Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Купăста вăрлăхĕ акрĕç

10:08 24 апреля 2013 г.

 

Юнкă ял тăрăхĕнчи «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе паянхи йывăрлăхсене çĕнтерсех ял хуçалăхне мал туртăмлă аталантарма май пуррине кăтартса парать. «Йывăрлăхсене çĕнтересси, ыранхи куна пăхса ĕçлесси пурнăç ыйтакан çĕнĕ технологисене çул памасăр тата энерги перекетлекен техникăна хире кăлармасăр пулмасть. Çакна пирĕн патăмăрта вăй хуракан кашни ĕçченех ăнланса илчĕ. Ăна кура ĕнтĕ тупăш çулĕ уçăлать те», – терĕ кĕске калаçура общество ертÿçи Валерий Кондратьев.

Çакна каласа хăвармалла, юлашки çулсенче асăннă общество пахча çимĕç туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тĕлĕшпе кунта теплицăсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ, уй-хирте те ĕç кал-кал пырать. Иртнĕ кунсенче уй-хир ĕçченĕсем 10 гектарлăх калча ÿстерме теплицăна купăста вăрлăхĕ акса хăварчĕç. Иртнĕ çултанпа Юнкăсем ыхра туса илес ĕçе пуçăнчĕç. Ку ĕçе производство хăватне кĕртме вăрлăх çителĕклĕ кирлĕ. Çакна шута хурса общество пĕлтĕрхи пекех кăçал та вăрлăхлăх ыхра лартассипе ĕçлеме план тунă.

– Теплицăсем пур, туса илнĕ продукцие çĕнĕ технологисене пăхăнса упрама складсемпе хранилищĕсем те çителĕклĕ. Апла пулсан производство хăватне ÿстермелли çеç юлать, – терĕ эпĕ пынă чух ятарлă касетăсене купăтса вăрлăхĕ акакансен пĕр ушкăнĕ. Вĕсем: Веналий Миронов, Наталья Миронова, Ольга Сытина, Нина Кулькова.

«ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри çĕнĕ-лĕхсем пирки калаçнă чух çакна та палăртса хăвармалла. Хуçалăх кăçал çĕр пулăхлăхне ÿстерме 100 гектар горчица акма пăхса хăварнă. Ку вăл 72 гектар çĕр улми лартмаллине тата 660 гектар çуртрисем акмаллине пăхмасăр.

А. БЕЛОВ. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика