Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Преступленисене асăрхаттарасси пĕлтерĕшлĕ

11:18 17 апреля 2013 г.

 

РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕн Евгений ПЛЕЧОВ

подполковникăн докладĕнчен:

«Пĕрремĕш кварталти кăтартусемпе пирĕн районта преступленисем пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 15 процент чухлĕ чакнă. Çак вăхăтрах вара çынсенчен килнĕ пĕлтерÿсемпе хыпарсем самаях нумайланнă (883-рен – 1352-не). Шел пулин те преступленисене уçса парассин кăтартăвне пĕлтĕрхи шайра тытса тăраймарăмăр.

Преступленисенчен ытларахăшĕ – превентивлисем тата ют пурлăха вăрлани. Хальлĕхе уйрăмах хăрушă преступленисем, хурах пуснă, çаратнă тата хулиганла тĕслĕхсем пулман.

Оперативлă лару-тăрăва тишкерни çакăнпа пĕрлех пурнăçласа çитерейман ыйтусене уçăмлатать. 1-мĕш кварталта ют пурлăха вăрлани, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене тата транспорт хатĕрне эксплуатацилессине пăсни пĕлтĕрхинчен ытларах пулнă. Превентивлă преступленисене тупса палăртасси те хавшать. Экономика сферинчи преступленисене, наркотиксен тата хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси тимлăх ытларах ыйтать. Дознанипе следстви подразделенийĕсен те ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатма майсем пур.

Преступленисене уçса парассинче шыраври çынсене тупса палăртассин тÿпи те пĕчĕк мар, çак ĕçе лайăхлатмалла. Хыпарсăр çухалнисене тупассипе те ĕçе эффективлăрах йĕркелемелле. Иртнĕ çулсенче шырава пĕлтернĕ çынсене, шел пулин те, тупса палăртман.

Обществăлла вырăнсенче, вăл шутра урамсенче тунă преступленисем сахалланнине палăртмалла. Асăрхаттару енĕпе пуçăннă ĕçе, преступноçа чакарас тĕллевпе палăртса хунă комплекслă мероприятисене пăрахăçламалла мар. 2012–2015 çулсене палăртнă «Муниципалитетăн хăрушлăхсăр тытăмĕ» район программипе планланă тăрăх паянхи куна район центрĕнче 4 видеокамера вырнаçтарнă, вĕсене полицинчи дежурнăй чаçпе çыхăнтарнă. Кунсăр пуçне халăх йышлă пулакан 6 вырăна та видеокамерăсем вырнаçтарнă, вĕсем те дежурнăй чаçпе çыхăннă. Муркашри автостанци умĕнче полицие чĕнмелли кнопка та пур.

Массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне хальхи вăхăтра пурĕ 33 халăх дружинникĕ ĕçлет, çапах та йĕркелĕхе тытса тăрас ĕçе общественноçа активлăрах явăçтармалли сисĕнет.

Маларах преступлени тунисем çак çултан пăрăнма васкаманни (33 преступлени) тата эрех ĕçсе тунă преступленисен шучĕ пысăкки (36 преступлени) шухăшлаттарать. Çапла вара кашни 2-мĕш преступление вĕсем тăваççĕ. Çавăнпа та контроле татах та çирĕплетмелли куç кĕрет.

Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче туса ирттерекен профилактика ĕçне çителĕксĕр тесе хак парас килет. Акă Ильинка, Ярапайкасси, Шетмĕпуç, Йÿçкасси, Турай тата Хорнуй ял тăрăхĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем ÿснĕ. Çамрăксем тăвакан преступленисем те ÿснĕ. Участковăйсем, пайри ертÿçĕсем вырăнти халăхпа тĕл пулса отчетсем тунине, ăнлантару тата асăрхаттару калаçăвĕсем ирттернине, профилактика кунĕсен ырă витĕмĕ пуррине хирĕçлеме çук. Çапах та профилактика службин ĕçне вăйлатмалла.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 1763 çынна административлă явап тыттарнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснипе çыхăннă. Сăмах май районти çулсем çинче пулнă инкексем нумайланнă, вĕсенче 19 çын суранланнă, 9 вилнĕ.

Гражданла общество полици ĕçне хутшăнни çынсемпе çыхăну тытма пулăшать, халăх пирĕн ĕçе мĕнле хакланине пĕлсе тăма май парать. Ку тĕлĕшпе 2011 çулта полици уйрăмĕ çумĕнче йĕркеленĕ обществăлла канаш (ертÿçи Николай Григорьевич Ванеркин) активлă ĕçленине палăртас килет.

2013 çулхи январь– март уйăхĕсенчи ĕç пĕтĕмĕшле эпир хамăр ума лартнă задачăсене пурнăçланине кăтартса парать. Ĕç-хĕлĕн тĕп енĕсемпе пирĕн позицисем çирĕп темелле. Малашнехи задачăсем шутне вара граждансен шанчăкне ытларах çĕнсе илессине, хамăрăн ăсталăха ÿстерсе пырассине, профилактика ĕçне вăйлатассине, преступноçа хирĕç кĕрешмелли майсене лайăхлатассине тата ыттине те кĕртмелле».

 

Çак тата ытти самантсем çинче чарăнса тăчĕ РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçе тишкернĕ май. Право сыхлакан органсен районти представителĕсемпе пĕрле полицейскисен ĕçне пĕтĕмлетме республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ А. Тимофеев подполковник та хутшăнчĕ.

Лару пĕлтерĕшлĕ те тахçанах кĕтнĕ самантран пуçланчĕ: районти халăх дружинникĕсен командирĕсене удостоверенисем пачĕç. Халăх дружинникĕсем тинех хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçлама тытăнасси куç кĕрет. Пĕрремĕш сăлтавĕ – вĕсен ĕçне кăçалтанпа укçан хавхалантарма май тупрĕç, иккĕмĕшĕ – халăх дружинникĕсен командирĕсен ретĕнче чăннипех те йĕркене мала хуракан çынсем: Ю. Соловьев (малтан шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă), Н. Шишокина (Ильинка ял тăрăхĕнчи питĕ активлă дружинник), А. Куликов («Сывлăх» ФСК директорĕ, депутат) тата ыттисем те.

Е. Плечов доклачĕ хыççăн лару ĕçĕ ыйту – хурав мелĕ çине куçрĕ. Малтанах министр çумĕ районти информаципе культура центрĕсенче видеосăнав оборудованийĕ вырнаçтарнипе интресленчĕ. Пур вырăнта та камерăсем çак çуртсен умне тата залсене сăнама май параççĕ. Анчах та ку çителĕксĕр пулнине палăртрĕ А. Тимофеев, клубсен çывăхĕнчи территорисене те «сăнава илме» сĕнчĕ. Полицие чĕнмелли кнопкăсемпе усă курмаллине, май пур таран техникăн ытти енĕсемпе усă курмаллине те палăртрĕç ларура. Видеокамерăсем пирки сăмах пуçарнă вăл май районти социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсем çинче те çак оборудование вырнаçтармаллине çирĕплетсех палăртрĕ. Уйăрмах суту-илÿ точкисене тытакансем (пирĕн районта вĕсем ытларах райпосен аллинче) çакна ăнланма тивĕççине каларĕ. Видеосăнав оборудованийĕсене «Хăрушлăхсăр муниципалитет тытăмĕ» программăпа килĕшÿллĕн лартма палăртнă. Пĕлтĕр çак ĕçе пурнăçлама 470 пин тенкĕне яхăн уйăрнă пулсан кăçал та 400 пин тенкĕрен кая пулмалла мар. Анчах та социаллă пĕлтерĕшлĕ объект хуçисем хăйсен ответлăхне ăнланасшăнах мар пулас. Çак камерăсене вырнаçтарни полицейскисем валли тесе ăнланни тĕрĕс мар, чи малтанах çакă халăх хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Çапла вара ку ĕçе бизнеса та, ытти организацисене те (сăмахран, строительство ĕçĕсем активлă пыраççĕ, апла çак ĕçе пурнăçлакансене те социаллă ответлăх пирки аса илтермелле) явăçтармалла.

Республикăра укçан суя купюрисене тупнă тĕслĕхсем çинче те чарăнса тăчĕç. Хальхи вăхăтра техника вăйлă пулнăран вĕсене чăннисенчен те уйăрма йывăр. Укçа тĕрĕслемелли кивĕ приборсем те пур чухне суя купюрăсене тупса палăртаймаççĕ иккен. Çапла вара кашнинех тимлĕ пулмалла. Улталаса хăварас текенсем çывăрмаççĕ.

Тепĕр самант – çынсен черченкĕ кăмăлĕ çинче «выляса» час-часах тăванĕ инкеке лекни çинчен суя хыпар пĕлтерсе укçа шахвăртакансем те сахал мар. Çапла вара кашни хыпара тÿрех ĕненме кирлĕ мар. Иккĕленÿллĕ хыпара тĕрĕслесе пăхмалла.

Йĕркене сыхлассинче преступленисене асăрхаттарасси – тĕп ĕçсенчен пĕри. Акă хĕç-пăшалпа саккунсăр майпа усă курни, ăна упрани те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Кăçалтанпа вара хĕç-пăшала тата çакна майлă ытти хатĕре хăй ирĕкĕпе полици пайне пырса паракансене укçан хавхалантарма май тупни те преступленисене асăрхаттарассинче пĕлтерĕшлĕ утăм темелле.

Асăрхаттару ĕçĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант – районта профилактика кунĕсем тата полици сотрудникĕсем ытти мероприятисене хутшăнса çынсемпе ăнлантару калаçăвĕсем ирттерни. Çак ĕçĕн витĕмлĕхĕ лайăх пулнине палăртрĕç ларура.

Пĕтĕмĕшле илсен вара районти полици пайĕн пĕрремĕш кварталти ĕçне республика шайĕнче лайăх хакланине палăртрĕç. Апла пулин техăш-пĕр кăтартусене лайăхлатмалли пирки, вĕсене лайăхлатма майĕсем те, сотрудниксен ăсталăхĕ те çителĕклине асăнса хăварчĕç.

Н. Николаева. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика