Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тирпей-илем кĕртме вăхăт

10:11 24 апреля 2013 г.

 

Çурхи кунсем çитрĕç. Юр ирĕлсе пĕтет, уй-хирсенче ака-суха ĕçĕсем пуçăнаççĕ, пĕтĕм тĕнче хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлме, ешерме, ешĕл тумтир тăхăнма тытăнать. Шăпах çак вăхăтра хĕлĕпе пухăннă тĕрлĕ тасамарлăх çиеле тухать, тавралăх илемне варалать.

Владимир НИКИТИН, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ:

– Çурхи кунсем çитнĕ май хамăрăн тавралăха, территорисене, урамсене, çулсемпе вĕсен хĕррисене пĕтĕм тасамарлăхран тасатса тирпейлесси малти вырăна тухать. Ахальтен мар ĕнтĕ администрацин ответлă ĕçченĕсемпе эрнесерен ирттерекен планеркăсенче те, ытти тĕрлĕ мероприятисенче те асăннă ыйту юлашки вăхăтра кун йĕркинчен тухмасть.

Май уйăхĕ çитсе килет. Çуркуннепе ĕç уявне, Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тăвăпăр. Унччен вара территорисене тирпейлесе йĕркене кĕртсе çитерес пулать. Тĕрĕссипе тасалăх, тирпей-илем такам валли мар, хамăршăнах. Çак ĕçе такам хушни-хистенипе мар, чун туртнипе туса пымалла, çак туйăм кашнин чунĕнче пулмалла.

Çитес эрне кунпа шăмат кунах территорисене тасатассипе вырăнсенче субботниксем йĕркелес пулать. Кашни предприятипе организацин хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксем пур. Çак кунсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн «Моргаушское» предприятийĕ субботниксенче пухăннă çÿп-çапа Муркаш тата Ярославка ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен тиесе тухса полигона турттарса каяссине йĕркеленĕ ĕнтĕ.

Çулсене тасатса тирпейлес ĕçсем пуçăннă темелле. Çĕр кушăхса пынă май çул хĕррисене, çул айккисене çÿп-çапран тасатассине йĕркелес пулать.

Иртнĕ çул çĕнĕ полигона пĕтĕмпе 12 пин кубла метр йăла каяшĕ, çÿп-çап турттарса тухнă. Вăл шутран 7 пин кубла метр – нумай хваттерлĕ çуртсенчен, 2,5 пин ытла кубла метр – ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен. Хальхи вăхăтра ял çыннисем килти хуçалăхсенчен тĕрлĕ каяш турттарса кайнăшăн пĕр пус та тÿлемеççĕ. Çакă пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен «ĕнси» çине ларать. Ку енĕпе йĕрке тумах тивет.

Çÿп-çапа ял тăрăхĕсен хăйсен транспорт хатĕрĕпе те турттарса кайма май пур. Ун пек чухне вĕсен утилизаци хакне кăна тÿлемелле пулать.

Иван МЕШКОВ, Муркашри 37 № пушар чаçĕн пуçлăхĕ:

– Территорисене тасатнă май чылай чухне çÿп-çапа, типĕ курăка чĕртсе çунтарассине йĕркелеççĕ. Ку вара пушар тухас хăрушлăхпа çыхăннă. Уйрăмах типĕ курăка вут тивертни хăрушлăх кăларса тăратать. Курăк çуннипе çуллен пушарсенче вăрмансем кĕлленнĕ, çынсен пурăнмалли çурчĕсемпе ытти хуралтисем, хуçалăхсен çурт-йĕрĕ шар курнă самантсем сахал мар. Çулăмра çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Курăк çуннипе çавăнти çĕр пулăхлăхĕ чакать, таврана тĕтĕм-сĕрĕм сарăлать.

Çавна аса илтерсе хăварасшăн. Раççей тата республика шайĕнчи законодательствăпа килĕшÿллĕн типĕ курăка тата ытти ÿсен-тăрана тивертсе çунтарнăшăн административлă майпа явап тыттарма пăхнă. Çавăнпа та çÿп-çапа çунтарма алла шăрпăк тытиччен пушар хăрушсăрлăхĕ, харпăр хăй ответлăхĕ пирки аса илни ытлашши пулмĕ.

В. ШАПОШНИКОВ. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика