Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Професси уявĕ

00:00 17 января 2013 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче Чăваш пичечĕн кунне халалланă мероприяти иртет.

Чăваш журналистики 1905 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн никĕсне хывнă. Çак кун “Хыпар” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Ăна пирĕн ентеш Николай Никольский ученăй–педагог алă пусса кăларнă.

“Чăваш автономи облаçĕнчи революци комитечĕн хыпарĕ”, “Чăваш тĕнчи”, “Ĕç хаçачĕ” ятлă пичет кăларăмĕсем пирĕн халăхăн летопиçĕсем пулса тăнă. “Çĕрпÿри халăх хаçачĕ”, “Шупашкар пурнăçĕ”, “Шупашкар земствин хаçачĕ”, “Ĕç ялавĕ”, “Етĕрнери хресченсемпе рабочисен тата салтак депутачĕсен хыпарĕ”, “Самана” ятсемпе тухнă чăваш хаçачĕсем хресченсен пурнăçне ырă витĕм кÿнĕ.

“Ана”, “Çĕр ĕçлекен”, “Ана-çаран”, “Шурăмпуç”, “Атăл юрри” пĕрремĕш журналсене те çынсем юратсах вуланă.

Муркаш район хаçачĕ 1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче «Колхозник сасси» ятпа тухма пуçланă. 1964 çултанпа вăл «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа кун çути курать.

Райхаçат 2008, 2009, 2011, 2012 тата 2013 çулсенче Пĕтĕм Раççейри «Прессăн ылтăн фондне» кĕме тивĕç пулчĕ.

«Çĕнтерÿ ялавĕн» тиражĕ те çулленех ÿсет. 2012 çулхи 1 номер 4520 экземплярпа тухнă пулсан, кăçалхи – 4780 экземплярпа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика