Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ыттисене улăм сутаççĕ

00:00 28 января 2011 г.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăр пырать. Иртнĕ çу кунĕсем шăрăх пулнăран пĕлтĕр çĕр ĕçченĕ выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлама ĕлкĕреймерĕ. Çакăнпа çыхăннă йывăрлăхсем паян кашни фермăрах, выльăх пăхакан патĕнчех сисĕнеççĕ.

Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕçчетессипе тимлекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-завод иртнĕ çулсенче янтăланă улăма «Герой» тата Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхсене сутнине тĕл пултăмăр. Сăмах май Кашмашсемпе Çатракассисем обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисем çывăхне кĕркуннех ытлă-çитлĕ утă-улăм турттарса янтăласа хунă. Кашмашри ĕне ферми çывăхĕнче утă хранилищи пулнăран янтăланă выльăх апачĕ кунта тирпейлĕ упранать. Çакăнпа пĕрлех хуçалăх ыранхи куна пăхса ĕçлесе кÿршĕлле Чул хула облаçĕнчен те утă сахал мар турттарса юлма ĕлкĕрнĕ. Çапла вара «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра хĕл кунĕсене апат енчен лăпкă ирттерме условисем пур.

Ферма территорийĕсенче юсав ĕçĕсене самантлăха та хăй еккипе ямаççĕ. Паян кашни фермăрах юсавçăсен бригадисем ĕçлеççĕ. Хуçалăхра выльăхсене пăхнă çĕрте малта пыракан технологисемпе усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, пăрусене паян ыраш, сыснасене çĕр улми пĕçерсе çитереççĕ. Пĕчĕк пăрусене ЭКД пани те вĕсен аталанăвне тĕреклетет кăна.

Хуçалăх фермисем тăрăх иртни кунта обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тĕплĕ хатĕрленнине кăтартса пачĕ. Типĕ те таса-ăшă пÿлĕмсенче çителĕклĕ апатпа тăракан сывă выльăхсем малашне пысăк продуктивлăхпа савăнтарассине кĕтме пулать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика