Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çула инкексĕр кĕрер

00:00 27 декабря 2011 г.

 

Ĕç коллективĕсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче çĕнĕ çул елкисем йĕркелес вăхăт çитрĕ. Ăна ирттерессишĕн яваплисен хăйсен яваплăхĕ пирки самантлăха та манма юрамасть. Районти пушар хăрушсăрлăхне тишкерсен, иртнĕ çулсенче вут-кăвар алхаснă инкексем сахалланни палăрчĕ пулсан та, ирĕке кайнă вут-çулăмра çав-çавах çынсен пурнăçĕ татăлни пушар хăрушлăхĕ яланах çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетсех тăрать. Кăçал раштавăн 26-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 39 пушар регистрацилерĕмĕр (пĕлтĕр 37 пушар пулнăччĕ). Ку хисеп иртнĕ çулхинчен икĕ тĕслĕх нумайрах. Ирĕке кайнă вут-çулăмра 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки аса илтерет. Çакна калатăп, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тата унпа туслашнă май самантлăха тимлĕхе çухатни тăрать. Умра пĕтĕм халăх пĕрле уявлакан Çĕнĕ çул уявĕсем. Вĕсене савăнăçлă ирттерме пĕрлехи асăрханулăха пурин те ÿстермелле.

Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăнни вăрттăнлăх мар. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çулленех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă кураççĕ. Халĕ каланине шута илсе шăпах çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Иртнĕ çулсенче те Çĕнĕ çул елки вăхăтĕнче районта 3 пушар вăй илнĕ тĕслĕхсем пулнăччĕ. Çак инкексем кăçал вăй ан илччĕр тата Çĕнĕ çул уявĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесе кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине маларахах асăрхаттаратăп. Çав тĕллевпе:

– елккăсем ирттерме коллективсенче хальтерехех ответлă çынсене çирĕплетмелле;

– яваплă çынсен патшалăх надзор ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе ятарлă инструктаж тухмалла та çавнах вырăнсенче Çĕнĕ çул уявне ирттерме хутшăнакансемпе пурнăçламалла;

– елка ирттериччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем çителĕклĕ пулас тĕлĕшпе уйрăм тимлĕх уйăрмалла;

– елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларахах пĕлтермелле;

– елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтарма юрамасть;

– елка ирттермелли пÿлĕмĕн обязательнăй йĕркепе урама тухма икĕ алăк пулмалла;

– елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;

– елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть;

– елкăна заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç илемлетмелле.

Яваплă çынсен уяв вăхăтĕнче асăрханулăха саманлăха та хăй еккипе яма юрамасть. Электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсассăн, аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайса шыв юххипе айккинелле сарăлма, хушма хăрушлăх кăларма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Çавăнпа та елкăна хатĕрленекенсен ăна ВДПОн районти уйрăмĕнче маларахах çителĕклĕ туянса хумалла.

А. ЕФИМОВ, районти надзор ĕç-хĕл уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.

СТР. 140

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика