Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи информаци кунĕнчен

11:32 20 апреля 2013 г.

 

Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ апрелĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Ку хутĕнче районти предприятисемпе организацисенче пулса вырăнсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеме республика тĕп хулинчен Чăваш Республикинчи çынсене ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов ертсе пыракан ушкăн килчĕ.

Республика представителĕсем çав кун район администрацийĕн тата федераллă структурăсен районти представительствисен ответлă ĕçченĕсемпе пĕрле Муркашпа Мăн Сĕнтĕр тата Чуманкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ĕç коллективĕсенче пулса курчĕç, çынсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене паян канăç паман ыйтусем çине хуравларĕç. Çавăн пекех информаци ушкăнĕн членĕсем район администрацийĕнче çынсене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнассине йĕркелерĕç.

Тĕл пулусенче экологи субботникĕсем йĕркелесси, Йывăç кунне ирт-тересси, ялсемпе çулсене тата çул хĕррисене, масарсене тасатса тирпейлесси, республикăра 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта пĕтĕмĕшле вĕренÿ системине модернизацилессин комплекслĕ ĕçĕсем, эрех ĕçнипе кĕрешесси пирки сăмах пычĕ.

 

Эрех ырă патне илсе пымасть

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М. Архипов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи И. Дмитриева чи малтанах «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулчĕç, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç.

Тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район пурнăçĕпе паллаштарнă май çÿлерех асăннă ыйтусемпе районта мĕнле лару-тăру пулни çинче те тĕплĕн чарăнчĕ.

Паян юр хăвăрт ирĕлнине пула çÿп-çап куç умне тухма пуçларĕ. Хĕвел хытă хĕртнипе çĕр те часах типет. Çавăнпа та ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтупа ĕçлеме шăпах вăхăт. Ростислав Николаевич ку ыйтăва шăмат кун иртекен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче те сÿтсе явассине палăртрĕ. Майăн 1-мĕшĕччен пур çĕрте те тирпей-илем ĕçĕсене туса ирттермеллине палăртрĕ.

Вĕренÿ системине модернизацилессине илсен, çакна палăртмалла. Районта пĕлтĕр ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кăçал вара асăннă программăпа килĕшÿллĕн 4 шкула (Мăн Сĕнтĕр, Сосновка, Йÿçкасси, Нискасси) тĕплĕ юсамалла. Тата Шурча шкулне ял тăрăхĕсен территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем пурнăçламалли программăпа килĕшÿллĕн тĕплĕн юсама палăртаççĕ. Çакна валли республикăран пурĕ 5 млн. та 393 пин тенкĕ уйăраççĕ. Район бюджетĕнчен тата 1 млн. та 400 пин тенкĕ патне укçа пăхса хăварнă çакна валли.

Иртнĕ çул Муркаш шкулĕн столовăйне тĕплĕн юсаса çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă пулсан, кăçал çак ĕçе малтан тепĕр 3 шкулта туса ирттерме палăртнăччĕ. Республика 6 шкулта çак ĕçе туса ирттерме пулăшма шантарнăран вара списока пысăклатас енĕпе шухăшлаççĕ районта. Республикăран уйăракан укçа-тенкĕ çумне районта тата тепĕр 5 млн. тенкĕне яхăн укçа тупма тивет.

Халĕ вара чуна ыраттаракан ыйту патне куçар. Юлашки вăхăтра эрехпе ытларах иртĕхме пуçларĕç çынсем. «Мĕн пур инкек, хуйхă-суйхă эрехпе иртĕхнинчен пуçланать», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра, акă, йăлари харкашусен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Упăшки арăмне хĕненĕ, кÿршĕ тепĕр кÿрше патак çитернĕ. Е тата больницăна ытларахăшĕ эрехпе иртĕхнине пулах лекет: спирт пур шĕвекпе наркăмăшланаççĕ, нумай вăхăт ĕçнине пула малтанхи чирсем «пуçĕсене çĕклеме» пуçлаççĕ. Çул çинче те ÿсĕр водительсене, пассажирсене пула инкексем пулсах тăраççĕ. Мĕн патне пыратпăр капла;

Е тата «фанфуриксем» патне таврăнар. Район администрацийĕ республикăна сĕнÿпе тухнă хыççăн почтальонсем ăна килĕрен киле çÿресе сутма пăрахрĕç: усси пулчĕ. Анчах та ку ыйту Раççей шайĕнче нормативлă право акчĕсем йышăнмасăр пĕтĕмпех татăлса пĕтмест.

Халь тата тепĕр çакнашкал пулăм куç умне тухать. Райпо магазинĕсенче йÿнĕ одеколонсене ещĕкĕ-ещĕкĕпех сутма пуçларĕç. Паллах, ăна сутма никам та чармасть. Анчах та ĕçекен çынсем ăна 5–6 кĕленчене харăс сапăнма мар, ĕçме илнине сутуçăсем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та укçа тăвас ыйтăва кăшт хыçарах хăварса çынсем çинчен шухăшласан, тен, урăх таварсем ытларах сутса услам туни вырăнлăрах мар-ши; Çак шухăша палăртсах каларĕ Ростислав Николаевич.

Е тата аякка ĕçлеме каякансене илер. Пĕр енчен вĕсем бюджета пĕр тенкĕ налук та тÿлемеççĕ. Тепĕр енчен вĕсен социаллă хÿтлĕх çук: аманса таврăнаççĕ, вилсе килекен тĕслĕхсем те пулмарĕç мар районта. Пенсие тухма вăхăт çитсен, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М. Архипов каланă пек, вĕсем хăйсем те çакна туйса илеççĕ. Мефодий Михайлович пирĕн районта пурăнакансен 10 проценчĕ аякка кайса ĕçленине палăртрĕ. Ытти районсенче ку кăтарту 20–30 процентпах танлашать. Анчах ют çĕрте те эрех ĕçекенсем кирлĕ мар.

Эрехпе иртĕхни пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха та вирлĕн пырса çапать. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн директорĕ Н. Любимов каланă тăрăх, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлейменнисем – эрехпе иртĕхекен çемьесем.

М. Архипов пĕрлехи информаци кунĕн 2-мĕш ыйтăвĕ çинче чарăннă май кăçалтан пуçласа шкулсенче физика тата математика класĕсем уçмаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен паян техника тĕлĕшĕнчи специалистсем çитмеççĕ: инженерсем сахал, сварщиксем тата ытти çакнашкал професси çыннисем çите-лĕксĕр. Çав вăхăтрах вара ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче учета илнĕ экономистсемпе бухгалтерсем, юристсем ытлашшипех.

Тирпей-илем кĕртес ыйтупа Мефодий Михайлович çакна палăртрĕ: йывăçсене лартса хăварни кăна çителĕксĕр, вĕсене сыхласа хăвармалла.

Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явма кĕртнĕ ыйтусемпе Муркашри кирпĕч заводĕнче те уçă калаçу пулчĕ. Унăн директорĕ Ю. Петров каланă тăрăх, эрех-сăра проблеми кунта çук.

Заводра 150 çын ĕçлет. Уйăхне 1 млн. та 200 пин – 1 млн. та 400 пин штук кирпĕч кăлараççĕ. Çулталăкне 14 млн. та 800 пин кăларма пулать. Кăçал ку плана тултарма тĕллев лартнă. Малтан 4 бригада ĕçленĕ пулсан, халĕ вара 2 сменăри 3 бригада çыннисемех çавăн чухлех ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул завод 10,5 млн. тенкĕ таса тупăш тунă.

Юлашки çулсенче предприятире çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртес, машинăпа трактор паркне çĕнетес ыйтупа ытларах тимленĕ пулсан, халĕ вара рабочисен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе нумай ĕç тума палăртнă. Ĕç укçи те предприятире пĕчĕк мар: 14 пин тенкĕрен те иртет. Çулла тата та пысăкрах вăл. Кирпĕче вара Чулхула, Ульяновск облаçĕсенче, Тутарстанра тата ытти хуласемпе республикăсенчен хапăл тусах туянаççĕ. Ку вăл хамăр республикăри предприятисене шута илмесĕр.

Тĕл пулура куллен хумхантраракан ыйтусене те хускатрĕç. Вĕсем çĕнĕ тасатмалли сооружени тăвассипе, шывпа, электричествăпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пур ыйтусем çине те тулли хуравсем пачĕ.

Л. ПАВЛОВА.

 

Ытларах хамăртан килет мар-и.

Чăваш Республикин тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ертсе пыракан ушкăн Чуманкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ушкăн йышĕнче çавăн пекех район пуçлăхĕ – Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев тата район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева.

Пĕрремĕш тĕл пулу Чуманкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче иртрĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов, вырăнти актив, депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕсемпе старостăсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, «Малыш» ача сачĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Игорь Васильевич хăйĕн сăмахĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнипе пĕрлех çитсе килекен çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те сăмах пуçарчĕ. Çакна ăнланмалла та. Ял çыннишĕн паян унран ответлăрах та пĕлтерĕшлĕрех ĕç çук та темелле. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан чăвашсем авалах.

Пĕтĕмĕшле илсен кĕрхи культурăсем япăх мар хĕл каçнине палăртрĕ Игорь Николаев. Кĕрхи тĕш тырă культурисене иртнĕ çул 4347 гектар çинче акса хăварнă. Вĕсен 90 процентне яхăн сыхланса юлнă. Çурхи ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Çурхи тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 11 пин гектара яхăн лаптăк çинче акса хăвармалла, çĕр улми 1000 гектар ытла лартмалла. Ака-суха ĕçĕсене агротехникăпа пăхнă сроксенче, пахалăхлă ирттересси пирки те манма кирлĕ мар. Ку енĕпе вара Чуманкассисен пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук-ха. Хуçалăхăн аталану çулне вăхăт ыйтакан требованисене тĕпе хурса йĕркелесе пыма тăрăшмалли куçкĕрет.

Республика представителĕ Татьяна Дмитриевна тĕл пулусенче 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле вĕренÿ системине модернизацилессипе пурнăçламалли комплекслă ĕçсене ытларах тимлĕх уйăрчĕ. Ку тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ икĕ саманта уйрăммăн палăртрĕ вăл: кусем вĕсем шкулсенче юсав ĕçĕсем туса ирттересси тата учительсене пахалăхлă, тухăçлă, чуна парса ĕçлеме хавхалантарса пырасси.

Кăçал республикăра 115 шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Çав тĕллевпе 144,2 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Педагогсен ĕç укçи вара çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăри вăтам ĕç укçи шайĕпе танлашмалла.

Модернизаци программипех 2014 çул тĕлне пур шкулсене те спорт оборудованийĕсемпе тивĕçтерсе пĕтерме пăхнă. Шкул мастерскойĕсенче те ачасене ĕçлеме кирлĕ условисем пулмалла. Кунпа пĕрлех çывăх малашлăхрах пуçламăш классенчи ĕç вырăнĕсене автоматизацилессин, электронлă журналсемпе тата электронлă дневниксемпе усă курма тытăнассин, шкултах ачасене техника специальноçĕсене алла илме майсем туса парассин, инженер класĕсем йĕркелессин, шкул столовăйĕсенче апатланассин пахалăхне лайăхлатассин, шкул автобусĕсен паркне çĕнетессин, инвалид ачасене дистанци мелĕпе вĕренме пулăшассин задачисене татса пама тивет. Патшалăх шайĕнчех вĕренÿ тытăмĕ çине юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрни ăнсăртран мар. Малашлăх паянхи çамрăксен аллинче тетпĕр, шăпах вĕсен татса памалла пулать малашне умри задачăсене те.

«Педагогсен, культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстермелле теççĕ. Çавна валли укçи-тенкине ăçтан тупĕç-ха;» Çакăн пек ыйту та пулчĕ тĕл пулусенче. Рената Иосифовна ку тĕлĕшпе çавна палăртрĕ. Учительсене ĕç укçи хушса тÿлеме кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли республика бюджетĕнчен 8,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн чухлех иккĕмĕш çур çул валли те уйăрасса шанăç пур. Кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе пĕтĕмĕшле вĕренÿ системинчи учительсен шалăвĕ районĕпе вăтамран 15,5 пин тенкĕпе танлашнă. Çулталăк тăршшĕпе ĕç укçине кашни квартал пуçламăшĕнчех ÿстерсе пыма пăхнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вăл 19 пин тенкĕ ытла пулмалла.

Хушма вĕренÿ системинче тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçи çак вăхăта вăтамран 12 пин тенкĕ ытла. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ача сачĕсен воспитателĕсен вăл вăтамран 16 пин тенкĕ, хушма вĕренÿ системин ĕçченĕсен 14,4 пин тенкĕ пулмалла. Культура ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11 пин тенкĕрен кая пулмалла мар. Анчах та çак задачăна татса пама укçа-тенкĕне вырăнти бюджетран уйăрас пулать. Сумми пĕчĕкех мар, 8 миллион тенкĕне яхăн. Çавăнпа та хăш-пĕр капиталлă ĕçсем пурнăçлассине те çĕнĕрен пăхса тухма тивесси вăрттăнлăх мар.

Модернизаци программипе кăçал районти 4 – 5 шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттерме пăхнă. Йÿçкасси, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче канализаци системисене йĕркене кĕртмелле, чÿречесене улăштармалла. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕпе Ярапайкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче Шурча шкулĕпе Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерме палартнă.

2004 – 2006 çулсенче туса кăларнă шкул автобусĕсене çĕннисемпе улăштарас ĕç пырать. Иртнĕ çул района çĕнĕ автобуссем 5 уйăрса панă пулсан, кăçал 3 килмелле.

Чуманкасси шкулĕпе ача садĕнче условисем япăх мар. Пÿлĕмсенче таса, тирпейлĕ, хăтлă. Нумаях пулмасть шкулпа ача сачĕн çийĕсене çĕнĕрен витме май тупнă, пластик çÿречесем лартнă. Халĕ вара вĕсене хутса ăшăтма хăйсен котельнăйĕсене тăвассин ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен тĕп котельнăйран ăшă илсе тăни питех те хакла кайса ларать. Шкул директорĕ Валерий Васильев шутланă тăрăх хăйсен котельнăй пулсан çулталăкне 400 пин тенкĕне яхăн перекетламе май килĕччĕ. Халĕ вара шкула хутса ăшăтнăшăн çуллен 850 пин тенкĕ ытла тухса каять.

Валерий Михайловича хальхи пек каласан оптимизаци ыйтăвĕ те канăç памасть. Шкулта ĕçлекенсен шалăвне ÿстернĕ май штата самаях чакарма пăхнă. Вĕрентекенсен вара уроксен шучĕ ÿсет. Çавăнпа та вĕренÿ пахалăхĕн ыйтăвĕсем шухăшлаттараççĕ ăна.

Çурхи кунсем çитсе килнĕ май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Çак тапхăрта тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, территорисене тасатассипе субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак ĕçсене пуçăнма вăхăт ĕнтĕ. Кун пирки те калаçу пулчĕ тĕл пулусенче. Тасалăхпа тирпейлĕх вара хамăршăнах. Кунта укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тăккаланас çук. Çÿп-çапа территорисенчен тиесе полигона ăсатассине çывăх вăхăтрах йĕркелеме шантарчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов.

Тирпей-илем пирки сăмах пуçарнă май ял çыннисенчен хăшĕсем юрăхсăра тухса пыракан пĕвесене, кĕперсене юсаса майлаштарассин ыйтăвĕсене те хускатрĕç. Анчах та хуравне паракансем те хăйсем хушшинчех тупăнчĕç: «Мĕншĕн сире такам пырса туса памалла; Хăвăр валли вĕт ку пĕтĕмпех. Эпир кун пек ыйтусене никам хушмасăрах, хамăр вăйпа-йышпах татса паратпăр вĕт-ха». Кунта урăх хушса нимех те калаймăн.

Эрех ĕçнипе кĕрешесси – кулленхи ыйту. Ку проблема Чуманкассисен те çук мар. Уйрăмах пахалăхсăр тĕрлĕрен спирт шĕвекĕсем, сăмакун сутакансемпе кĕрешĕве вăйлатмалла. Çын сывлăхĕ çинче укçа туни чыссăр япала. Ку çула пÿлессинче вара пур майсемпе те усă курас пулать. Кун пек çынсене халăх умĕнче намăслантарни те, административлă айăплав мелĕпе усă курни те, ăнлантару ĕçне лайăхрах йĕркелени те кирлех. Чи пĕлтерĕшли вара – эрехпе кĕрешесси пĕтĕм халăх ĕçĕ пулса тăмалла. Уйрăмах çамрăксене эрех серепине çакланасран сыхласа хăварас пулать.

Ял çыннисем тĕл пулусенче пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те хускатрĕç. Çапах та вĕсенчен ытларахăшĕ çакăн пек тĕв турĕ: хамăрăн пурнăçа лайăхрах тăвас тесен хамăр çине ытларах шанас пулать. Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать тени паянхи куншăн уйрăмах актуаллă.

В. ШАПОШНИКОВ. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика