Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район администрацийĕн пуçлăхĕ – Р.Н. Тимофеев

00:00 28 января 2012 г.

Райхаçатăн иртнĕ номерĕнче район администрацийĕн пуçлăхне суйлама 7 кандидата регистрацилени çинчен пĕлтернĕччĕ. Вĕсем çаксем: В.Г. Никитин, А.К. Касьянов, В.В. Мефодьев, Р.Н. Тимофеев, В.В. Ямангеев, И.В. Туритов, Е.Д. Макаров.

А.К. Касьянов, В.В. Мефодьев, Е.Д. Макаров хăйсен кандидатурисене каялла илнĕ.

Эрне кун райадминистраци пуçлăхне палăртассипе конкурс комиссийĕ ĕçлерĕ. Комисси тăватă кандидатурăна пăхса тухнă, кандидатсен программисемпе паллашнă.

Çакăн хыççăн конкурс комиссийĕ райадминистраци пуçлăхне çирĕплетме В.Г. Никитин тата Р.Н. Тимофеев кандидатурисене сĕннĕ.

Эрне кунах депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 15-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ.

Лару конкурс комиссийĕн итогĕсене пăхса тухса икĕ кандидата итлерĕ.

В.Г. Никитин юлашки çулсенче района аталантарассипе нумай ĕçленине палăртрĕ. Çавăнпа хăйĕн кандидатурине тăратнине асăнчĕ. Апла пулин те ларура хăйĕн кандидатурине каялла илессине пĕлтерчĕ.

Р.Н. Тимофеев хăй сакăр çул «Герой» хуçалăха ертсе пынине каларĕ. Чăннипех района аталантарассипе юлашки çулсенче нумай ĕç тунине асăнчĕ. Анчах экономикăна çĕклессипе, инвестицисене явăçтарассипе, производствăна аталантарассипе малашне уйрăмах çине тăрса ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Хăйне депутатсем шансан район халăхĕшĕн ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.

Ларура уйрăм депутатсем тухса каланине итленĕ хыççăн Р.Н. Тимофеев кандидатурине сасăлава лартрĕç. Депутатсем пĕр шухăшлăн Р.Н. Тимофеева райадминистраци пуçлăхне çирĕплетессишĕн сасăларĕç.

Ларура район пуçлăхĕ И.В. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев ăна должноçе çирĕплетни çинчен контракт çине алă пусрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика