Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсенче те алла усас марччĕ

07 ноября 2009 г.

Йывăрлăхсенче те алла усас марччĕ

Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене паян самай калаçтарать, йывăрлăхсенчен тухмалли çĕнĕ çулсем шыраттарать. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче районта налук законодательствине пăхăнассине пăхса пыракан комиссипе пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕпе кĕрешсе ведомствăсем хушшинчи тĕрлĕ сферăри ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Пĕрремĕш ыйтупа – ĕç рынокĕнчи лару-тăру тата халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу паракан республикăн тĕллевлĕ программи пурнăçланни çинчен – «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т. Антонова каласа пачĕ.

– Паянхи куна районта ĕçсĕррисем 139 çын. Ĕçсĕрлĕх шайне процентпа пăхсан, вăл республикăра чи пĕчĕкки: 0,6 процент. Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу паракан республикăн тĕллевлĕ программипе пирĕн района 12 миллион та 16 пин тенкĕ килнĕ. Кунсăр пуçне хăйсен ĕçне пуçарас текенсене пулăшма – 235 пин тенкĕ. Тăватă предприниматель валли килнĕ укçапа пĕтĕмпех усă курнă пулсан, республикăн тĕллевлĕ программипе килнĕ укçан 90 процентне çеç ĕçе кĕртме мел çитнĕ. Пур укçапа çителĕклĕ усă курманнисем шутĕнче «Ударник» хуçалăх (59,6 процент), «УК ЖКХ» чикĕллĕ яваплăхлă общество (76 процент), «ДЭП-146», «Автодорсервис», «Волгодорстрой» обществăсем (50-82 процент). Районти ытти вуншар предприяти уйăрнă укçапа пĕтĕмпех усă курнă.

Нумаях пулмасть республикăн тĕллевлĕ программине хушусем кĕртессипе кун çути курнă йышăнупа района çулталăк вĕçлениччен алла илме 5219 пин тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Унпа çулталăк вĕçлениччен туллин усă курмалла. Çулталăк пуçланнăранпа обществăлла ĕçе пурĕ 473 çынна вырнаçтарнă пулсан, асăннă программăпа районта 362 çынна обществăлла ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. Пĕтĕмĕшле вара 1276 çынна ĕç направленийĕ патăмăр, 73 çынна стажировкăна ятăмăр.

Халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу паракан республикăн тĕллевлĕ программи çитес çул та хăйĕн вăйне çухатмасть. Çак программăпа çитес çул усă курма предприяти-организацисенчен 12 миллион та 16 пин тенкĕлĕх заявка пур та ĕнтĕ. Вăл шутран 60 пин тенки инвалидсене ĕçе вырнаçтарма, стажировкăсем йĕркелеме 772,5 пин тенкĕ, обществăлла вырăнсенче ĕçлеме тата ĕçрен массăллă кăларса ярас хăрушлăхра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме 11 миллион та 184 пин тенкĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа пĕрлехи лару районти предприятисенче ĕç укçи тÿлесси мĕнле пулса пынине пăхса тухрĕ.

Кунти лару-тăрупа пухăннисене район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э. Симакова паллаштарчĕ. Чăвашстат кăтартăвĕпе 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 8474 тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 0,3 процент пысăкрах. Республикăри вăтам кăтарту 9042 тенкĕ пулсан, эпир ку виçепе 11-мĕш вырăнта тăратпăр. Чи пысăк ĕç укçи Красноармейски районĕнче – 13379,4 тенкĕ, чи пĕчĕкки Улатăр районĕнче – 7092,7 тенкĕ.

Ĕç укçин фончĕ пĕчĕкленни çине промышленность предприятийĕсенче производство чакнине кура ĕç укçи сахалланни витĕм кÿчĕ. Паянхи куна çак предприятисем – «Сеспель» тата Муркашри кирпĕч завочĕ – производствăна ÿстерсе пыраççĕ, пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ килсе çапичченхи çул çине тухса пыраççĕ.

Ял хуçалăхĕнчи вăтам ĕç укçи кăçалхи январь-август уйăхĕсенче 6543 тенкĕ пулнă пулсан, Ленин яч. хис., «Рассвет», «Хлебороб» хуçалăхсенче 3283 – 2743 тенкĕпе çеç танлашать.

Чăвашстат кăтартăвĕпе 2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕç укçи тÿлессипе парăмсем пулман. Çакна пăхмасăрах кризис вăхăтĕнче пĕр тĕллевпе ĕçленине нимĕн те çитмест.

Виççĕмĕш ыйтупа – экономика секторĕнчи организацисем налук обязательствисене пурнăçлани çинчен – район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Р. Ананьева каласа пачĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика