Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Н. Никольский çуралнăранпа – 135 çул

11:26 20 апреля 2013 г.

 

Чăвашсен пĕрремĕш ăсчахĕ, чăвашсен пĕрре-мĕш хаçатне пуçарса янă Н. Никольский профессор çуралнăранпа кăçал 135 çул çитет. Паллă тĕпчевçĕне, этнографа, историка – пирĕн сумлă ентеше халалласа районта уяв мероприятийĕсем чылай палăртса хунă. Вĕсене хатĕрленсе ирттерессипе район администрацийĕн йышăнăвĕпе йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Унăн пĕрремĕш ларăвĕ кĕçнерни кун иртрĕ.

Комитет членĕсем чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем майăн 17-мĕшĕнче пулмаллине палăртрĕç. Никольский ячĕллĕ паркра çак кун халăх ăстаçисен «Кун-çул эрешĕсем» ятпа курав ĕçлемелле, кунтах «Айтăр вăййа тухар-и;» ятпа чăвашсен уявĕ иртет. Регион шайĕнчи наукăпа практика конференцине хутшăнакансем те çак кун Никольскийăн тăван кĕтесне пухăнаççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Н. Никольский ячĕллĕ парка тирпей-илем кĕртес ыйтăва та, асăннă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерессине те куçран вĕçертмелле маррине палăртса каларĕ.

Çак кунччен те, ун хыççăн та районти Культура учрежденийĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасемпе çамрăксен, аслă ÿсĕмри çынсен тавра курăмне анлăлатма май паракан чылай мероприяти ирттерме пăхса хунă. Уява халалланă мерпроиятисем шутĕнче спорт ăмăртăвĕсем те пур, вĕсем шутĕнче «Хыпар» хаçат кубокĕпе парнисемшĕн иртекен çăмăл атлетика кросĕ те.

Н. Николаева. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика