Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ÇĔНĔ КОНКУРС: тĕп парне – кĕсье телефонĕ

00:00 19 декабря 2012 г.

 

 

 

 

 

 

Конкурса йĕркелекенсем: И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Управлени факультетĕнчи коммуникаци технологийĕсен кафедри тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ.

Тупашăва республикăри тата унăн тулашĕнчи вăтам шкулсенчи 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем, çавăн пекех колледжсемпе техникумсенче ăс пухакан çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Туссем, сирĕн шкулта район е республика шайĕнче хăйĕн çитĕнĕвĕпе палăрнă тус-тантăш, вĕрентекен пурах. Тен, ыттисенчен уйрăлса тăракан чаплă хăйне евĕр мероприяти пулса иртнĕ. Шăпах вĕсем пирки анлăн, хăвăра кăмăла каякан жанрпа çырса кăтартмалла ĕçĕрсенче. Тепĕр тесен, самантлăха пресс-секретарь, тата обществăпа çыхăну тытакан специалист пек туйма сĕнетпĕр сире. Шăпах хальхи вăхăтра пур предприятипе организацире те кирле «Реклама тата  общественнăçпа çыхăну тытасси» специальноçпа кадрсене хатĕрлессипе тимлеççĕ Управлени факультетĕнче.

Конкурсантсен хатĕр ĕçсене васкасах йĕркелÿ комитетне çак адреспа ярса памалла: 428000, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Президентский Бульвар, д. 19А, каб. 304А, с пометкой «На конкурс» е kkt-chgpu@yandex.ru электрон адрес çине ямалла. Çырура хăвăр çинчен кĕскен каласа пама, çыхăнмалли адресăра тата телефон номерне кăтартма ан манăр.   Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-8352-22-63-50.

Конкурса  нарăсăн 20-мĕшĕнче  пĕтĕмлетеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе асăнмаллăх парнесем кĕтеççĕ. Тĕп приз - кĕсье телефонĕ. Хавхалантармалли парнесем те хатĕр. Унсăр пуçне конкурса хутшаннă кашни вĕренекене тата ăна ăмăртăва хатĕрленĕ вĕрентекене Хисеп хучĕ парса чыслаççĕ. Шкултан е техникумран вĕренсе тухакансемшĕн тепĕр савăнăслă хыпар та пур ăмăрту йĕркелÿçисен. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курĕç. Конкурс кăтартăвĕсене 2013-мĕш çул И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне «Реклама тата  общественнăçпа çыхăну тытасси» специальноçпе тÿлевсер вĕренме кĕнĕ чух шута илеççĕ. Эппин, васкăр, туссем! Пурне  те ăнăçу сунатпăр!

 

                                                                                                      Йĕркелÿ комитечĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика