Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тимлĕ пулăр – мотоциклист!»

11:08 17 апреля 2013 г.

 

Çакăн пек ят панă акци çĕр-шывĕпех майăн 8-мĕшĕнче старт илет. Кампани икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕсемпе (велосипед, мотоцикл, скутер) пулса иртекен аварисене асăрхаттарассипе, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тата водительсен культура шайне ÿстерессипе çыхăннă. Акцирен Чăваш Ен те пăрăнса юлмасть. Ăна ирттерессипе «Çĕрлехи кашкăрсем» мотоклуб пуçару кăтартнă.

Мероприятисем çул тăваткалĕсенче, автопасарсенче, автовокзалсенче тата автозаправкăсенче иртеççĕ. Водительсене тимлĕхпе асăрханулăх пирки аса илтерекен ятарласа хатĕрленĕ листовкăсем валеçсе парĕç. Çакăн евĕр мероприятисене мотоциклистсем çулсеренех йышлăн хутшăннине палăртаççĕ.

Кунсăр пуçне маларах асăннă мотоклуб майăн 9–10-мĕшĕсенче «Сурские зори» турбаза территорийĕнче «Рев сезона» регионти 2-мĕш фестиваль ирттерет. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнине халаллаççĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парасси тата мотоцикл юхăмне аталантарасси. Майăн 9-мĕшĕнче Шупашкарти, Чулхулари, Йошкар-Олари, Хусанти тата ытти хуласенчи юрăпа ташă коллективĕсен концерчĕсене ирттерме палăртнă, çакăнпа пĕрлех спорт ăмăртăвĕсемпе çар юррисен конкурсне йĕркелеме тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен калакан фильмсем кăтартма пăхса хунă. Майăн 10-мĕшĕнче «Сурские зори» – Шупашкар хули маршрутпа «Астăвăм моточупăвĕ» иртет, чупу вăхăтĕнче Çар мухтавĕн монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика