Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кандидачĕсем паллă. Кама шанĕç район администрацине ертсе пыма?

00:00 25 января 2012 г.

Хаçатăн 2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи номерĕнче район администрацийĕн пуçлăхне суйлассипе конкурс комиссийĕ конкурс ирттересси пирки пĕлтернине тата унăн условийĕсене пичетленĕччĕ. Район пуçлăхне суйлас ĕçсем çак вăхăта мĕнле пыни пирки конкурс комиссийĕн секретарĕ Л.Ю. ТАРАСОВА каласа пама кăмăл турĕ:

– Условисемпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхне суйланас текенсен конкурс комиссине 2012 çулхи январĕн 21-мĕшĕнчен кая юлмасăр, 17 сехетчен, заявленипе ытти кирлĕ документсене çитерсе памаллаччĕ.

Çак йывăр çĕклеме хăйсем çине илес текенсем пурри шанăç çуратать. Çапла вара 2012 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн 308-мĕш пÿлĕмĕнче 10 сехетре район администрацийĕн пуçлăхне суйлассипе конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма хăйсен кандидатурисене çаксем сĕннĕ тата вĕсене регистрациленĕ:

1. Никитин Владимир Германович, Муркаш район администрацийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе комммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ.

2. Касьянов Анатолий Калистратович, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Опытное лесничество» КУ, Ильинка участокĕн лесничествин лесничийĕ.

3. Мефодьев Владимир Венедиктович, «Фэнстер» ООО, директор.

4. Тимофеев Ростислав Николаевич, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ, председатель.

5. Ямангеев Владимир Владиславович, хресчен (фермер) хуçалăхĕ, ертÿçĕ.

6. Туритов Иссаул Васильевич, уйрăм предприниматель.

7. Макаров Евгений Дмитриевич, Суд приставĕсен Федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ.

Кандидатсене пурне те ăнăçу сунатпăр. Çапах та комисси чи тивĕçлине Муркаш район администрацине ертсе пыма шанĕ.

Комисси сĕннĕ кандидатурăна хыççăн депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче çирĕплетĕç.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика