Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкул 3 эрнерен çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕ

11:13 17 апреля 2013 г.

 

Виçĕ эрне хушшинче Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул йĕркеллĕ ĕçлеме тытăнмалла – çакăн пек задача лартрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен районти комисси ларăвĕнче. Унччен Р. Тимофеев Шетмĕпуçĕнчи шкула тепĕр хут çитсе килчĕ, шкул директорĕпе А. Степановăпа тĕл пулчĕ.

Аса илтеретпĕр, апрелĕн 14-мĕшĕнче «01» пульт çине 10 сехет те 36 минутра Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулта пушар тухни пирки хыпар çитнĕ. Тепĕр минутранах пушар вырăнне Муркашри 37-мĕш пушар чаçĕн икĕ автоцистерни тухса кайнă. 10 сехет те 42 минутра Шетмĕпуçĕнчи пушара хирĕç кĕрешкенсен ирĕклĕ команди, «Герой» тата «Ударник» хуçалăхсен ведомство пушар хуралĕсен командисем те тухнă. Унта пысăк пушарсене сÿнтерекен пунктăн пĕр автоцистерни те çитнĕ.

Кĕске вăхăтрах вырăна çитсе пушарнăйсем çулăма сÿнтерме тытăннă. Вĕсем çитнĕ вăхăтра шкулта çи-пуç çакмалли пÿлĕмри йывăç вешалкăсем çуннă пулнă. 10 сехет те 50 минутра Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн оперативлă ушкăнĕ çула тухнă. 11 сехет те 20 минутра пушара сÿнтернĕ.

Çулăма пула шкулăн пĕрремĕш хутĕнчи асăннă пÿлĕмри вешалкăсем çунса пĕтнĕ, коридор стенисем тĕтĕмленсе хăрăмланнă. Хальхи вăхăтра пушар сăлтавне пушар тĕпчевĕн лабораторийĕн эксперчĕсем тĕпчеççĕ.

Чи пĕлтерĕшли – пĕр çын та инкек тÿсмен. Çакна палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ ларура. Специалистсем малтанлăха каланă тăрăх, пушар электричество пралукĕнчен тухнă.

Район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова Шетмĕпуçĕнчи шкулта вĕренекенсене – 82 ачана – Йÿçкассинчи вăтам шкула турттарма пуçланине пĕлтерчĕ. Йÿçкассинчи шкул çурчĕ проектпа килĕшÿллĕн 624 ачана йышăнма пултарать. Хальхи вăхăтра унта 200 ытла вĕренекен. Çавăнпа та класс пÿлĕмĕсемпе тивĕçтерессипе ыйту пулмалла мар. 5–8-мĕш классенче вĕренекенсен йышĕ кăна пысăк пулма пултарать. Çавăнпа та çак ÿсĕмрисен вĕренĕвне Çатракассинчи вăтам шкулта йĕркелес ыйтупа ĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен унта вăтам сыпăкри ачасем нумаях мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ачасене шкул автобусĕпе турттарассинче хăрушсăрлăх мелĕсене мала хумаллине, автобуса ачасене вырнаçтармалли нормăран ытла лартмалла марри çинчен çирĕппĕн каларĕ. Çула миçе ача тухнине, каялла миçе ача ларса килнине шута илме май паракан ятарлă журнал çырса пыма та сĕнчĕ. Ку ыйту тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмаллине палăртрĕ, çавăн пекех шкул автобусĕсен маршручĕсене тепĕр хут тĕрĕслеме сĕнчĕ.

Ростислав Николаевич çавăн пекех вăхăта сая ямасăр Çатракассинчи тата Йÿçкассинчи шкулсенче вĕрентÿ процесне çĕнĕрен пăхса тухмаллине палăртрĕ. Шетмĕпуçĕнче вĕреннĕ ачасене çав шкулсенче вĕренме хăнăхма условисем туса памалла. Кашни вĕренекен хăйне «ют» шкулта тăван шкулти пек туйтăр. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен ашшĕ-амăшĕ енчен те кăмăлсăрлăх пулмалла мар.

Çакна та палăртмасăр иртме çук. 2-мĕш хут пачах та сиенленмен. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнчи класс пÿлĕмĕсене, столовăйне те пушар сиен кÿмен. Тĕпрен илсен, пушар 1-мĕш хутăн коридорне сиенленĕ. Стенасем тĕтĕмпе хуралнă. Электричество пралукĕсене, пушар сигнализацийĕн тытăмне пĕтĕмпех улăштармалла. Хăш-пĕр алăксене, 11 чÿрече, шкул умĕнчи крыльцана тата хутса ăшăтмалли системăна улăштарма тивет. Малтанласа палăртнă тăрăх, пушар 100 пин тенкĕлĕх ытла сиен кÿнине палăртаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн сиен калапăшне кура шкул территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнĕ.

Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла. Пушар хыççăн предпринимательсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, çынсем пулăшу кÿме пуçланă та ĕнтĕ. Хăйне май ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланнă. Çавăнпа та юсав ĕçĕсене пухăнакан укçа-тенкĕпе тума шухăшлаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ шкулта шăпах Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи пулăшма пынă çынсемпе тата учительсемпе курса калаçрĕ. Вĕсем тирпей тата юсав ĕçĕсене пуçăннăччĕ ĕнтĕ.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев юсав ĕçĕсем мĕн вăхăтра вĕçленесси сметăсене мĕн чухлĕ хăвăртрах туса хатĕрленипе тачă çыхăннине палăртрĕ. Чÿречесене вара паян-ыранах улăштарма тăрăшмалла.

Ростислав Николаевич ответлă çынсен шкулта маларах пурнăçланă ĕçсемпе çыхăннă документсене тата шкулта ĕçлекенсен инструкцийĕсене тепĕр хут тишкермеллине палăртрĕ. Пушар тухнăшăн яваплисене административлă майпа явап тыттарас ыйтăва пăхса тухмалли çинчен асăнчĕ. Пушар тухнине тишкерессипе вара ятарлă комисси туса хума сĕнчĕ. Чи нумаййи шкул тепĕр виçĕ эрнерен ĕçлеме пуçламаллине палăртрĕ.

Л. Павлова. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика