Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăтам пĕлÿ илесси пуриншĕн те меллĕ

15:43 09 апреля 2013 г.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Конституцине кĕртнĕ улшăнусем хыççăн çынсем хушшинче вăтам пĕлÿ тÿлевлĕ пулать текен сăмах сарăлчĕ. Республика Конституцине Раççей Федерацийĕн тĕп саккунĕпе шайлаштарни çакăн пек тĕрĕс мар хумхану патне илсе тухрĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи З. Дипломатова:

- Пĕлтĕр декабрĕн 29-мĕшĕнче РФ Президенчĕ «Вĕренÿ çинчен» Федераллă саккуна алă пусса çирĕплетрĕ. Çак саккун пĕтĕмĕшле кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет, хăш-пĕр уйрăм пайсем вара январĕн 1-мĕшĕнчен вăйра тăраççĕ.

Йышăннă саккунпа патшалăх граждансене тÿлевсĕр тата пахалăхлă вĕренĕве тивĕçмелли правăна шантарать тата вĕренÿ сферинчи ытти хутшăнусене йĕркелет, граждансен, обществăн тата патшалăхăн интересĕсене хÿтĕлет. Çак саккунпа вăтам пĕлÿ илесси тÿлевсĕр тата пуриншĕн те вĕренме меллĕ пулмаллине çирĕплетнĕ.

Патшалăх федераллă вĕрентÿ стандарчĕсемпе (ФГОС) килĕ-шÿллĕн шкулчченхи, пĕтĕмĕшле тĕп, пĕтĕмĕшле вăтам, вăтам професиллĕ тата конкурс мелĕпе аслă пĕлÿ илесси, çак шайри пĕлĕве çын пĕрремĕш хут илет пулсан, тÿлевсĕр пулмалла.

Районта вĕрентÿ пур ачашăн та меллĕ: 13 вăтам, 9 тĕп шкул, пуçламăш шкул - ача сачĕсем - 4. Вăтам шкулсенчен 9-шĕ база шкулĕсем шутланаççĕ, вĕсенчен 3-шĕ - ресурс центрĕсем: Мăн Сĕнтĕрти, Калайкассинчи тата Йÿçкассинчи вăтам шкулсем. Шкул автобусĕсем кунсерен 144 ялтан 957 ачана база шкулĕсене турттараççĕ. Ачасем ăнăçлăрах аталанччăр тесе 9-мĕш классенче профиль умĕнхи вĕрентĕве йĕркеленĕ, 10-11 классенче - профиль вĕрентĕвне.

Шкулчченхи вĕренÿ тытăмĕнче  ача-пăча сачĕ - 15, шкулсем çумĕнчи шкулчченхи ушкăнсем - 13, пуçламăш шкул - ача сачĕсем - 4. Шкулчченхи вĕренÿ услугисемпе паянхи куна ачасен 80,1 процентне тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра Мăн Сĕнтĕрте тата Муркашра ача-пăча сачĕсене каяс текен 1,5 - 3 çулхи ачасен черечĕсем пур. Çуллахи вăхăтра Муркашра 60 ача вырнаçмалăх ача-пăча сачĕ пулмалли çурта юсаса пĕтермелле. Мăн Сĕнтĕрте пристрой тăвас ыйтăва та куçран вĕçертместпĕр.

1-мĕш класа вĕренме килекенсен йышĕ юлашки çулсенче пĕр пекрех тытăнса тăрать. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем 1-мĕш класа пурĕ 515 ача йышăнма хатĕр пулсан кăçал хальлĕхе палăртнă тăрăх 334 ача килмелле. Çапла вара пĕлÿ илесси пуриншĕн те меллĕ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика