Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Черетсĕр лару

11:28 20 апреля 2013 г.

 

Депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн 2013 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнчи 31 " хушăвĕпе депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 26-мĕш ларăвне район администрацийĕн ларусен залĕнче апрелĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре пухма йышăннă.

Ларура пăхса тухма кун йĕркине çак ыйтусене кĕртме сĕннĕ: «РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн 2013 çулхи 1-мĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен», «Районти пĕчĕк тата вăтам предприятисен аталанăвĕ çинчен», «Депутатсен районти Пухăвĕн 2012 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи С-23Ÿ3 " «Муркаш районĕн 2013 çулхи тата планланă 2014-мĕшпе 2015-мĕш çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Муркаш районĕн муниципаллă пурлăхне приватизаци тăвассин условийĕсем пирки йышăну тăвассин йĕрки çинчен», «Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассин йĕрки пирки положени çирĕплетесси çинчен», «Муркаш районĕн муниципаллă пурлăхне 2013 – 2014 çулсенче приватизаци тăвассин прогноз планĕ (программи) çинчен», «Муркаш районĕн муниципаллă ятарлă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн çурт-йĕрне уйăрса памалли йĕркен положенине çирĕплетесси çинчен», «Муркаш районĕн харпăрлăхĕнче шутланакан çĕр участокĕсене тата Муркаш районĕн территорийĕнчи патшалăх харпăрлăхĕнче шутланман çĕр участокĕсене арендăна памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен», «Муркаш районĕн территорийĕнче обязательнăй майпа тивĕçтермелли муниципаллă услугăсен переченне çирĕплетесси çинчен», «Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчи пурлăха тÿлевсĕр майпа Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн харпăрлăхне парасси çинчен», «Депутатсен районти Пухăвĕн 2012 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи С-24Ÿ1 " «Муркаш районĕн пуçлăхĕн должноçне, Муркаш районĕн муниципаллă должноçне йышăнакан çынна протокол мероприятийĕнче, служба командировкинче тата официаллă ытти мероприятире илнĕ парнене памалли (укçан памалли) йĕркене çирĕплетесси çинчен», «Административлă комисси çинчен», «Наградăлама тăратасси çинчен».

Хамăр инф. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика