Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри юратăва ĕçсех ярайман пулсан...

21 октября 2009 г.

Чунри юратăва ĕçсех ярайман пулсан...

– Тăхăн, тăхăн, тетĕп. Сана калатăп тăхăн тесе, – хĕрарăм кăшкăрни урамранах илтĕнет Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Çĕньял Шурчари пĕр килте. Районти ăнăçсăр çемьесем тăрăх тухнă районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделени ĕçченĕсем, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси членĕсем, социаллă хÿтлĕх пайĕн çемьесемпе ĕçлекен, районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ачалăха сыхлассипе ĕçлекен специалисчĕсем малтанах нимĕн те ăнланаймарĕç. Килте хĕрарăмсăр пуçне тата çитĕннисенчен кам та пулин пур пулĕ тесе шутларĕç. Пÿрте кĕрсен, тĕлĕннипе хытсах кайрĕç. Сĕтел патĕнче пĕчĕк хĕр ача тăрать. Ÿсĕр амăшĕ, С. Клинк, кухньăра пирус туртса лараканскер, ун çине кăшкăрать иккен. Упăшки Владимир Геннадьевич ĕçре.

– Эсĕ çак ача çине кăшкăратăн-и; – чун ыратнине те, тарăхнине те пытараймарĕç комисси членĕсем.

Çулталăкран кăшт çеç иртнĕ ача хăй тĕллĕн тумланма пултарайманнине те ăнланми пулнă-ши вара пуçне эрехпе минретнĕ 2 ача амăшĕ.

Пĕр эрне хушшинче ăнăçсăр çемьесенче пулнă май мĕн кăна курмарĕç пулĕ вĕсем.

Хумханмасăр каласа параймасть вĕсем çинчен районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ачалăха сыхлассипе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт И.С. Кабуркина. Кашни ялта тенĕ пекех пур вĕсем, ачисене эрех черккипе улăштарнă ашшĕ-амăшĕсем. Çитменнине çамрăксем ĕçке ерсе пыраççĕ. Çамрăк ача амăшĕсем пĕчĕк тĕпренчĕкĕсене çак ниме тăман усал шĕвекпе улăштараççĕ. Кĕçĕн Тутаркасри Т.Э. Аксакова ăнланать-ши хăй мĕн пысăкăш йăнăш тунине; Ачисем тăван амăшĕпе пурăнма май çуккипе тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ. Каçарĕç-ши вĕсем кайран амăшне; Йăнăша тÿрлетме пултарать-ха вăл. Кăмăл çеç кирлĕ çакна валли. Тата – хăй кун-çул панă ачасен пурнăçĕшĕн хăй яваплă пулса тăнине ăнланни.

Вомпăкассинче пурăнакан Е.Н. Сибякова вара хăçан кун пек тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасси пирки шутламалли те çук. Рейда хутшăнакансене вăл хăратсах пăрахрĕ. Ÿсĕр ним туйми çывăраканскер çинчен тÿрех мĕн шутлама пултартăр пырса кĕнĕ çын. Миçе хутчен калаçнă пулĕ унпа çÿлерех асăннă комисси членĕсем – анчах усси çук. 11 çулхи ывăлĕ хăй тĕллĕнех ура çине тăрать тет-ши;

Ильинка ял тăрăхĕнчи Хунтăкассинче пурăнакан Вера Василевнапа Алексей Михайлович Кабуркинсем мĕн тесе ĕçеççĕ-ши тата. Çын пурăнма май çук условисенче пурăнакан 6 çулхи ывăлĕ аттепе анне ăшши мĕн иккенне пĕлет-ши; Кабуркинсен вара пуçра та пĕр шухăш кăна: ăçтан эрех тупса ĕçмелле;

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Юрпашра та çук мар кун пек çемьесем. Валентина Витальевнапа Геннадий Гордианович Германовсен те нихăшĕн те пÿрт-çурт тасатма та, ача пăхма та вăхăт çук. Эрех ăшне путнăскерсемшĕн тăван килте ăпăр-тапăр купаланса выртни те ним те мар.

Вĕсенчен инçех те мар пурăнакан Е.В. Николаевана та намăс мар-ши; Аслă хĕрĕ амăшĕ ĕçнине пула кукамăшĕпе пурăнать. Тепĕр иккĕшĕ те хăйсене çуратнă амăшне сайра-хутра çеç урă кураççĕ. Юрать-ха, ашшĕ пăхать ачисене. Çемье йăлтах ун çинче тытăнса тăрать.

Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи И.Г. Софронова тата хăйĕн ывăл ача пурри çинчен манса кайман-ши; Иккĕленмелле çав. Çакăн çинчен асра тытса тăнă пулсан эрехпе иртĕхнĕ пулĕччĕ-ши; Асламăшĕ чирлемен чухне пăхатчĕ-ха мăнукне лешĕ. Халь вырăнпах выртаканскерне хăйне пăхмалла. Ираида Германовна ывăл çинчен те, ватă çын çинчен та манса кайнă. Иккĕшне те кÿршĕсем пăхаççĕ.

Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çĕньял Хуракасси ялĕнчи Т.В. Малыгина миçе хутчен ĕçме пăрахма сăмах паман-ши; Пĕр путсан, эрех ăшĕнчен тухма çăмăл мар пулĕ çав. Хальлĕхе вара мăшăрĕ пĕчченех тăрăшать-ха çемьешĕн.

Кашмашри Кирилловсем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши тата; Мĕн çинчен пулсан та, ачисем çинченех мар пулĕ çав. Çулла вĕсен ачине лагере кайма путевка сĕнчĕç районтан. Анчах та амăшĕ Елена Ивановна ачине лагере пуçтарса яма вăхăт «тупаймарĕ». Вăл ачашăн тăрăшнă вăхăтра ун вырăнне такам урăххи эрех ĕçесрен хăрарĕ-ши; Мăшăрĕ Геннадий Алексеевич аякран укçа туса килсен иккĕшĕ пĕрле ларса ĕçеççĕ. Вăл килте мар чухне те хĕрарăм пĕччен ĕçсех ларас мар, тесе шутламасть çав.

Юнкăри М.Г. Аргандеева тата хăçан тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвать-ши; Икĕ ачишĕн хăй пурнăç тĕрекĕ пулмаллине, килти тирпей-илем унран килнине ăнланса илсен тем пекехчĕ.

Çармăçкассинчи Сытинсем хальлĕхе ачисем çинчен шутлани курăнмасть-ха. Рейд вăхăтĕнче Ольга Георгиевна та, мăшăрĕ те ним пĕлми хыпса лартнăччĕ эрехе.

Хорнуй ял тăрăхĕнчи В.Г. Павлова хăçан ăнланса илĕ-ши тата эрех хуйха-суйха ирттерсе яма пулăшманнине. 6 тата 2 çулхи ачисене кам пăхать тесе шутлать-ши вăл;

Кĕрекаçри М.В. Черепановапа Э.Г. Еремеевана та эрех туслаштарать пуль çав. Рейд вăхăтĕнче Еремеевана кураймарĕç унта хутшăннисем. Черепанова вара хăйĕн ятне манса каймаллах ĕçсе лартнăччĕ. Çак икĕ юлташ хăйсен ача пуррине аса илеççĕ-ши; Марина Валентиновна пĕр хушă ĕçмен-ха. Халь кам ирĕксĕр карланкăран ярать-ши ăна;

Катькас ял тăрăхĕнче те ик юлташ пур. Пĕр-пĕрин патне час-час хăнана çÿреççĕ Кораккассинчи Р.Б. Яшковапа Г.М. Самойлова. Пĕррехинче Самойлова патĕнче ĕçнĕ чух районти «делегацирен» Яшкова ампара тарса пытаннăччĕ. Хальхинче вара Кораккасси хĕрарăмĕ «хăнасене» Чурикассинче пулăштухпах кĕтсе илес тенĕ курăнать. Рейда хутшăнакансем пынă чухне вăл шăпах хул хушшине пĕр кĕленче хĕстерсе Яшкова патне йăкăштаттаратчĕ.

Шел пулин те, чакмасть çакăн пек çемьесен списокĕ районта. Тата та малалла каласа кайма пулать вĕсем çинчен. Çурлатринчи Андреевсемшĕн те ачисенчен ытларах эрех хаклă.

– Эпир пырса кĕнĕ чух кĕçĕнни, çулталăк çурăри ачи пĕчченехчĕ килте. Мĕнле чĕнсен те, кăшкăрсан та никам та сас памарĕ, – лăпкăн каласа параймасть ниепле те Ираида Семеновна.

4 ача амăшĕ урайĕнче ним туйми ыйха путнă. Мăшăрĕ те урă мар иккен. Ачасен шăпи нихăшне те хумхантармасть пулас.

Чамăшри Васильевсен те 4 çулхи ачи çинчен шухăшлама вăхăт çук. Тепĕр иккĕшĕ çитĕннĕ ĕнтĕ. Рейд кунĕнче вĕсем ачине садика кайса илме те вăхăт тупайман: унта кайсан черкке сахалтарах лекет-çке.

– Ача садне хамăн каймалла пулчĕ, – хаш! сывлать И.С. Кабуркина. – Ачана хамăрпа пĕрле реабилитаци палатине илсе килме тиврĕ.

Ваттисен сăмахĕнче сăмах панине пурнăçласа 3 çул кĕтмелле, теççĕ те, Нискассинчи Н.В. Мясникова çакна лайăх асра тытать пулас. Вăл ĕçме пăрахма сăмах пани 2 çул кăна çитнĕ-ха. 2 çул çурăри пепкине хăй ÿсĕр чухне кам пăхать-ши;

Асăрханă-и эсир çурисене кăларса пăрахнине курса кушак юлашки çурине мăйĕнчен çыртса вĕçертменнине; Тилмĕрекен куçĕсемпе кил хуçи хĕрарăмĕ çине тинкернине; Чĕлхи пулсан, тем пекех ыйтăччĕ ачине хăварма. Хĕрхенчĕ хĕрарăм: тĕкĕнмерĕ юлашки çурине. Амăшĕ вара çурине çуларĕ, ачашларĕ, хăйĕн чĕлхипе калаçрĕ...

Ачисене эрех черккипе улăштарнă ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ывăлĕ-хĕрĕсене кушак çурине юратнă чухлĕ те юратмаççĕ иккен. Опекунсемпе пурăнакан 80 ачаран 31 тăлăх ача пулсан, ыттисем ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех вĕсен ăшшисĕр юлнăскерсем. Кăçал кăна çакăн пек 14 ачана тупса палăртнă. Вĕсенчен 13-шне опекунсем пурăнма илнĕ, пĕр ачана интерната вырнаçтарнă. Ватăлсан аса илеççĕ-ши вара вĕсем çинчен ашшĕ-амăшĕ; Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă 33 çын кая юлса та пулин хăйсем тунă йăнăша тÿрлетме шутлаççĕ-ши; Кăçал кăна 3 çынна çак правасенчен хăтарнă. Çапла майпа 4 ача çĕр çинчи чи çывăх çыннисем чĕрĕ-сывă çĕртех вĕсен хÿтлĕхĕсĕр юлчĕç. Хÿтлĕх çинчен калаçма-и кунта; Тепĕр çынна ашшĕ-амăш прависенчен чикĕлерĕç. Вĕсене хăйсене хÿтлĕх кирлĕ. Эрехрен хÿтĕлемелле. Анчах кăна никамăн та мар, хăйсен тумалла. Районти çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕнче кăçал пăхса тухнă 86 ашшĕ-амăшĕн те. Опека органĕнче учетра тăракан 92 ăнăçсăр çемьен çак лачакаран тухма вăй çитересчĕ. Унсăрăн вĕсенче çитĕнекен 203 ачашăн çемçе кукăльпе ăшă таса вырăн юмахри пек ĕмĕтре çеç юлĕ.

Пур вĕт-ха пач ют ачанах ашшĕ-амăш ăшшине паракансем. Кун пек çемьесем районта 11 йĕркеленчĕç, вĕсенче 15 ачана пăхма илнĕ. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле ачисем çинчен манса эрех ытамне ыткăнакан ашшĕ-амăшĕсен. Чунри юратăва вăратма нумай кирлĕ мар вĕт. Вăл упранать пулсан. Çÿлерех асăннă ашшĕ-амăшĕсем ăна ĕçсех яманнине шанас килет.

Л. ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика