Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти хушма хуçалăх – çемье бюджечĕн никĕсĕ

17 октября 2009 г.

Çапла пĕтĕмлетме пулать манăн паянхи ресспондентсен сăмахĕсене. Вĕсем вара пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ те ĕçлекенсемшĕн хăрушă маррине çирĕплетеççĕ. Эсир пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре куракан Александр Николаевич Никитин Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕнче пурăнать. Ялта пурăнакан та çанă тавăрса ĕçлесен тулăх пурăнма пултарнине ăнланса 8-мĕш çул ĕнтĕ çак çамрăк арçын килти хушма хуçалăхĕнче пĕршер гектар купăста çитĕнтерет. Çак ĕçри чылай вăрттăнлăха алла илнĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа хăйĕн пуян опычĕпе ыттисене те паллаштарма хирĕç мар Александр. «Купăста та хăйĕнпе ĕçленине, хăй тĕлĕшпе тимлĕ пулнине кăмăллать. Çавна кура тухăçне парать те», – терĕ сеткăна туллиех тултарнă купăстана черетлĕ тавар туянакана тыттарнă май шултра купăстасем çинчен йăл куллине ямасăр.

Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккăра пурăнакан Петр Николаевич Никитин та (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) килти хушма хуçалăхран пысăк тупăш ĕçлесе илме вĕренсе çитнĕ. Нумаях пулмасть вăл мăшăрĕпе 60 соттăй çинче çитĕнтернĕ çĕр улмие 8 тоннăна яхăн, 25 соттăй çинче туса илнĕ купăстана 600 килограмм тата 400 килограмм кишĕре Самарăна кайса сутса килчĕ. Ăнăçсăрах та мар. Пирĕнтен инçетри хулара Отарккăри пахчара ÿснĕ çĕр улми килограмшăн 11 тенкĕпе, купăста 14 тенкĕпе, кишĕр 15 тенкĕпе сутăннă.

– Вăт çавăн пек çаврăнкалатпăр. Такам çине шанса мар, хамăр тăрăшулăхпа хуçалăха аталантаратпăр. Пĕлтĕр 60 соттăй çинче купăста ÿстернĕччĕ пулсан, иртнĕ çу кунĕсенче çак продукцие 25 соттăй çинче туса илтĕмĕр, анчах çĕр улми лаптăкне 80 соттăй таран çитертĕмĕр. Иртнĕ çу кунĕсенчи ĕçсен ăнăçулăхĕ çитес çул валли паянах плансем хатĕрлеттерет. Кăçал хамăрăн пĕр гектарпа арендăна илнĕ тепĕр гектар çинче продукци туса илессипе туллин ĕçлерĕмĕр пулсан, кĕр кунĕсем çитес çул тепĕр икĕ гектар çĕр арендăна илесси пирки шухăшсем çуратрĕç, – каласа парать Тыр-пул уявĕнче харпăрлăхри автомашина çинчен уява пынисене çине-çинех купăста сутнă май Петр Николаевич ĕç ăнăçăвне тавар туянакансенчен пытармасăр.

– Чăваш Республикин Президенчĕпе республика Правительстви килти хушма хуçалăха аталантарма çул уçнине ырлатпăр кăна. Çакă вăл ял çыннисене хăйсен хушма хуçалăхĕпе тухăçлăрах усă курма май парать. Ялта çитĕнтернĕ экологилле таса продукцие вырнаçтарасси вара кăткăс ĕç мар, – мăшăрĕ пуçланă сăмаха малалла тăсса калаçать кил хуçи арăмĕ Галина Геннадьевна.

Тăрăшуллă мăшăр пахча çимĕç туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк усрассипе те ялта маттуррисенчен пĕри. Никитинсен килти хушма хуçалăхĕнче иртнĕ çу кунĕсенче 3 вăкăрпа пĕр ĕне пулнă пулсан, хастар ĕçченсем вăкăрсене тивĕçлĕ шая самăртса çитерсе тухăçлă вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Паян вĕсен картишĕнче икĕ сысна, вăкăр, пĕр ĕне тата 20 пуç ытла хур. Çитет темелле, анчах малалла пăхакансерсем хĕл каçарма 3 вăкăр усрава илесшĕн тата çăвăрлаттармалли 3 сысна ами туянасшăн.

– Вĕсенчен тулăх продукци илме пирĕн вăй-хăватпа ăс-хакăл çитет тесе шутлатпăр, – терĕç калаçу вĕçĕнче Галинăпа Петр Никитинсем. Паянхи куна илсен вĕсем пахча çимĕç сутнипе пĕрлех кашни эрнерех пасара тăпăрчă сутма тухаççĕ. Кунта та вĕсен продукцийĕ сутăнмасăр выртмасть.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика