Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортзалсене çÿреме те пуçарулăх кирлĕ

28 октября 2009 г.

Спортзалсене çÿреме те пуçарулăх кирлĕ

Юлашки çулсенче сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пирки çĕршыв шайĕнче те нумай калаçаççĕ. Пирĕн республикăра та физкультурăпа спорт комплексĕсен шучĕ ÿссе пырать. Паллах, вĕсем хуласемпе райцентрсенче пурăнакансене ытларах тивĕçтереççĕ. Ялта пурăнакансен вара спортзалсемпе спорт площадкисем çине шанчăк ытларах хумалла. Вĕсемпе мĕнле усă кураççĕ-ха районта; Çак ыйту çине район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçине Зоя Юрьевна ДИПЛОМАТОВАНА хурав пама ыйтрăмăр:

– Хальхи вăхăтра физкультурăпа тата спортпа интересленекенсене тивĕçтерме районта пирĕн пурĕ 26 спортзал, тĕрлĕ площадкăсемпе тÿрем спорт сооруженийĕсем 95. Пĕлтĕр «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Кунсăр пуçне 7 тир тата вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлет. Вĕсем пулнипе ĕнтĕ кăçалхи 9 уйăхра район шайĕнче 16 тĕрлĕ спорт енĕпе пурĕ 47 ăмăрту ирттернĕ. Вĕсене хутшăнакансем тĕрлĕ ÿсĕмри 6 пин çын ытла. Каламалла, паянхи куна физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе спортзалсем ĕçлени пĕтĕмĕшле 40 процентпа, площадкăсем 60 процентпа çеç танлашаççĕ.

– Каçхи вăхăтра спортзалсене çÿрекенсем пур-и;

– Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 19 спортзал. Вĕсенче кăнтăрлахи вăхăтра физкультура урокĕсем иртеççĕ пулсан, каçхи вăхăтра вара çирĕплетнĕ графикпа тренировкăсем, вăйăсем йĕркелеççĕ. Ытларах чухне ял çыннисем волейбол, баскетбол тата мини-футбол вăййисене килĕштерни сисĕнет. Анчах та çамрăксем хушшинче тăтăш физкультура занятийĕсене çÿрекенсем сахал пулни пăшăрхантарать. Кашни çыншăнах сывлăх малти вырăнта пултăрччĕ. Çакна вара çамрăксем ăнланса илсен аван. Кашни ялтах социаллă активлă çынсем пуçарулăх кăтартсанччĕ.

– Юлашки вăхăтра спорт сооруженийĕсемпе эффективлă усă курасси пирки патшалăх шайĕнче те сахал мар калаçаççĕ. Пирĕн районта вĕсемпе çапла усă курма майсем мĕнлерех-ха;

– Çапла, ку ыйту паянхи кун питĕ актуаллă ыйтусен шутĕнче. Акă иртнĕ эрнере Канаш районĕнчи Шăхасанта иртнĕ республика канашлăвĕнче те çак темăпа, уйрăмах ФСК-сене эффективлă ĕçлеттерессипе, тĕрлĕ сĕнÿ-сем пулчĕç.

Пирĕн районти «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексне туллин ĕçлеттерес тесе çамрăксене, ĕçлекен çынсене унти занятисене явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕ акцисем ирттертĕмĕр. Анчах та усси сахалрах пулни курăнчĕ. Активлă кану, сывлăх пирки сахалрах шутлатпăр пулас. Ачасене вара паянхи куна бассейнра шыва кĕртессине йĕркеленĕ. Ку тÿлевсĕр пулса пырать. Мĕншĕн тесен пирĕн вĕренÿ саккун тăрăх тÿлевсĕр. Çапла майпа физкультура урокĕсен 20 проценчĕ çакăнта иртет. Анчах та районти 29 шкул хушшинче 17-шĕн çеç автобуссем пур. Апла пулсан хăш-пĕр шкулсемшĕн те ку ыйту пăтăрмахлă. Çуллахи вăхăтра та май пур таран шкулсем çумĕнче йĕркеленнĕ тĕрлĕ енпе ĕçлекен лагерьсене çÿрекенсене те çак занятисене явăçтарнăччĕ.

Çамрăксем пирки калас пулсан, вĕсене эпир, паллах, çапла майпа ФСК-на çÿреттерейместпĕр. Вĕсен хăйсенпурнăçĕ тата кун йĕрки. Малашлăх пирки те кашни тĕрлĕрен шутлать. Паянхи кун пирки те. Каçсерен спортзалсене тухса тĕрлĕ спорт вăййисене вылякан çамрăксем пурришĕн те савăнмалла.

– Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршывăн 2012 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Концепцинче çамрăксем хушшинче волонтерсен юхăмне йĕркелесе ярас пирки те сăмах пур. Спорт енне илсен те тен çак юхăма хутшăнас текенсем пулĕç.

– Çамрăксем хушшинче волонтерсем пулсан питĕ аван. Кам-ха вăл волонтер; Çак çын хăйĕн ирĕкĕпе пĕр-пĕр ĕçе йĕркелесе пурнăçăн мĕнле те пулин сферинче усă пама пултарать. Калăпăр, тирпей-илем кĕртессипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистессипе тата физкультура занятийĕсене йĕркелесе ярассипе те. Унăн ĕçĕ вара çынсемшĕн усăллă пулмалла. Пуçарулăх кирлĕ çамрăксен, вара пĕтĕмпех пулать. Ял тăрăхĕсем хастар çамрăксемсĕрех мар пулĕ тесе шутлатăп. Спортзалсем ĕçлеççĕ, площадкăсем пур. Апла пулсан сывлăхлă пуласси те, спортзалсемпе туллин усă курасси те кашнинченех килет.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика