Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сакăр çул малтисен ретĕнче

00:00 02 февраля 2011 г.

Сакăр çул малтисен ретĕнче

Район хаçачĕ 2010 çулта республикăра çулсерен Шалти ĕçсен министерстви массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен «Право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕх» конкурсра ку хутĕнче те хăйĕн ырă ятне çухатмарĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе эпир – пĕрремĕшсем. Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР ШĔМ пресс-службин ĕçченĕ, милицин аслă лейтенанчĕ С.М. Паргеев хаçат редакцийĕнче пулчĕ. Вăл хаçатăн тĕп редакторне А.И. Тихонова çĕнтерÿçĕ дипломне тата DVD-проигрыватель парса чысларĕ. «Эсир малашне те шалти ĕçсен пайне туллин çутатасса, конкурса та тăтăш хутшăнасса шанса тăратпăр», – терĕ вăл. Сăмах май, вун виççĕмĕш çул ирттерекен конкурса пирĕн хаçат 8 çул хутшăнчĕ. Çак хушăра пирĕн ĕçе малти вырăнсемпе чыслани савăнтарать. Виçĕм çулхи çĕнтерÿ, пĕлтĕр мала тухни кăçал та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика