Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фермăра пулса курчĕ

00:00 01 февраля 2011 г.

Муркаш енри ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ытти харпăрлăх формисем район администрацийĕн ял хуçалăх пайне талăксеренхи сăвăмсем пирки оперативлă тăратнă кăтартусемпе районти вăтам сăвăм пĕр ĕне пуçне кăçал пĕлтĕрхинчен 0,7 кг сахалрах. Çав вăхăтрах вăл Е. Андреев яч. хис., Чапаев яч. хис., «Передовик» хуçалăхсенче ÿснĕ.

Иртнĕ кунсенче выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи кунĕнче хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ А. Белов «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕн Ахманери сĕт ферминче пулса курнă, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче «Передовиксем» хăйсене валли хăйсем Çĕнĕ çул парни хатĕрлерĕç. Тĕллевлĕ ĕçленипе Ахманере çĕнĕ ĕне сарайĕ хута кайрĕ. Кунта паян 246 пуç мăйракаллă шултра выльăх тăрать. Вĕсенчен 80-шĕ – сумалли ĕнесем. Çулталăк маларах хуçалăхра сумалли ĕнесен кĕтĕвĕ 59 пуçа çеç юлнăччĕ пулсан, çĕнĕ сарай хута янипе тата выльăхсен йышне хушассипе çине тăрса ĕçленипе Ахманесем сумалли ĕнесен хисепне 21 пуç хушма мел тупрĕç. Çу каçа выльăх апачĕ хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçленĕрен паян ĕнесем умĕнчен апат татăлмасть. Çапла вара ĕне пуçне талăксерен тивекен вăтам сăвăм та çак хушăра икĕ хута яхăн ÿсрĕ. Çулталăк каялла 5 килограмм ытларах сĕт панă ĕнесем паян талăксерен 10,8 килограмм сĕт антараççĕ. Ку вăл районăн вăтам кăтартăвĕнчен 0,5 кг нумайрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика