Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей призерĕ – Муркаш хĕрĕ

03 ноября 2009 г.

Раççей призерĕ – Муркаш хĕрĕ

Октябрĕн 31–ноябрĕн 1-мĕшĕсенче велокросс енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче (пурĕ тăххăрăн) хутшăнса лайăх результатсем кăтартма пултарнă.

1994-95 çулта çуралнисем хушшинче Ирина Портнова кĕмĕл призер пулса спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. Людмила Филиппова тата Надежда Антонова та хăйсен ÿсĕмрисем хушшинче палăрнă – 4-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче ăмăртнă Светлана Данилова вара 5-мĕш пулнă.

Маларах Муркаш районĕн хĕрĕсем Раççей Кубокĕнче те аван результатсем кăтартнă. Ун чухне Л. Филипповапа Н. Антонова кĕмĕл призерсем пулнă. Хăйĕн ушкăнĕнче иккĕмĕш пынă И. Портнова вара, шел пулин те, велосипед çĕмĕрĕлнипе пъедестал çине хăпарайман. Ку хутĕнче вара вăл хăй вăйлине çирĕплетсе пама пултарчĕ. Малалла та ăнăçусем пулччăр çамрăк спортсменсен.

М. СИДОРОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: И. Портновапа Н. Антонова старт умĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика