторĕнче те, райкомăн пропаганда пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче те, йĕркелÿ пайĕн пуçлăхĕнче те, КПСС райкомĕн 2-мĕш секретарĕнче те, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче те, райĕçтăвком ĕçĕсен управляющийĕнче те, ял хуçалăх управленийĕн производство пайĕн пуçлăхĕнче те тимленĕ. Япăххипе мар, ырă енпе кăна палăрса тăнă. КПСС райкомĕн бюровĕн ларăвĕнче комсомол райкомĕн ĕçне тишкернĕ чухне хăйне Социализмла Ĕç Геройĕ, «Знамя труда» колхоз председателĕ Е.А. Андреев: «Маттур, ĕçлеме пултарать»,– тесе çурăмĕнчен лăпканине халĕ те кулăпа аса илет Николай Борисович. Пенсие вара вăл 2001 çулта тухнă. Унччен Муркашри сĕт-çу завочĕн директорĕн çумĕ пулнă.

Тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме тÿр килнĕ пулин те, уйрăмах комсомол çулĕсене хавхаланса аса илет вăл. Пултаруллă яшсемпе хĕрсене комсомола илессипе, ответлă ĕçсене комсомолецсене явăçтарассипе нумай тăрăшнă. Хуçалăхсенче кроликсем, чăх-чĕп çитĕнтерессипе, кукуруза акса çитĕнтерессипе яшсемпе хĕрсем ун чухне çине тăнă. Вырăнсенче комсомолецсемпе çамрăксен бригадисене, фермăсен коллективĕсене йĕркеленĕ. Тухăçлă çĕр улми туса илнĕшĕн 1964 çулта ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илни те пулнă.

Мăшăрĕпе Валентина Ефимовнапа 3 ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсен хăйсен çемйисем, хăйсен ачисем. Юбиляра чун-чĕререн саламласа вĕсем вăрăм ĕмĕр пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика