Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фермерсене – грант

10:22 24 апреля 2013 г.

 

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви фермерсене грант парас ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Çулталăк каялла республикăри ял хуçалăх производствинче тăрăшакан пуçаруллă та пултаруллă 51 фермер патшалăх уйăракан субсидие тивĕçрĕ, унăн калăпăшĕ 1,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле илсен фермерсен ытларах пайĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлет, çавăн пекех ял хуçалăх культури ÿстерессипе те ĕçлет.

Патшалăх пулăшăвне тивĕçессинчи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе Н. Костинăпа калаçрăм.

– Ял хуçалăх продукцине туса илессинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи пысăк. Патшалăх хушма хуçалăх тытакансем майĕпен хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелес ĕç çине куçассине тĕпе хурать. Çавна май вĕсене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе иртнĕ çул Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 287 " Постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Развитие семейных животноводческих ферм на базе крестьянских (фермерских) хозяйств на 2012 – 2014 годы» программа йышăнчĕç. Çемье фермин пĕлтерĕшĕ тата унпа çыхăннă йĕркелÿ «О крестьянском (фермерском) хозяйстве» 74 " Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Виçĕ çуллăх йĕркеленĕ программăна республика шайĕнче туллин пурнăçлама 664,9 миллион тенкĕ пăхса хунă. Ăна тĕрлĕ тапхăрпа вăя кĕртнĕ май 101 çемье ферми, 140 хушма ĕç вырăнĕ тумалла. Районта вара 2013 çулта çемье фермине пĕрререн кая мар йĕркелемелле. Программăна хутшăнакансем фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем пулма пултараççĕ.

Асăннă программăна çак категорие кĕрекен ĕçченсене пулăшас, хушма хуçалăх тытакансене çак юхăма кĕртес, çапла майпа ял çыннисене тĕллевлĕ курăмлă пулăшу кÿрес тесе йĕркеленĕ. Харпăр хăй ĕçне пуçарас текен çыннăн малтан регистрациленмелле. Çемье ферми йĕркелекенсем валли кăçал республика шайĕнче 33 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

Саккунпа килĕшÿллĕн çак йĕркепе пулăшăва тивĕçес текенсен çемье ферми çĕнĕрен çĕклемелле е реконструкцилемелле, е тата малашнехи ĕçре кирлĕ оборудованипе комплектламалла. Çавăн пекех ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелессипе тимлемелле. Типлă проекта тĕпе хурса ферма çуртне çĕклессине, реконструкцилессине, модернизацилессине, çавăн пекех инженери инфраструктурине йĕркелессине финансласси сакăр çуллăх панă кредитпа пурнăçламалла.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар, пĕтĕмĕшле илсен выльăх-чĕрлĕх продукчĕ туса илесси кивĕ технологипе пурнăçланать. Çакă, паллах, пысăкрах тупăш тата пысăк пахалăхлă продукци илессинче чăрмав кÿрет. Çĕнĕ технологи çине куçма тата пахалăхлă продукци илесси патне пырас ĕçре сĕт сивĕтмелли танксене, ытти оборудование, системăна вăя кĕртмелле. Патшалăх программи экофермăсенче экологиллĕ таса продукци туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма хистет. Экоферма системине малалла аталантарнă май ăна «Экокластер» шайне çитерме тăрăшмалла. Пахалăхлă продукци туса илессинче органика мелĕпе усă курмалла. Çак тата ытти утăмсене тĕпе хурса суту-илÿ ĕçĕнче «Чувашский биопродукт» логотиппа анлă усă курмалла, çавăн пекех «Органика» магазин сечĕсемпе ытларах ĕçлемелле. Программа туллин пурнăçланнă май хамăр туса илнĕ пысăк пахалăхлă та экологи енчен таса продукцие Раççей рынокне кăларма тăрăшмалла.

Асăннă программăна «программăна хутшăнакан» статус илнĕ çынсем хутшăнаççĕ, çакна комисси йышăнăвĕпе çирĕплетеççĕ. Документсене майăн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕсен чи малтан проект, смета, бизнес-план кирлĕ. Пĕтĕм информацие Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче тупма пулать. Эпĕ предпринимательсене пуçаруллăрах пулма ыйтасшăн, çавна май патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма сĕнесшĕн.

Р. Илларионова

калаçнă. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика